Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлисен утăмĕсем сулмаклă

11 ноября 2022 г.

Владимирпа Светлана Павловсем фермер хуçалăхĕ йĕркелесси пирки нихăçан та шухăшламан. Вĕсем пĕрлешсе тĕп килте 9 çул пурăннă хыççăн ял вĕçĕнче çĕр илсе уйрăлса тухнă. Малтан хуралтă, пĕчĕк пỹрт тунă. Владимира ашшĕпе амăшĕ пĕр пăру парса кăларнă. Ăна вĕсем ỹстерсе сутнă та çав укçапа вăкăрсем туяннă. Ун чухне кил хуçи сысна самăртакан комплексра ĕçленĕ, мăшăрĕ катушкăсем йăвалакан ялти цехра вăй хунă. Çапла пуçласа янă хăйсен пĕчĕк хуçалăхне Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ Владимир Павлов. Светлана Красноармейски районĕнчен. 1991 çулта хĕр çумми пулса килнĕскере кăмăлласа илсе юлнă каччă. Вăл та хăй ĕмĕрĕнче фермер арăмĕ пуласси пирки ĕмĕтленмен те. Канашри 16-мĕш училищĕре ЭВМ операторне вĕреннĕскер Шупашкарти "Чăвашстата" ĕçе вырнаçнă пулнă. Çемье çавăрсан упăшкин ялне куçса килнĕ.

Паллах, хăйсем çурт-йĕр çавăрсан тем пекех савăннă. Кил-çуртне кăшт йĕркене кĕртсен иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен вĕçĕнче кивĕрех трактор илме май тупнă. Вăл чăннипех те çемьене тăрантаракан "хурçă ут" пулнă.

 - Трактор илсенех мăшăр унпа ялан вăрмана вутта çỹретчĕ, çĕрле таврăнманнисем те пулнă. Колхоз саланса кайнă хыççăн кашнин пахчи-çаранĕ пысăкланчĕ. Техника çук. Володя çынсене çĕрĕсене сухаласа, сỹрелесе паратчĕ, уттисене турттаратчĕ... Вăкăрсем те усрама пăрахманччĕ. Пĕрне сутаттăмăр та курăк илеттĕмĕр, ыттисемпе татах вăкăр туянаттăмăр. Çапла пĕчĕккĕн выльăх шутне те ỹстертĕмĕр. Пĕр вăхăт сăвакан ĕне те 15 пуçа çитнĕччĕ, халĕ 10 кăна. Пăрусемпе вăкăрсем чылай. Мăшăр çав тери лашасене юратать. 30 пуç та пурччĕ, утă преслакан агрегат туяннă май шутне чакарма тиврĕ. Эпĕ урхамахсем патне пымастăп, вĕсене Володя пăхать, - тет Светлана. - Малтанласа питĕ йывăрччĕ. Выльăх усрама вите те кирлĕ. Виçĕ çул каялла çĕннине турăмăр. Халь пур ĕçе тенĕ пекех механизациленĕ. Утта тракторпа кĕртсе параççĕ. Ĕнесене аппаратпа сăватпăр. Тислĕк тăкакан механизма çеç хута ярайман. Хамăра пулăшма никама та илмен. Çуллахи вăхăтра çеç кĕтỹç тытатпăр.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат нумай кирлĕ, çавна май курăк лаптăкĕ те пысăк пирĕн. Унсăр пуçне сĕлĕ, урпа акатпăр. Çĕр улмипе кишĕрĕ те çителĕклех. Çĕрпе ĕçлеме пур хушма техника та пур, вĕсене пурне те хамăр укçапа илнĕ.

Чăнах та, ĕçчен те тăрăшуллă çемье Павловсем. Светланăпа калаçнă вăхăтра икĕ çамрăк каччă килчĕ. "Ак çаксем пирĕн чăн-чăн пулăшакансем. Вĕсемсĕр пире питех те кансĕр пулнă пулĕччĕ. Паллашăр: асли - Валентин, тепри - Денис", - терĕ кил вучахне упраканĕ. Тинкеререх пăхрăм та - чăваш çамрăкĕсем юратакан Денис Павлов юрăç пулчĕ кайрĕ.

Дениса техника умĕнче те курма тиврĕ. Апла Павловсен ачисем те ĕçпе пиçĕхнĕ. Ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ те вĕсене çапла пулма хисет. Светлана хăй те ỹркенсе тăмасть. Вăл хăйĕн пурнăçĕнчи кăсăклă пĕр саманта каласа пачĕ:

- Мăшăр ĕмĕрĕпех механизатор пулнă май трактор пайĕсене те аванах пĕлетĕп. Пĕринче çапла Володя киле ĕçрен каçа юлса таврăнчĕ. Трактор урапи шăтнă иккен. Хăй йăлт нушаланса пĕтнĕ. Тепĕр кунне кăнтăрларан ĕçе татах каймалла. Ăна саплас тесен малтан кустăрмине сỹтмелле. Трактор урапи пĕчĕк мар, сỹтме вăхăт аванах кирлĕ. Мана мăшăр шỹтлесе: "Урапана сỹтсе хур, 50 тенкĕ укçа паратăп", - терĕ. Ун чухне 50 тенкĕ пысăк укçа! Килĕшрĕм. Хăй апат çирĕ те çывăрма выртрĕ. Эпĕ вара çур çĕрччен урапа сỹтрĕм. Калăм тумалла-çке... Ирхине курсан тĕлĕнсех кайрĕ, укçине те пачĕ. Ăна "хурçă ута" юсамах ятăм ĕнтĕ.

Эпĕ пынă чухне кил хуçи çукчĕ. Вăл "Корма" çĕр ĕç фирминче тракторпа вăй хурать. Ĕççи вăхăтĕнче çĕрлесĕр те таврăнаймасть. Мана çемье пуçĕпе те калаçма тỹр тиврĕ, шăпах çак кун вăл иртерех килчĕ.

- Эпĕ ачаранах тракторпа ĕçлеме юратнă. Пиртен инçех мар техника паркĕпе лаша вити вырнаçнăччĕ. Кашни кунах уроксем хыççăн çавăнта каяттăмччĕ. Анне яланах: "Ĕçлетĕн пулсан çынна кăмăлсăрлантарса ан ĕçле, лайăх пурнăçла шаннине", - тесе калатчĕ. Çакна яланах асра тытнă. Кивĕ Ахпỹртри шкултан 8 класран вĕренсе тухсан Патăрьелĕнчи професси училищине ăс пухма кĕтĕм. Кайран вара удостоверени илнĕренпе трактор рульне алăран яман. Ялта пĕрремĕш трактор туянтăм. Урăх никамăн та çуккипе çынсем пахчисене, тивĕçекен çĕр пайĕсене сухалаттарма е тата ыттине пурнăçлама черет тăратчĕç. Май килнĕ таран пурне те итлеме тăрăшнă. Ун чухне çынсем те урăхларахчĕ: пĕр-пĕрне пулăшатчĕç. Халĕ ытларах чухне кашнийĕ хăйĕн пирки çеç шухăшлать.

Эпĕ тата лашасене питĕюрататăп. Халĕччен ĕç лашисене усранă пулсан малашне ăмăртăва хутшăнаканнисене те тытасшăн. Ĕмĕтсем пур: ĕне-выльăх йышне ỹстересшĕн. Çĕнĕ вите тунă. Çĕр лаптăкĕ те çителĕклĕ, арендăна илнисемпе 50-60 гектара çитет. Техникăран та йывăрлăх çук, - терĕ ĕçрен таврăннă кил хуçи.

Шутланине тăваççех Павловсем. Вĕсем кермен пек çурт хăпартнă, йĕри-тавра хуралтă çавăрнă. Владимирпа Светлана Валентин ывăлĕпе тата унăн çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ. Çамрăксем иккĕшĕ те Патăрьелĕнче вăй хураççĕ. Пĕчĕк мăнукĕ те пур. Апла пулăшакансем Павловсен пур, пулаççĕ те. Кĕçĕн ывăлĕ, эпир пĕлекен Денис, мăшăрланман-ха. Ĕлкĕрет. Кĕр мăнтăрĕ кашни çулах килет вĕт.

Валентина ЯКОВЛЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика