Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИТТĔПЕЛ ÇЫННИСЕН ПУÇАРĂВĔ

04 августа 2022 г.

Масар çинчи кивелнĕ çурт ял халăхне унчченех канăç паман. Кăçал вара пуçаруçăсен тивлечĕпе ĕçе пикентĕмĕр, ĕçĕн вĕçне те тухрăмăр…

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев майăн 7-мĕшĕнче бригада çуртĕнче граждансен пухăвне ирттернĕ хыççăн ял халăхĕ пĕр чăмăра пĕрлешсе çак сăваплă ĕçе пикенме тĕв тытрĕ. Малтан ял старостине суйларĕç, çак тивĕçе пурнăçласа пыма Александр Осипова шанчĕç. Шуркка тепĕр кунхинех хăйĕн автомашинипе Шăмăрша çитсе çĕнĕ пура пăхса килчĕ. Юлия Васильева, Еля Перцева тата Борис Саландаев килĕрен çỹресе 1 пинрен пуçласа 3-шер пин тенкĕ таран укçа пуçтарчĕç. Шуркка Кавал ачин — Иван Носов КАМАЗĕпе Шăмăршăран 65 пин тенкĕлĕх пурапа ытти хатĕрсене кỹрсе килчĕ. Хăйĕн пулăшаканĕсемпе (Коля Александров, Женя Никитин, Иван Абрамов, Борис Саландаев) 1 эрнерен пурана мăкласа купаласа лартрĕç, пăлтăрĕпе тăррине çутă профнастилпа витрĕç. Пỹрте сĕтелпе 2 сакă туса вырнаçтарчĕç. Сивĕре ăшăнма тимĕр кăмака лартрĕç, тăррине мăрье тавра керамзит хунă. Пỹртĕн икон кĕтесне хальхи вăхăтра хамăр ялăн хастарĕ Виталий Свеклов, иконне Шуркка Елчĕкрен илсе килнĕ.

Иртнĕ кунсенче Кивĕ Эйпеç чиркĕвĕн настоятелĕ Максим атте протоиерей çурта тасатса сăвапларĕ, çак сăлтавпа ял çыннисем пурте масар çине пуçтарăнчĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика