14 октября 2022 г.
«Ҫулсерен авăн уйăхěнче Ҫěнě Шелттемре СССР спорт мастерěн, Раҫҫей Федерацийěн тат Чăваш Республикин физкультурăн тава тивěҫлě ěҫченěн Вячеслав Красновăн ятне асра тытса хăвăрт утассипе ăмăрту иртет. Вячеслав Максимовичпа эпě туслă пулнă. Паллă ентешěмěрпе 1974 ҫулхи раштав уйăхШупашкар хулинче йěлтěр йěрě ҫинче пуҫласа паллашнăччě. Вăл ҫав ҫулсенче йěлтěрҫěсене олимп вăййисене хатěрлекен Чăваш Енри пррфсоюз организацийěн опорлă пунктăн тренерě шутланнă. Эпě унта И.Н.Ульянов ячěллě Чăваш патшалăх университечěн пěрлештернě команди йышěнче ытти студентсемпе пěрле тренировкăна пынăччě. Мана Канаш районěнчен пулнине пěлсен пирěн калаҫу тата уҫҫăнрах пулса пычě. Пěр-пěрне тахҫан паллакан пěлěшсем евěрех пуплерěмěр унпа ун чухне, - аса илет Виталий Петров, районти ветерансен канашěн председателě.
Вячеслав Максимович 1950 ҫулхи чӳк уйăхěн 9-мěшěнче Ҫěнě Шелттемри сакăр класлă шкултан вěренсе тухсан пěлěвне малалла Шупашкарти коопераци техникумěнче аталантарнă. Кайран И.Я.Яковлев ячěллě Чăваш патшалăх педагогика институтěнче (халě универститет) физкультура уйрăмěнчен вěренсе тухнă.
1969 ҫулта Шупашкарти коопераци институтěнче физкультура предметне ертсе пыма пуҫланă. 1990 ҫулта Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн патшалăх комитетне ертсе пынă, 1994 ҫулта Чăваш Енри физкультурăпа спорт министрěн должноҫне йышăннă.»Единая Россия» партин регионри уйрăмěн секретарě пулнă тата ытти сумлă должноҫсене йышăннă. Ентешěмěр тивěҫнě наградăсемпе парнесем мăнаҫлăх туйăмě ҫуратаҫҫě.
Первоисточник: Канаш ен.