Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тивĕçлисене – медальсем

02 ноября 2022 г.

 Юратнă районăмăр 95 çул тултарнă çулталăкра ĕç паттăрĕсене, общество пурнăçĕн хастарĕсене "Патăрьел районне - 95 çул" юбилей медалĕпе чысласси малалла пырать. Çак кунсенче çеç Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ялуков тата ял хастарĕ С. Ахмеев тăван яла, юратнă Юхмапа Пăла тăрăхне аталантарас тĕлĕшпе тивĕçлĕ тỹпе хывнă ветерансене - Геннадий Дмитриевич Ялукова, Юрий Михайлович Елистратова, Николай Григорьевич Николаева, Камил Эсгатович Салихова - юбилей медалĕ парса саламларĕç.

– Эсир кашниех ял халăхĕн пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе курăмлă ĕçсем тунă, общество пурнăçĕнчен халĕ те айккинче тăмастăр. Хисеплĕ ветерансем ял тăрăхĕпе тачă çыхăну тытни, хăйсен опытне çамрăксене вĕрентсе пыни пĕлтерĕшлĕ. Малашне те пĕрлехи вăйпах тăрăшар,-терĕ Николай Геннадьевич медале тивĕçнисене ăшшăн саламланă май.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика