Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂКЛĂХ — ЧИ ИЛĔРТỸЛЛĔ ВĂХĂТ

01 июля 2022 г.

ÇАМРĂКЛĂХ — ЧИ ИЛĔРТỸЛЛĔ ВĂХĂТ

Çамрăклăх — кашни çыннăн пурнăçĕнчи чи ырă та илĕртỹллĕ вăхăт. Яшсемпе хĕрсем шăп çак тапхăрта хăйсен малашлăх пурнăçĕн çулне палăртаççĕ, пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнтăлаççĕ.

Раççейре Çамрăксен кунне çулсерен июнĕн 27-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Истори йĕрĕпе каялла таврăнас пулсан, ăна 1958 çултанпа июнь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тунă. Совет Союзĕ аркансан 1993 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Раççейĕн пĕрремĕш Президенчĕ Борис Ельцин Çамрăксен кунне июнĕн 27-мĕшĕнче уявламалли пирки Указ кăларнă.

Маларах çак уява районта та анлăн паллă тăватчĕç (вăл питĕ массăллă иртетчĕ), анчах тĕрлĕ сăлтава пула праçнике ирттересси пĕр хушă пăрахăçланчĕ.

— Вăрăм тăхтав хыççăн кăçал çамрăксене уяв туса парса вĕсене пысăк тимлĕх уйăрни пархатарлă пулăм. Çак ырă йăлана тепĕр хут пурнăçа кĕртсен питĕ кăмăллă пулĕччĕ, — палăртрĕç хăйсен шухăшне çак кун мероприятие хутшăннисем.

Кăçал яш-кĕрĕм чылай çул каяллахи евĕр пысăк йышпа пухăнмарĕ пулсан та, уява хутшăннисем чун-чĕререн савăнма тата канма пултарчĕç.

Вĕсем чи малтанах çак кун кăнтăрла тĕлĕнче районти тĕп библиотекăра иртнĕ «Пĕр тан калаçу» çамрăксен форумне хутшăнчĕç. Шкултан вĕренсе тухакансемпе тата ĕçлекен çамрăксемпе район пуçлăхĕ — Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Алина Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, район прокурорĕ Александр Кудряшов, Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ — Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ Лариса Васильева, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн секретарĕ Людмила Павлова хутшăнчĕç.

Çамрăксене яла мĕнпе илĕртмелле? Мĕнле çăмăллăхсем тивеççĕ вĕсене? Çакă тата ытти ыйтусем тавра пычĕ калаçу çавра сĕтел хушшинче. Ертỹçĕсем çамрăксене пулăшусен тĕсĕсемпе паллаштарчĕç.

Спорта кăмăллакан яш-кĕрĕм 14 сехетре Елчĕкри культурăпа кану паркĕнче пуçтарăнса «Çуллахи десант — 2022» фестивальте вăй виçрĕ. 7 команда хăйсен вăйне эстафетăри тĕрлĕ конкурсра тĕрĕслерĕç. Кунта ЧР Елчĕк районĕн «Финанспа ресурссен тивĕçтерĕвĕн центрĕн» команди мала тухрĕ. Хĕрсене анчах пĕрлештерекен ушкăн кашни спорт тĕсĕнче вăр-вар пулса куракана чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Елчĕк ял тăрăхĕн тата Çĕнĕ Пăва шкулĕн командисем — 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсенче.

Уявăн тĕп мероприятийĕсем культурăпа кану паркĕнче 17 сехетре пуçланчĕç. Çамрăксене район пуçлăхĕ Алина Васильева саламларĕ:

— Хаклă яш-кĕрĕм, çамрăк туссем! Уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлама ирĕк парсамăр. Эсир мал ĕмĕтлĕ, çĕннине çăмăллăн тата хаваспах парăнтаракансем. Район пуласлăхĕ, республикăпа çĕршыв малашлăхĕ сирĕнтен нумай килет. Ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, ырăлăх тата юрату сунатăп сире пурне те, — палăртрĕ Алина Геннадьевна.

Салам сăмахĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕ — райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова та каларĕç. Районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнакан, волонтер юхăмĕнче пуçарулăхпа палăракан çамрăксем — Елчĕкри культурăпа кану центрĕн сасă режиссерĕ Сергей Баранов, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕн инструкторĕ Александр Купташкин, «Чебурашка» ача сачĕн воспитателĕ Ольга Мудрецова, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Марина Вастулова, Елчĕкри ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕн преподавателĕ Наталия Филиппова, «Эмметево» ООО механизаторĕ Алексей Захаров — «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти канашĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç. Елчĕкри тĕп больницăн участокри терапевт тухтăрĕ Алина Еремеева, Илья Григорьев уйрăм предприниматель, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ Диана Турхан, Алина Паймина педагог-психолог, райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Александр Журавлев, Елчĕкри тĕп библиотека ĕçченĕ Анна Медведева, Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн культорганизаторĕ Наталия Муллина район администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Уява районти культура ĕçченĕсен концерчĕ капăрлатрĕ, ăна Юрий Кашкăр юрăç-композитор йĕркелесе ертсе пычĕ.

Концерт хыççăн халăх дискотекăра савăнчĕ.

Уява йĕркелесе ирттерме пулăшу панă уйрăм предпринимательсем — Надежда Сыкина, Вадим Чернов, Сергей Разумов, Леонидпа Илья Григорьевсем, «Победа» ООО (Н.Головин), НПО «Промсервис» АХО (Ю.Титов) ырă сăмахсене тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика