Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пулăшу çар операцинче çăмăллăх кỹтĕр

08 ноября 2022 г.

Çак кунсенче Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков ертсе пынипе ял хастарĕсен пĕр ушкăнĕ Ульяновскинчи вĕрентỹ центрĕнче çар операцине хутшăнма хатĕрленекен ентешсемпе тĕл пулнă, вĕсене валли çар пурнăçĕнче кирлĕ япаласем, кучченеçсем илсе çитернĕ.

- Тулли мар мобилизаципе кайнисем пире хавхаланупа кĕтсе илчĕç. Пурин те кăмăлĕсем, ĕмĕчĕсем пысăк. Салтаксем вĕренỹри йывăрлăхсене парăнтарса, хăнăхса пынине, пурăнмалли услови лайăх пулнине пĕлтерчĕç, тăван-пĕтенĕпе паллакансене пысăк салам çитерме ыйтрĕç. Пирĕнпе пĕрлех Украинăри çар операцине хутшăннă ентешĕмĕр Е. Шадиряков та пулчĕ, салтаксене хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлама, йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерме ырă сунчĕ.

 Çар вĕренĕвĕнчи ентешĕмĕрсене ял старости, районти танкистсен обществăлла пĕрлĕхĕн ертỹçи Николай Николаев та салтакăн ятне çỹлте тытма, çар командованийĕн хушăвĕсене чыслăн пурнăçлама, ваттисем калашле сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма, пурне те Турă хỹтлĕхĕнче пулма каларĕ, уçă сассипе Патăрьелсене хăй салтакра чухнех шăрантарнă патриотла юрăпа савăнтарчĕ. Юрă саламне ентешсем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, вĕсене çапла хавхалантарнăшăн, вăй-хăват кĕртнĕшĕн тав турĕç,- пĕлтерчĕ тĕллевлĕ çул çỹрев пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков.

Патăрьел ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшу хатĕрлеме хутшăннă хастарсене - "Батыревский" пĕрлешỹ директорне П. Ялукова, "Корма" çĕр ĕç фирмин директорне А. Владимирова, Патăрьелĕнчи хуçалăх магазинĕн хуçине А. Гордеева, "Выбор" магазинти И. Киргизова, ПМК-9 директорне С. Ахмеева, А. Филиппов, С. Эрюков, Н. Пласкин предпринимательсене, "Стройкомфорт" пĕрлешỹ директорне М. Алимова, Н. Краснова тата ыттисене те чун-чĕререн тав тăвать. Пирĕн пĕрлĕх, пулăшу çар операцине хутшăнакан салтаксене тата ытларах хавхалантартăр.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика