Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔРЕНТЕКЕНСЕМ КАНАШЛАНĂ

27 мая 2022 г.

Районти вĕренỹ учрежденийĕсенчи педагог-психологсен, социаллă педагогсен, учитель-логопедсен, учитель-дефектологсен ассоциацийĕн тăваттăмĕш канашлăвĕ Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул никĕсĕ çинче иртнĕ.

Черетлĕ канашлури тĕп тема: «Педагог-психологсемпе учитель-логопедсен пултаруллă ачасемпе ĕçлессинчи çĕнĕ йышши мелĕсем тата технологийĕсем» пулнă. Ĕçе икĕ секципе йĕркеленĕ. Унта хутшăннисем Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи Алина Паймина педагог-психологăн тата районти логопедăн — Лариса Смирнован уçă урокĕсене итленĕ. Ун хыççăн вĕрентекенсем куçа-куçăн калаçнă. Анна Иванова (Çĕнĕ Пăва), тĕслĕхрен, хăй суйласа илнĕ çĕнĕ профессири пĕрремĕш утăмсем çинчен чарăнса тăнă пулсан, Лариса Гладкова (Курнавăш шкулĕ) ушкăнра пултаруллă ачасене тупса палăртасси тата вĕсемпе ĕçлессинчи çĕнĕ йышши психологипе педагогика технологийĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă, пултаруллă ачасене мĕнле майпа тупса палăртма хăйĕн методикине сĕннĕ.

РМО ертỹçи Людмила Сайкина ассоциацин 2021-2022 вĕренỹ çулĕсенчи ĕçне пĕтĕмлетнĕ, малашне пурнăçламалли тĕллевсене аса илтернĕ.

Районти вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн канашлăвĕнче ĕçлĕ калаçу йĕркелеме хутшăннă Алина Пайминăпа Анна Иванова сертификатсене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика