Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТНĂ ĔÇ ПУР ЧУХ — ВАТĂЛМА ВĂХĂТ ÇУК!

03 июня 2022 г.

ЮРАТНĂ ĔÇ ПУР ЧУХ — ВАТĂЛМА ВĂХĂТ ÇУК!

Турхан ялĕнче пурăнакан Яковлевсемпе ăнсăртран мар, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Вера Турхан сĕннипе паллашмалла килсе тухрĕ. Вера Петровна:

— Нумай çул Çĕнĕ Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăннă, унтах çирĕп тымар янă Иван Григорьевич хăй çуралса ỹснĕ тăван кил-çурт вучахне те сỹнме памарĕ. Темиçе çул каялла пуçĕпех яла куçса килчĕ, халĕ унăн çемйи кунта тĕреклĕ хуçалăх тытса пырать, — терĕ. Вăл каланине шута илсе вĕсем патне çитсе килме шут тытрăмăр.

…Çу уйăхĕ пек те мар кăçал, çанталăк сивĕ те ăмăр — çан-çурăма ăшăрах пултăр тесе кĕрĕк уртса ярсан та ытлашши пулас çук. Эпир Яковлевсен килĕ умне çитес умĕн те пăрлă çумăр çуса иртрĕ. Хапха умĕнче пире кил хуçи хĕрарăмĕ — Людмила Петровна кĕтсе илчĕ. Халиччен пĕр-пĕрне нихăçан курман, палламастпăр пулин те наччасрах пĕр чĕлхе тупрăмăр унпа:

— Район хаçатне çырăнмасăр юлман пĕрре те, юратса вулатпăр, хăвăра палламастпăр пулсан та сирĕн хушаматăра лайăх пĕлетпĕр, — тени, пушшех, кăмăла çĕклерĕ.

Ĕçре кулленхи тивĕçе пурнăçланă май çак тапхăрта тĕрлĕ професси çыннисемпе тĕл пулма тỹр килнĕ. Анчах троллейбус водителĕсем çинчен пĕрре те сăмах хушма тивмен. Яковлевсем вара арăмĕпе упăшки те — троллейбус водителĕсем. Вĕсем иккĕшĕ те нумай çул çак яваплă ĕçре вăй хунă. Кил хуçи картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхе апатлантарнă-пăхнă вăхăтра Людмилăран нумаййи çинчен ыйтса пĕлме ĕлкĕртĕмĕр. 1979 çулта Химпром — Юраково маршрутпа 55-мĕш номерлĕ троллейбуспа пĕрремĕш хут çула тухнă вăл, çак маршрута уçаканĕ те хăйех. 30 çул хушшинче миçе çĕр хутчен руль умне ларнине пỹрне хуçса шутласан та шутласа кăлараймĕ вăл.

— Хĕрарăмшăн троллейбуспа ĕçлеме çăмăлах та мар пулĕ? — тесе ыйтсан:

— Ачаран çак ĕç килĕшĕрен, вăтам шкул хыççăн татăклăнах Шупашкарти троллейбус водителĕсене хатĕрлекен курса вĕренме кĕме шут тытрăм. Малтанласа ир-ирех пуçланакан тата кая юлмалли ĕç кунĕ те хăратмарĕ. Çемье çавăрнă хыççăн тин çакна ăнланса илтĕм. Чи малтанах ачасене ясли-сада леçессипе тата кĕтсе илессипе çыхăннă ыйту тухса тăчĕ. Мăшăрпа пĕр шухăшлă, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннăран çак йывăрлăхан та тухрăмăр. Иксĕмĕр улшăнса пĕр троллейбуспа ĕçлеме тытăнтăмăр: эпĕ ĕçре чухне ачасене Ваня ясли-сада леçнĕ, кĕтсе илнĕ, вăл сменăра пулнă чухне — эпĕ, — терĕ вăл.
Люда 50 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Çук, килти ĕçпе анчах лăпланса ларма пултарайман вăл. Теветкелĕхĕ ăна Мускава илсе çитернĕ, кунта та малтан хăнăхнă ĕçре — троллейбус водителĕнче 2 çул ытла вăй хунă. Малалла ĕçлес кăмăлĕ те пулнă, анчах мăшăрĕпе ачисем хирĕçленине итлеме тивнех унăн.

…Иван Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕн, «Урожай» колхозра нумай çул экономист, бухгалтер, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та ревизи комиссийĕн председателĕ пулса вăй хунă ялти ятлă-сумлă çыннăн — Григорий Николаевичăн (амăшĕ — Дария Андреевна) кĕçĕн ывăлĕ. Яковлевсем 5 ача çуратса ỹстернĕ, 3 ывăлпа 2 хĕр: Владимир, Валериан, Фаина, Иван, Ольга. Ĕлĕкхи чăвашсен йăлипе ашшĕпе амăшĕ кĕçĕн ывăлне тĕп çурта тытса пыма пил панă. Мал ĕмĕтлĕ Иван хăйне шаннине тивĕçлипе тỹрре кăларать, çирĕп хуçалăх йĕркелесе пырать, тенкĕ çумне тенкĕ хушса çурт-йĕре çĕнетсех пырать. Пысăк ĕçсене тунă чухне вара пĕр тăванĕсем кар тăрса пулăшаççĕ. Пĕр сăмахпа, туслă, мĕнпур тăванĕпе, кỹршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнакан çемьере пуçăннă кирек хăш ĕç те ăнса çеç пырать.

…Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çын хистенипе мар, хăй тĕллĕнех Вăрнарти совхоз-техникумра агроном специальноçне алла илме шут тытни те Иван Григорьевич мĕн ачаран ял пурнăçне кăмăллани çинчен калать. Апла пулин те çунатлă çамрăклăх ăна малтанласа Çĕнĕ Шупашкарти ГЭСстрой предприятине илсе çитернĕ. Пулас мăшăрĕпе, Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕнче çуралса ỹснĕ, троллейбус управленийĕнче вăй хуракан Людмилăпа çемье çавăрнă вăхăтра вăл кунта КАМАЗ водителĕ пулса ĕçленĕ. Каярахпа хулари пушар чаçĕнче караул начальникĕ. Ун хыççăн пĕр улшăнмасăр 26 çул троллейбус водителĕнче, мăшăрĕпе иккĕшĕ те пĕр ĕçре вăй хунă вĕсем.

2011 çулта Иван ашшĕне пăхма пуçĕпех яла куçса килнĕ, малтанласа — пĕччен. Çакăн пирки вĕсем мăшăрĕпе пирваях калаçса татăлнă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Григорий Николаевич çирĕп çын пулнă çав, 88 çул тултариччен пурăннă. Ашшĕ 2013 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн, пушшех, Иван кил-çурта тытса пырассинчи пĕтĕм яваплăх хăй çине тиеннине ăнланса илнĕ. Ашшĕпе амăшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранине мĕн пĕчĕкрен курса ỹснĕскер, яла таврăнсанах сăвăнакан ĕне, пăрусемпе вăкăрсем, чăх-чĕп, хур-кăвакал усрама тытăннă, сурăхсем те ĕрчетнĕ.

Йĕппи ăçта — çиппи те унтах, тенĕ евĕр, часах мăшăрĕ те яла таврăннă. Ашшĕпе амăшĕ хăпартнă кирпĕч çурта пĕрлехи вăйпа тата анлăлатса хăтлăх кĕртнĕ. Пурăна киле тата ытларах выльăх усрама тытăннă, пĕр вăхăт харăс 4 ĕне сунă, халĕ те сăвăнакан 3 ĕне.

Пахчи те пысăк. Кил хуçи хĕрарăмĕ тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерме, хăй аллипе туса илнĕ тĕрлĕ çимĕçпе усă курса тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме ăста.

Хулара пурăнакан ачисем — Александр, Андрей тата Елена хăйсен çемйисемпе уяв, кану кунĕсене е отпуск вăхăтне тăтăшах ялта ирттереççĕ. Ял — хула шавĕнчен вăхăтлăха хăтăлмалли чи лайăх вырăн. Уçă сывлăшра тĕрлĕ кайăксем юрă шăрантарнине итлеме пулни те мĕне тăрать! Яковлевсен ачисем ялта усăллă каннипе пĕр вăхăтрах ашшĕпе амăшне те килти хуçалăхра та нумай пулăшма ĕлкĕреççĕ: пахчара, картишĕнче, кил-çуртра пурин валли те ĕç çитет. Ырлăх-пурлăх, пĕтĕм тутлă ĕçме-çиме сĕтел çине çăмăлпа килменнине вĕсем пит лайăх ăнланаççĕ. Йышлă выльăх — чĕрлĕхе хĕл каçипе тăрантарма утă-улăмĕ, тымар çимĕçĕ, тырри тата ыт.те сахал мар кирлĕ. Çемье хăй вăйĕпе çуллахи вăхăтран тытăнса кĕркуннеччен выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлет.

Яковлевсем мăнукĕсемпе те хавхаланаççĕ. Чылай чухне пĕр харăс 7-шĕ те яла килсе çитеççĕ. Епле хĕпĕртемĕн!

Ĕçрен хăраман çак çынсем хăйсен ачисене анлă пурнăç çулĕ çине кăларма, аслă пĕлỹ илме анчах мар, пурлăх тĕлĕшĕпе те кашнине май пур таран пулăшма пултарнă. Людмила Петровнăпа калаçнă май вĕсен çемйинче тăванлăх, туслăх туйăмĕсене малти вырăна хунине ăнланса илме пулчĕ. Вăл мăшăрĕ енчи пур тăванне, кỹрши-аршине — кашнине ятран палăртса куç тĕлне турĕ: тăванĕсене — Елчĕкри Мисяковсемпе Нягинсене, Элекçей Тимешĕнчи Хрисановсене, Çуткỹлĕнчи Сидоровсене, пĕр ялтах пурăнакан Яковлевсене, ытти кỹрши — аршине — Викторовсемпе Мазюкинсене, Емельяновсемпе Волковсене… ялан пĕрле пулнăшăн тав турĕ…

Светлана АРХИПОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика