Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Чи лайăххисем хушшинче - Патăрьел районĕн ачисем

02 ноября 2022 г.

Октябрĕн 28-мĕшĕнче пĕрремĕш хут Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче "Ялта чи лайăххисем" форум иртнĕ. Унта "Ялти телейлĕ ачалăх" конкурсра çĕнтернĕ 250 ытла ача хутшăннă.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уçнă. Вăл хулара кăна мар, ялта пурăнакан çамрăк ăру та аталанма пултартăр тесе нумай ĕç тунине пĕлтернĕ: физкультурăпа сывлăх комплексĕсем уçăлаççĕ, культурăпа вĕрентỹ учрежденийĕсене юсаççĕ, хăтлăха ỹстереççĕ тата ытти те.

Вице премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов форума йĕркелес шухăш мĕнле çурални тата ăна йĕркелени пирки кĕскен каласа панă. "Ялти телейлĕ ачалăх" конкурс çĕнтерỹçисене саламланă. Чыслава РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, форума йĕркелекеннисенчен пĕри - ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, регионти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева хутшăннă.

 "Ялта чи лайăххисем" форумра пирĕн район ачисем те палăрнă. Социаллă сетьри публикацишĕн Николай Ларев (Пăлапуç Пашьел шкулĕ) - пĕрремĕш, ташлакансенчен "Биляр" ушкăн (Шăнкăртамри пĕрремĕш шкул) - пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 2а класра вĕренекенсем иккĕмĕш вырăн йышăннă. "Юрă" номинацинче "Тамчи" вокалпа инструмент асамблĕ (Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул) - иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 2а класра ăс пухакансем виççĕмĕш тухнă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика