Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем иртни ан кỹтĕр тунсăх

30 сентября 2022 г.

 Ытла та пуринпе те çывăх Кивĕ Ахпỹртри Зинаида Быкова. Пĕрисемпе тантăшлă, теприсемпе куммаллă, виççĕмĕшĕсемпе юлташлă... Ялти кашни çын ăна пĕлет. Пурте хăçан та пулсан фельдшерпа акушер пунктне пынах. Чирлесен - сипленме, маларах - прививка тутарма. Аслă категориллĕ фельдшерица ял хушшинче пурнăçа вăрăмлатасси, пирус туртнин сиенĕ, бронх астми, юн пусăмĕ ỹсни е чакни, инсульт е инфаркт пулас хăрушлăх тата ытти çинчен сахал мар калаçу ирттернĕ. Пуçласа ашшĕ-амăшĕ пулакансене те кирлĕ сĕнỹсем панă. Çур ĕмĕре яхăн сывлăх сыхлавĕнче ĕçлесе Зинаида Владимировна халăх шанăçне çĕнсе илнĕ. Ят-сумĕ çĕкленсех пычĕ унăн.

- Ĕç ăсталăхне пĕр йышра пулнă Галина Александровна Арлановапа Ольга Алексеевна Козлова медицина ĕçченĕсенчен сахал мар вĕреннĕ эпĕ,- тет З.Быкова. - Ытла та правурччĕ вĕсем. Чирлисене укол тума килĕсене ялăн хĕвел тухăç тата хĕвел анăç енне кунсерен çỹретчĕç пулас.

Ĕç калăпăшĕ паян та чакман. Тивĕçтерỹ условийĕсем çĕнелнĕрен (2017 çулта çĕнĕ ФАП уçнă), ялта пурăнакансен йышĕ кăштах сахалланнăран штачĕ çеç улшăннă. Аслăраххисем тивĕçлĕ канăва кайнă. Зинаида Владимировна вара пĕчченех ĕçлеме пуçланă. Яваплăхĕ питех те пысăк. Пациентсене малтанхи пулăшу парасси фельдшерица çинче тăнă. Вăраха кайнă чирпе аптăракансене те пулăшу кирлĕ. Кĕтмен çĕртен инкеке лекекенсем те шурă халатлисем патнех пыраççĕ. Ĕç кунĕ пуçланасса е вĕçленессе кĕтейместĕн. Кану кунĕсенче те хирĕçлесе тăраймастăн.

Тантăшăм вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи медицина кадрĕсене хатĕрлекен курсра пĕлỹ пухрĕ. Унтан яла ĕçе вырнаçрĕ. Медицина ĕçченĕ пуласси унăн ача чухнехи ĕмĕчехчĕ. Вылянă чухне алă-ура суранлатакансене çăмăллăнах çыхса яратчĕ. Ял каччипех çемье çавăрчĕ. Çакă та Зинăна вырăнтах тĕпленме май пачĕ.

Федор Алексеевичпа иккĕшĕ вĕсем икĕ хĕр çуратса пăхса ỹстерчĕç. Шел, мăшăрĕн пурнăçĕ ытла та кĕске пулчĕ. Наташа хĕрĕ амăшĕн çулĕпех кайрĕ. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ кукамăшне.

Зинаида Владимировна пĕр-икĕ уйăх каярах çеç ĕçлеме пăрахрĕ. Апла пулин те халăх ун патне канаш ыйтма пыратех. Кĕсье телефонĕ те шăнкăртатсах тăрать.

Фельдшерицăн тăрăшуллă ĕçне тивĕçлипе хакланă. Районти тĕп больницăри профком председателĕ Антонина Чернова нумаях пулмасть ăна "Медицина службин ветеранĕ" ята çирĕплетекен удостоверени пачĕ. "Патăрьел районне туса хунăранпа - 95 çул" медаль те пур унăн. Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем те йышлă. Тантăш çитĕнĕвĕ, хисепĕ мана та савăнтарать.

Г. АРЛАНОВА

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика