Шальтямское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăрт утакансем ăмăртăва йышлăн пуҫтарăнчěҫ

23 сентября 2022 г.

 

Авăн уйăхěн15 – мěшěнче  Ҫěнě Шелтnемре СССР спорт мастерěн, Раҫҫей Федерацийěн тата Чăваш Республикин физкультурăн тава тивěҫлě ěҫченěн Вячеслав Красновăн ятне асра тытса хăвăрт утассипе ăмăрту иртнě.

Ᾰмăртăва савăнăҫлă лару-тăрура район администрацийěн пуҫлăхě Сергей Михайлов,  Шелттем ял тăрăхěн тивěҫне пурнăҫлакан Елена Мардарьева,  ăмăртусен тěп партнерě –«Пионер» пěрлěхěн генеральный директорě Николай Николаев, СССР спорт мастерěсем, пěтěм тěнчери Универсиада тата Тěнче кубокěн  ертӳҫи, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивěҫлě ěҫченě Алксандра Деверинская, олимп чепионěн Елена Николаевăн пěрремěш тренерě Николай Васильев, 1978 ҫулта Ҫěнě Шелттем шкулěнчен вěренсе тухнă СССР спорт мастерě  Л.Алексеева, Вячеслав Красновăн тăванěсем тата ытти хисеплě хăнасем уҫнă.

Тухса  калаҫакансем республикăри ҫăмăл атлетика аталанăвěн ҫěнě тапхăрě Вячеслав Краснов спорт министрěнче ěҫленě вăхăтра ҫӳллě шая  ҫěкленине палăртнă.

Раҫҫей тата Чăваш Гимнěсем янăранă хыҫҫăн ҫăмăл атлетсем хăйсен ӳсěмěнчи ушкăнсенче йышлăн старта тухнă.

Ҫěнтерӳҫěсене грамотăсем, медальсем тата хаклă парнесем парса чысланă.  Ᾰмăртăва «Пионер» агрофирмăра тата «Мелилотус» кооперативра тăрăшакансем те хăйсен вăйне тěрěслесе пăхма пултарнă.   

Первоисточник: Канаш ен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике   
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429324, Чувашская Республика, Канашский район, д. Новые Шальтямы, ул. Спортивная, д. 2
Телефон: 8(83533) 62-5-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика