Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утар

22 июля 2022 г.

Юрий ИСАЕВ

Малалли

- Анне, ĕнене хăвăртрах су-ха, хырăм выçрĕ, сĕт ĕçес килет, - тетĕп хайхи.

Çак сăмахсене каласа пỹртелле кĕме пуçларăм. Ĕне сума пăрахсах анне:

- Ачам, ан васка, ăçта кĕрен? Хăш ял ачи эс, пирĕн ялтан мар пуль? Темшĕн сана палламастăп. Мĕскер, килỹнте апат çитермерĕç-им? - тет.

- Анне, эпĕ - Юрик. Мана хуртсем сăхрĕç. Çавăнпа паллаймарăн пуль! - тесе лĕр-р-р йĕрсе ятăм. Анне сасран палласа илчĕ пулмалла тинех, мана ыталаса илчĕ те хăй те йĕрсе ячĕ. Çак пăтăрмах хыççăн атте хурт сăхнин шыççи чактăр тесе мана пĕр-икĕ кунлăх "отпуск" пачĕ. Унтан çул каллех вăрман енне выртрĕ. Сайра-хутра утара Мишша тете ачисем килкелесе каятчĕç. Пĕрре Ваня ывăлĕ килчĕ. Вăл мана çывăха пĕр пысăках мар уçланка илсе кайрĕ те хĕвел сехечĕ тума тытăннине пĕлтерчĕ.

- Атя, Юрик, мана пулăш! - тесе мана вĕрентме пуçларĕ. Çĕре патак çапса кĕртрĕмĕр, патак çине хăма татки çирĕплетсе хутăмăр, хăма варрине пăта çапса сехет варри турăмăр. Кашни çур сехетрен пăта мĕлки ỹкнĕ вырăна çĕçĕпе карт туса сехетĕн циферблатне тума мана шанчĕ. Ĕçе тепĕр куна туса пĕтертĕм. Кичем чухне час-час сехет пăхма вăр-вар кайса килеттĕм. Хĕвел тухман кунсенче сехет вăхăтлăха ĕçлеме чарăнатчĕ.

 Утар ĕçĕ, аслă çынсем пурнăçа ăнлантарма тăрăшни, тĕнчене пĕлес кăмăлăм мана вăрмантан хăрама пăрахтарчĕ, вĕлле хурчĕсене юратма вĕрентрĕ. Çарта пулнă чухне тĕлĕксенче яланах вĕлле шăршине туяттăм, хурт сăр-сăр! тунине илтеттĕм, аттепе пĕрле вĕлле пăхаттăм... Çав ырă самантсене ирхине вăрансан аса илеттĕм те çăмăл кăмăлпа вырăн çинчен сиксе тăраттăм...

Миккуль тете

Пĕр çулхине çулла атте вĕллесене Миккуль тете утарне кайса лартрĕ. Эпĕ малтан такăрлатнă çулпах ирхине каллех утара тухса утаттăм. Ку çулĕ самай кĕскерехчĕ. Çĕнĕ утар Хуравай кỹлĕ хĕрринчех, пĕр çырма сăмсахĕнче вырнаçнăччĕ. Юнашарах Кальмель тутарăн лесник çурчĕ пурччĕ тата. Миккуль тете, хыткан та çỹллех мар, шăнăрлă ватă çын, çăварĕнчен чĕлĕм пăрахмасчĕ. Миккуль тете утарĕнче ĕç йывăр марччĕ, анчах та пĕр çитменлĕх пурччĕ. Утар йĕри-тавра çỹллĕ чăрăшсемпе мăнаçлă çăкасем ỹсетчĕç. Вĕсем çине уйăрнă çăвăр хуртсем ларсан ирĕксĕрех вăрăм чикмекпе хăпарса кунтăк ăшне пуçтарма тиветчĕ е тата чикмексĕрех çăкасем çине хăпарса каяттăмччĕ. Мишша тете утарĕ йĕри-тавра çамрăк ăвăслăхчĕ те, хурт-хăмăр çемйине пуçтарнă чухне ун пек пысăк пăтăрмахсем сиксе тухмастчĕç. Миккуль тете вара пĕр-пĕр çăвăр хурт çемйи вĕçсе кайсан та ытлашши кулянмастчĕ.

- Урăх хуçа патне вĕçсе кайтăр! - тесе малалла вĕллесем хушшипе уткаласа çỹреме тытăнатчĕ.

Пĕррехинче Миккуль тете пысăк банкăпа вĕлле усравĕнчен квас илсе килчĕ те: "Ĕçсе пăх, нумаях пулмасть кăна тунăччĕ", - терĕ. Чăнах та çăвар типсе çитнĕччĕ. Малтан тутанса пăхрăм: пылак, сивĕ, çăвар маччине лимонад пек пăчăр-пăчăр туса кăтăклать, татах та ĕçме сĕнет. Самаях ĕçрĕм пулмалла. Тепĕртакран пуç йывăрланса çитрĕ. Каярах çывăрсах кайнă. Миккуль тете мана тĕккелесе вăратнипе çеç куçа уçрăм. Пуç ыратать, ура утасшăн мар. Миккуль тете кулкаласа пăхса тăрать. Киле çитсен çакна аттене каласа патăм. Вăл мана эпĕ кăрчама ĕçнине пĕлтерчĕ.

Мишша тетен сывлăхĕ хавшак пулнăран вĕллесене Миккуль тете утарне куçарчĕç. Çак салтак вăрçăра çапăçу хирĕсенче темиçе те аманнă. Çын ватăлнăçемĕн суранĕсем хытăрах та хытăрах ыратма пуçлаççĕ... Шел, Мишша тете пенсие тухсан нумай пурăнаймарĕ. Миккуль тете те хăюллă, патвар салтак пулнă. Çĕр çула яхăн пурăнчĕ, мĕн виличчен те чĕлĕмне çăвартан пăрахмарĕ.

Атте утарĕ

Эпĕ астăвассах атте вăрман ĕçне кăмăллатчĕ. Пĕр-икĕ хутчен лесник пулма пикенчĕ, тĕрлĕ пăтăрмаха пула ĕçĕ тухмарĕ. Шăмăршă лесхозĕнче Апрушнайĕнче вырнаçнă утар хуçалăхне ертсе пыма аттене шанса пачĕç. Хĕл вĕçленнĕ чух, пуш уйăхĕнче, утар хуçалăхне йышăнма каймалла пулчĕ. Аттепе пĕрле эпĕ те ларса кайрăм. Тĕплĕн пурне те ас та тумастăп ĕнтĕ, анчах пĕр пулăм халĕ те манăçмасть.

Ĕç вĕçленсен атте мана çывăхри хырсем патне кайса пысăк мар лăсăллă тураттисене илсе килме хушрĕ. Хăй çав вăхăтра юр çинчех кăвайт чĕртрĕ, пĕчĕк хуран тупса юр тултарчĕ те кăвайт çине лартса ячĕ. Эпĕ илсе килнĕ хăш-пĕр турата суйласа илсе хурана пăрахрĕ. Тепĕртакран кутамккинчен апат-çимĕç кăларчĕ, пĕрле илсе килнĕ пысăк курка çине кăвайт çинче вĕретнĕ шыва ячĕ. Апатланма пуçларăмăр. Атте мана куркари чей текен шыва ĕçме сĕнет. Шикленетĕп, халĕччен кун пек чей ĕçсе курман вĕт. Ĕçсе пăхрăм. Ним çукран тĕлĕнсе каймалла тутлăран та тутлă чей вĕретнĕ атте! Унтанпа самаях вăхăт иртсе кайрĕ пулин те техĕмлĕхне халĕ те манмастăп...

Çуркунне ĕç пуçланчĕ. Вĕллесене хурт усравлăхĕнчен кăларса лартсан килтен шултра выльăха илсе килтĕмĕр. Утара çитме самаях нумай каймаллаччĕ. Пĕр 15 çухрăма яхăн пурччĕ пуль. Йĕркеллĕ çул çук - вăрман çулĕ çеç. Мĕнле кăна выльăх илсе килмен ялтан! Кăрккасем те пурччĕ. Хайхискерсем çăмарта тума тытăнчĕç. Утарта ирĕккĕн çỹреме хăнăхсан çăмартисене хамăртан вăрттăн тума пуçларĕç. Атте мана йăва шырама ячĕ. Пăхкалатăп утар йĕри-тавра - ниепле те тупаймастăп. Пăхатăп - çĕрнĕ пысăк тунката хăвăлĕнче шурă япала курах кайрăм. Çывăхарах пытăм та - çичĕ-сакăр кăркка çăмарти çинче самаях вăрăм хура çĕлен выртать. Эпĕ пырсан çĕлен хăйех çăмартасем çинчен анса йывăçсем хушшине шуса кайрĕ. Сăмах май каласан, утар шурлăхлă вырăнта вырнаçнă. Çак вырăнсенче Хырла (Карла) юхан шыв пуçланать. Çырма-çатраллă, хăйăрлă, шурлăхлă, хăяхлă, çĕленлĕ вырăн. Пĕррехинче атте пысăк хуранпа шерпет хатĕрлеме хушрĕ. Шыв тултартăм, сахăр ятăм та йĕри-тавра пăхкаласа лаçра пĕр вăрăмрах патак шырама пуçларăм. Пăхатăп - лаç кашти çинче хура патак выртать. Чỹрече çук. Çавăнпа лаçра кăнтăрла та тĕттĕм. Тытма кăна пуçларăм - хайхи патак шăва пуçларĕ. Тимлĕрех пăхрăм та - çĕлен! Çĕленĕ вара мана хирĕç тăмарĕ, васкамасăр тула тухса шăвăнчĕ. Вăрăмччĕ хăй.

Утарта ирех тăратăн та ĕçлеме пуçлатăн. Ĕçĕ нихăçан та пĕтмест. Ир-ирех выльăх-чĕрлĕхпе аппаланатăн, каярах вĕллесемпе, хĕвел анма тытăнсан эсĕ - каллех выльăх тарçи.

 Вĕçĕ пулать

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика