Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта - IT класс

08 ноября 2022 г.

Раççей Патшалăх Думинче çĕршыври кашни шкултах ачасене программировани чĕлхине вĕрентесси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Çĕнĕлĕхе пирĕн республика та ырласа йышăнчĕ. Чăваш Енре ятарлă информаципе технологисен 11 класне уçма палăртнă. Вĕсен йышне пирĕн районти Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул та кĕнĕ.

- Программăсем хатĕрлеме хăнăхтарас ĕçе малашлăх çул-йĕрне палăртма шухăш тытнă шкулти 8-10 классене çỹрекен 50 ачана явăçтарасшăн. Халĕ вĕсенчен заявленисем йышăнатпăр. Куратор-педагогсем - Валерий Гранатский, Мария Ежова, Наталия Сагунева - ĕçе пуçăнма хатĕр,- тет вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева.

 Унта çỹрекен ачасем математикăна, физикăна тĕплĕн вĕреннисĕр пуçне хальхи информаци технологийĕсене алла илме хăнăхаççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та "Шкул - техникум, аслă шкул - предприяти" пĕр уçлăх пулнине ырларĕ. "Информаци технологийĕн сферин специалисчĕсене хатĕрлени кирлех. Çак пуçарăва эпир малашне те анлăлатсах пыратпăр",- терĕ Олег Алексеевич.

"Информаци технологийĕн кадрĕсене хатĕрлеме пуçăнни чăннипех те ырă пулăм. Пирĕн тĕллев - вĕренес текенсем валли кирлĕ условисем туса парасси. Регионăн цифра аталанăвне тỹпе хывас текенсене шкул саккинченех хăнăхса ỹсме май пултăр тетпĕр",- тет Чăваш Енри цифра министерствин ертỹçи Кристина Майнина.

 Квалификациллĕ кадрсем хатĕрлени "Цифра экономики" наци проекчĕн тĕллевĕсене те пурнăçлама май парать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика