Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн хурт ĕçчен çынна кăмăллать

12 июля 2022 г.

Çуллахи кун çут çанталăк пур çĕрте те хитре. Тỹпере тăри юрлать. Шăнкăртатса шыв юхать. Тырă пуссисем çилпе чỹхенеççĕ. Хĕвеллĕ кун пыл хурчĕсем чечек çинчен чечек çине вĕçеççĕ. Çĕр çинчи кашни чĕрĕ чун ĕçлĕ. Айккинчен кирек хăшне те пăхса тăма кăмăллă. Сăнама пĕлсен пушшех те.

 Чăваш Енри хурт-хăмăра аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнă Турханти Николай Пирожков утарçă çак илеме тата хăйне майлă хаклама пĕлет. "Пиçене чылайăшĕ юратмаççĕ. Чикет вăл. Çул хĕрринче е ана варринче çум курăк евĕр сарăлса ỹсет. Анчах çеçке çурнă чухне ун çывăхне пырса шăршипе киленнĕ-и эсир? Кăмăла çĕклет. Унран вĕлле хурчĕсем пыл пухаççĕ те",- тет.

Анат Туçари Ю.Воробьев утарĕнче пулсан тата та тĕлĕннине палăртрĕ. Юрий Иванович хăйшĕн çеç мар, ыттисемшĕн пысăк ĕç тунине çирĕплетрĕ. Пысăках мар лаптăк çĕр çинче вăл миçе тĕрлĕ культура (синяк, мордовник, фацели, донник, расторопша, эспарцет...) çитĕнтермест-ши? Конвейер ĕçленĕ евĕр пĕрин хыççăн тепри çеçке çураççĕ вĕсем. Май уйăхĕнчен пуçласа мĕн сивĕсем çитичченех таврана илем кỹреççĕ. Юрий Иванович хăйĕн мăшăрĕпе кунта 35 чăрăш, панулми йывăççисем, çăкасем, çырла тĕмĕсем лартнă. Пурте тымар янă. Аванах ỹсеççĕ.

- Юрий Ивановичпа пĕрле выляса ỹснĕ эпир. Ачаранах мал ĕмĕтлĕччĕ вăл. Мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме тăрăшатчĕ. Хастарлăхĕ çулсерен ỹссе пырать. Нумай çĕнĕлĕхе çул парать. Çакна кунти илем те уççăнах çирĕплетет,- тет П.Сорокин тантăшĕ.

 Паянхи кун хăйĕн чун киленĕçне тупнă тесе çирĕплетсех калама пулать Ю.Воробьев пирки. Пусăрăнчăк кăмăл çук унра. Кирек хăçан та алла хут купăс тытса чăваш халăх юррисене шăрантарма ăста вăл. Раиса Ивановна мăшăрĕ те хутшăнать ун çумне. "Алран ал тытса, куçран йăл пăхса, пурнăç тăрăх малалла утар",- тесе шăрантараççĕ вĕсем.

Пурнан пурнăçра çын куллен мĕн те пулин ыррине тума пĕлни паха. Çак ен пурах Юрий Ивановичра. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл Туçари музыка шкулне çỹренĕ. Баянпа, гитарăпа выляма пултарать. Алла аттестат илсен Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне çул тытнă. Унтан тăван хуçалăха механик пулса ĕçлеме вырнаçнă. Диспетчерта та тăрăшнă. Ĕç кĕнекинче Кивĕ Ахпỹртри ача садĕнче музыка ертỹçинче, Патăрьелĕнчи профессипе техника училищинче производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче вăй хунă йĕркесем те çырăннă. Пĕринче те тĕп ĕçпе çеç лăпланса ларман. Училищĕре те, ялта та юрăçсен ансамблĕсене йĕркеленĕ. Çак ен халĕ те юнра та, чунра та пур.

- Пыл вăл çут çанталăкăн шĕвек ылтăнĕ. Паха çимĕçе нимĕнпе те танлаштараймăн. Ăна туса илес тесен сахал мар тăрăшмалла. Тĕрлĕ культура акса çитĕнтермелле. Çут çанталăка таса сывлăшпа пуянлатмалла. Маларах танпиçен пиркиех палăртрăмăр. Тĕрлĕ гербицид сапса çум-курăка пĕтерме тăрăшни çеç çителĕксĕр. Чылайăшĕн валли ỹс- ме услови те туса пама тăрăшмалла. Шăпах çак енне ырлас килет те Воробьевăнне,- тет Николай Пирожков.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика