Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем ăнăçлă пыраççĕ. Кунта хальхи вăхăтра урпана çапса тĕшĕлессипе тимле

26 августа 2022 г.

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем ăнăçлă пыраççĕ. Кунта хальхи вăхăтра урпана çапса тĕшĕлессипе тимле

— Урпана пĕтерсен кăштах тулă ани юлать, ĕçе вырсарни кунччен вĕçлес ĕмĕтлĕ, — пĕлтереççĕ комбайнерсем.

Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 582 гектар çинче çитĕннĕ. Хальхи вăхăт тĕлне лаптăкăн 75 процентне çапса тĕшĕленĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 54,8 центнерпа танлашать.

Çак кунсенче хуçалăх уй-хирне чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă комбайнерсемпе вĕсен пулăшуçисем килсе курнă, вĕсем уй-хир ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май ĕçе хак панă, иртнĕ вăхăтсене аса илнĕ. АПК ветеранĕсем, «Нива», «СК-4» йышши комбайнсемпе ĕçленĕскерсем, çĕнĕ йышши «Вектор», «Агрос» комбайнсен штурвалĕ умне ларнă.

— Киввипе çĕнĕ техникăна танлаштараймăн паллах. Уйрăмлăх тĕлĕнмелле пысăк. Кабинăсенче таса — пĕр тусан та кураймăн. Кондиционерсем пулăшнипе кабинăра уçă тăнăран ĕçлеме питĕ меллĕ, — палăртнă вĕсем.

Вырма ĕçне тивĕçлĕ пурнăçласа пынăшăн «Сатурн» ЯХПКн ĕç коллективĕ ячĕпе район администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленине палăртма та кăмăллă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Тĕл пулура уй-хир ĕçченĕсем тата ветерансем — Николай Круглов, Вячеслав Ласточкин, Федор Крысов, Валерий Семенов, Николай Васильев, Сергей Зайцев, Владимир Краснов, Артур Кукурузов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика