Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманхĕрри Шăхаль. Вăтакасăм Вăтакас…

30 июня 2022 г.

Çĕнĕ кас манăн ачалăхпа çыхăннă. Асран кайми çак урам тăрăх кашни кун сумка йăтса эпĕ шкула чупаттăм… Халь шутлатăп та, пурĕ миçе хутчен хутларăм-ши каллĕ-маллĕ çак урампа вунă çул хушшинче? Мĕнле ĕмĕтсемпе хавхаланса васкаттăм-ши?.. Мĕн илĕртетчĕ-ши? Чăннипе вара эпир ку урампа пуласлăха ăнтăлаттăмăр, пĕлỹ пухма çул такăрлататтăмăр, самана сывлăшне туйса ỹсеттĕмĕр. Çĕнĕ кас мана çын турĕ.

 Тата тепĕр асран кайми вырăн пур. Вăл ачалăх асамлăхĕнче чылай пысăк вырăн йышăнать. "Вăта кас" теттĕмĕр ăна. Ку урамра манăн анне çуралса ỹс- нĕ. Çакăнтан манăн атте вун çиччĕри хĕр ачана арăм туса илсе кайнă. Вăта каса кукаçипе кукамай патне кайма юрататтăм. Кукка килте пулсан вара питĕ хытă савăнаттăмччĕ, унпа пĕрле пахчара е вутă сарайĕнче тĕрткелешсе çỹреме кăмăллаттăм.

Мĕншĕнпĕчĕккăнакукăрурамячĕ Вăтакаспулнă-ха? Халĕте ăнланаймастăп. Урам кукăрĕ çырма çыранне çаврăнса тухатчĕ. Кунта йĕри-таврах тарăн варсемччĕ. Çуртсем хыçĕнче - çĕр улми лартакан пысăках мар, сĕвек çĕр лаптăкĕсемччĕ. Пăру кăкарма вара инçе каймалла марччĕ, çывăхрах - сĕткен курăклă çырма хĕрриччĕ. Ман шутпа, çак урама Аял кас тесе ят парсан тĕрĕсрех пулнă пулĕччĕ ахăртнех.

 Вăта касра ачасем йышлăччĕ. Ытларах - манăн куккапа пĕр çулхисем. Кукка кас ачисен ертỹçи пулнă. Итлетчĕç ăна, хирĕç калама никам та хăймастчĕ. Çакă мана питĕ килĕшетчĕ. Хам та кукка пек пулма тăрăшаттăмчĕ. Кỹршĕре пурăнакан, пĕр класра вĕренекен Ваня ман кукка çумĕнчен шит те хăпмастчĕ. Айванскер, ялан Мишша юлташĕнчен хỹтлĕх кĕтетчĕ. Пĕррехинче хĕлле, ас тăватăп, кукка Галя йăмăкăмпа иксĕмĕре кукаçи ăсталанă пĕчĕк çунашка çине лартса катаччи чуптарма шутларĕ, килĕнчен йытă кỹлсе тухрĕ.

…Эпир, паллах, хĕпĕртесейышăнаттăмăркунпекхыпара. Çунашка çине йăпăр-япăр вырнаçаттăмăр та, йытăсем вара пире Вăта кас тăрăх çил пек вĕçтерсе катаччи ярăнтаратчĕç. Э-эх!.. Сулнăкра юр ăшне йăванса каятттăмăр, тĕрткелешеттĕмĕр, выляттăмăр, çырмара йăваланаттăмăр… Ачалăх савăнăçĕ, ырă та асран кайми кунсем…

Сăмахмай, кукаçинкилĕнчеяланаховчаркаевĕрлĕ пысăкйытăсемччĕ. Вĕсене вăл вара шутсăр юрататчĕ. Çак юратăвăн туйăмĕ Вăта каса вăрçă хирĕнченех çитнĕ. "Хĕрлĕ Александр" ачи Ваççа пĕр вăхăт вăрçăра тăшман танкĕсене тĕп тăвакан чаçре службăра тăнă. Подразделени, хĕç-пăшал çитменнине пула, тăшман танкĕсене сирпĕтме йытăсене янă. Мина çакнă йытăсем чупса çитсе танксем айне выртнă. Çапла майпа хăйсем те вилнĕ, тăшмана та пĕтернĕ. Çавăнтанпа кукаçи урамăн кашни йыттине юратма хатĕрччĕ. Килте йыттисене апат парсах тăратчĕ. Вĕсем валли сарайĕнче ятарласа майланă хỹтĕ вырăн пурччĕ. Йытăсем пĕр вĕçĕм хỹрисене пăлтăртаттарса хуçи тавра чупкалатчĕç, аллине шăршлатчĕç, хул пуççинчен уртăнса питне чĕлхипе çулатчĕç, юрататчĕç. Кукаçи йытăсен вăрçăри паттăрлăхĕ пирки куккана та нумай каласа кăтартнă пуль паллах, ун чĕринче те юрату çуратнă. Итлетчĕç йыттисем куккана, вăл мĕн калассине куçран пăхсах пĕлетчĕç…

Çулла. Шăрăх. Пĕрре мана кукамай пахчана чĕнет. Хайхи кĕтĕм. Кукамай хăяр йăранĕ варринче тарăхса тăрать. "Юркка, пăх-ха, кушак мĕн чухлĕ хăяра кăшласа юрăхсăра кăларнă! Мур илесшĕ. Ваççа, мĕн пĕлсе кушака хăяр çиме вĕрентрĕ? Эпĕ ĕнтĕ кушака çав самантрах курайми пултăм. Ним тума пĕлместĕп. Урамра ачасемпе канашлама шут тытрăм. Манран аслăрах Толик Матвеев, хамăр йышра чи ăслă ача, пире çапла ăс пачĕ: "Атя çырмара пĕр ватă йăмра çине кушака çакатпăр. Йăмра айĕнче самаях тарăн шыв кỹленчĕкĕ пур. Çавăнпа кушак тарма хăтлансан та шыва ỹксе путса вилет", - тет. Килĕшрĕмĕр. Хайхи таçтан алюмини пăралук тупрăмăр, кушака тепле майпа тытрăм та, ушкăнпа çырмана кайрăмăр. Йăмра ватă, сарлака пулсан та пурте хăпараймастпăр - ирĕксĕрех пĕччен хăпарма тỹр килчĕ. Кушак темĕскер йĕркеллĕ маррине сисрĕ пулас, тарма хăтланкалать. Хытăрах та хытăрах пăчăртатăп хам çума. Хайхи çухăра пуçларĕ. Ачасем пуçланă ĕç-пуçа хăвăртрах пĕтерме хăвăртлатма хушаççĕ. Эпĕ хам пĕлнĕ пек васкатăп. Кушака мăйĕнчен пăралукпа темиçе хутчен явакласа илтĕм, пысăк йăмра турачĕ çине выртса пăралук тепĕр вĕçне туратран ява пуçларăм. Унччен те пулмарĕ, кушак хаяррăн кăшкăрса ярса ман çине сиксе ларчĕ те пĕтĕм вăйпа мана тăватă урипе те чĕрсе алăран шăвăнса тухрĕ, аяла шыв кỹллине сикрĕ. Икĕ-виçĕ самант хушшинче шывран тухса çырмаран хăпарчĕ те пирĕн куçран çухалчĕ. Аялта тăракан ачасем ним калама та ĕлкĕреймерĕç. Эпĕ вара кушак чĕрнисем хăварнă тарăн сурансем ыратнине пула йĕрсе ятăм. Сурансенчен юн юхать, кукамай патне кайма шикленетĕп - вăрçасран хăратăп.

Толик мана хăйсен килне илсе кайрĕ. Сăмах май каласан, Толиксен çемйи маншăн тĕлĕнмелле килпетлĕ çемье пек туйăнатчĕ. Тусăм кĕçĕнниччĕ. Килĕнче вара аппăшĕсенчен пĕри ман сурансене эмел сĕрсе бинтпа çыхса ячĕ. Каярах, тепĕр темиçе кунтан, кукамай кушак килте тустарса çỹренине курсан, ăна "ăс паманшăн" мана ỹпке- лесе илчĕ. Толик питĕ хăйне евĕрлĕ ачаччĕ. Ун пек лăпкă, тарăн шухăшлама пĕлекен, хыткан пỹллĕ ачасене хальхи вăхăтра "ботаник" тесе калатчĕç пуль. Шкулта лайăх вĕренетчĕ. Эпир, шкула кайман ачасем, Толик хыççăн çỹреме юрататтăмăр. Ăна характерĕпе тĕпчевçĕ темелле. Çу вăхăтĕнче Толикпа пĕрле йĕри-таврари тавра вырнаçнă çырмасене тĕпчеме юрататтăмăр. Çырмасем вара чăнахах та илĕртетчĕç. Тăм касси енне каякан çырман чăнкă енче "качи-мачи" шырама юрататтăмăр. Тепĕр енче ватă йăмрасем çинче тĕрлĕ хăма, толь татăкĕсенчен çумăртан пытанмалăх штабсем майлаштараттăмăр. Хамăр ушкăнпа Вăрманхĕрри Шăхальне кăшăллакан çырма-çатрасене пĕтĕмпех тĕпчесе тухрăмăр. Çак ĕç пирĕншĕн "çĕнĕ тĕнчесене" тĕпченĕ евĕр пулнă ĕнтĕ. Паллах, çак çырмасенче вĕтелекен хаяр вĕлтĕренсĕр, аманса пĕтнĕ йăмрасемсĕр тата çынсем кăларса пăрахнă çỹп-çапсăр пуçне нимĕн те тупман пуль, анчах пирĕншĕн çак ĕç кирлĕ тĕпчев евĕрлĕ пулчĕ. Çавăнпах пуль археологсем тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ чухне çỹп-çап шăтăкĕсене чи ăнăçлă вырăнсем тесе шутлаççĕ, унта наукăшăн чи кăсăк япаласене асăрхаççĕ: саманасен тапхăрне палăртакан, çынсен кулленхи пурнăç йăли-йĕркине, пурлăх шайне çирĕплетсе паракан артефактсем шыраса тупаççĕ. Çырма-çатраллă вырăнсенче истори çул-йĕрĕ упранать. Пире вара Вăта кас вăрттăнлăхĕ илĕртсе тăнă пурсăмăра та.

 Юрий ИСАЕВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика