Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂСЧАХĂМĂРĂН ЫРĂ ЯЧĔ ÇĔР ÇИНЧЕ ЮЛАТЕХ

03 ноября 2022 г.

ĂСЧАХĂМĂРĂН ЫРĂ ЯЧĔ ÇĔР ÇИНЧЕ ЮЛАТЕХ

Çакна районти пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем тивĕçлипе çирĕплетеççĕ.

Виçĕмкун район администрацийĕн çурчĕ çывăхĕнче вырнаçнă историллĕ кĕтес умне районти шкулсен ертỹçисемпе вĕрентекенсем, шкул ачисем, юнашарти организацисенче тăрăшакансем пухăнчĕç. Çак уçă çĕрти хăйне евĕрлĕ илемлĕ те пĕлтерĕшлĕ вырăна район историне кăтартакан пĕр пĕчĕк палăк тесен те йăнăш пулас çук. Кунта район ертỹçисен, Социализмла Ĕç Геройĕсен сăн ỹкерчĕкĕсем, район карттипе пĕрле Аслă Елчĕкрен тухнă Геннадий Волков академик каланă, пурте пĕлекен паллă сăмахсем: «Тăвалла пулсан та — малалла» тесе çырса хунă стенд, «Чыс, мухтав сире, Елчĕксем!» Хисеп хăми вырнаçнă. Шăпах районти чи хисеплĕ те паллă çынсен çумне çак кун тепĕр портрет хутшăнчĕ. Ку вăл республикăра, Раççейре çеç мар, тĕнчипе чапа тухнă ентешĕн, Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ, Раççей вĕрентỹ академийĕн академикĕн, этнопедагогика наукине никĕсленĕ Геннадий Никандрович Волковăн сăн ỹкерчĕкĕ. Ентеш çуралнăранпа 95 çул çитнĕ тĕле унăн ырă та хисеплĕ ĕçĕсене хакласа çапла чысларĕç.

Чăваш Енре кăçал Паллă ентешсен çулталăкĕ пулнăран ку ырă пулăм питĕ вырăнли куç кĕретех. Хаваслă та хумхануллă мероприятире Чăваш Республикин, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕн (унăн хисеплĕ ячĕсем çав тери нумайран пурне те аса илсе те тăмăпăр, эпир хамăрăн район хаçатĕнче ун пирки пĕрре мар çырнă) Геннадий Волковăн ĕç-хĕлне ыррăн та ăшшăн аса илчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, академикăн çывăх тăванĕ Анатолий Молоствов тухтăр хамăрăн паллă ентешпе мăнаçланнине, унăн ырă сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕр чĕресенче упраннине пĕлтерчĕç. Аслă Елчĕк шкулĕнчи Юлия Савукова вĕренекен академик ячĕпе сăвă вуларĕ.

Аслă Елчĕксен тĕнчипе паллă академикпа уйрăмах мухтанмалăх пур. Паллах, тăван ял урамĕпе çарран чупнă, аслă улăхра выляса кулнă, тăван шкулта парта хушшине ларса пĕрремĕш пĕлỹ илсе профессора тухнă мухтавлă çынпа мăнаçланмаллах. Хăйĕн çавра çулĕсене Геннадий Никандрович яланах тăван ене килсе ăна пуç таяссине ырă йăлана кĕртнĕччĕ. Унăн 70, 80 çулхи юбилейĕсен мероприятийĕсене хутшăнма тивнĕрен ăсчахăн кашни сăмахне блокнот çине тĕплĕн çырса пынă. Паян вĕсене уçса вуласан унăн сăмахĕсем ахах-мерчен евĕр çуталаççĕ. 70 çулхи юбилей уявĕнче ялти культура çуртĕнче иртнĕ ăшă самант халĕ те чĕрене çатма çине янă çу пек ирĕлсе çупăрлать. «Культура çурчĕн залĕнчи пĕрремĕш ретри тенкел çине вырнаçнă амăшне — Альтук аппана Геннадий Никандрович сцена çине илсе хăпарса хăйне хатĕрленĕ трон евĕрлĕ çемçе кресло çине вырнаçтарса лартрĕ, хăй вара унпа юнашар урайне вырнаçрĕ…». Амăшне çапла хаклакан ỹкерчĕке курсан залрисем те хытса кайрĕç, калас сăмах та çĕтрĕ ун чухне. Халĕ те çав ỹкерчĕк ытарлăн куç умне тухса тăрать. «Аннеçĕм, анне» сăввине вуласан сăвăри йĕркесем тарăн шухăша яраççĕ. Геннадий Волковпа калаçса курнă çынсем тем тесен те хăйсене телейлĕрех туяççĕ, çав вăхăтрах ун пекех ырă ĕçсемпе палăрма тăрăшаççех ĕнтĕ. Ахальтен мар унăн: «Ырă тума тăрăшăр! Ырă пулăр. Ырăлăх — çыннăн тĕп пахалăхĕ» текен каларăшĕ девиз пекех янăрать.

2011 çулта Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула педагогика ăслăлăхĕсен докторĕн, профессорăн, çыравçăн Геннадий Волковăн ятне пани ентеше самантлăха та манманнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Шкул умне паллă ăсчахăн бюстне те вырнаçтарнă. Хăй вĕреннĕ шкула килсе çỹренĕ чухне, паллах, юнашар яланах унăн вĕренекенĕсемччĕ (ăçтан кăна çукчĕ-ши, калмăкĕ, кăркăсĕ, вырăсĕ…). Унăн ĕçне чун-чĕрипе хакласа пуç таятчĕç вĕсем. Тỹрех палăртса хăварас, паян та унăн вĕренĕвне тăсакансем сахаллăн мар. Вăл çуралнă кун ăна асăнса Шупашкарти педагогсен «Халăх вĕрентĕвĕн йăли-йĕркийĕ — вĕрентекенсен чун-чĕре культурин тĕп шăнăрĕ» наукăпа меслетлĕх конференцийĕ иртнĕ. Аслă Елчĕкри ĕçлĕ калаçусем хыççăн хаклă хăнасем шкулти историпе тăван тавралăх музейĕпе паллашасси тĕп вырăнтаччĕ. Унта Геннадий Никандрович япалисем те паха экспонат йышĕнчеччĕ. Халĕ вара Геннадий Волковăн 95 çулхи юбилейне уявланă май район, ял тăрăхĕн, шкулăн ертỹлĕхĕсем пуçаруллă та тăрăшуллă пулнăран кунта ятарласа «Путь Гения…» музей уçăлчĕ. Мĕнле паха, калама çук кирлĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç çакă паянхи саманашăн. Çитĕнекен ăрушăн епле курăмлă тата. Хăйĕн вĕрентĕвĕпе тĕнчипе чапа тухнă ăсчахăмăр таçта та мар вĕт, хамăр тăван кĕтесрех, инçетри чăваш ялĕнчи шкулта вĕреннĕ. Апла пулсан çитĕнекен ăрăва малалла талпăнма хистетех вăл.

Музея савăнăçлă лару-тăрура уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, РАО академикĕ Г.Н.Волков ячĕллĕ этнопедагогика наукăпа тĕпчев институчĕн аслă сотрудникĕ, профессорĕ Людмила Кузнецова, педагогика наукисен кандидачĕсем Анатолипе Геннадий Никитинсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ĕçченĕсем, хулари шкулсен учителĕсем Геннадий Никандрович пирки нумай ăшă сăмахсем каларĕç. Чăваш наци конгресĕн вĕренỹ комитечĕн председателĕпе Геронтий Никифоровпа Геннадий Никитин Г.Н.Волков палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă май мухтавлă вĕрентекенĕмĕре пуç тайрĕç. Геронтий Лукиянович чăваш халăхĕн культура пуянлăхне упрас, сарас тата аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн шкула Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне парса чыс турĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

В.КИРИЛЛОВА

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика