Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухтăр патне чуна уçма та пыраççĕ

27 мая 2022 г.

Çемьере медик пурри питĕ аван çав. Чир-чĕр çулăхсан килтех сипленме пулать. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальти Михаил Гаврилов пилĕк ыратнипе аптăранăранах хĕрне тухтăра вĕрентсе кăларма ĕмĕтленнĕ. Кун пирки мăшăрĕпе куллен калаçнă. Ашшĕ-амăшне сума сăвакан хĕре хăйне те ку професси килĕшнĕ. Шкулта вăл хими, биологи предмечĕсене тăрăшса вĕреннĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕмешкĕн заявлении пама та Татьяна ашшĕпе пĕрле кайнă. Тухтăр пулас тесен

пĕрмай вĕренмелле, вĕренмелле… Татьяна та 8 çул медицина наукин чулне «кăшланă». Специализаци суйлама вăхăт çитсен чылай шухăшланă. Куç тухтăрĕ те пулас килнĕ унăн. Анчах кайран ĕçе вырнаçма пулĕ-ши? Хĕр хамăр республикăри вакансисене тишкернĕ. Вăл Мускава е регион тулашĕнчи урăх хулана каяс темен, тăван тăрăхра юлма палăртнă. Ĕç шыранă чухне больницăсенче куç тухтăрĕсем çителĕклине ăнланнă. «Мĕншĕн терапевт пулас мар? Вĕсем пур çĕрте те кирлĕ», — çапла шухăшланă студентка.

Терапевтăн анлă тавра курăмлă пулмалли, нумай чир пирки пĕлмелли те кăсăклантарнă ăна.

Татьяна Çĕнĕ Шупашкар хула больницинче интернатура тухнă. Унта ĕçлекенсем ăна хăйсем патне юлма ыйтнă та — алла диплом илсенех хĕр унта ĕçе вырнаçнă. Вĕренме килсенех çак хулара пурăнма тытăннă вăл. Хăнăхнăран-ши,Çĕнĕ Шупашкар уншăн чуна çывăх хула пулса тăнă. Ĕç те кунтах тупăннăшăн хĕр питĕ савăннă.

Хăйсен ялĕн каччипе Александр Ильинпа çемье çавăрсан çамрăк мăшăр Нăрваш Шăхальте тĕпленме йышăннă. Яла ĕçе килекенсене «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн 1 млн тенкĕ парасса вăл пĕлнĕ, паллах. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çемье хваттер туяннă. Татьяна Михайловна ĕçе вырнаçнă чухне Патăрьел районĕн больницине унсăр пуçне çамрăк 6 специалист килнĕ. Вĕсене хапăл туса кĕтсе илнĕ. Коллектива кĕнĕ ятпа савăнăçлă мероприяти те йĕркеленĕ. Район больницин тĕп тухтăрĕ кашни çамрăка шурă халат тăхăнтартнă, тонометр тыттарнă.

Татьяна Ильина Патăрьелти пĕтĕмĕшле практика офисĕнче тăрăшать. Вăл участокри 1400 ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Тухтăр патне тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ: юн пусăмне виçтерме, эмел пирки канашлама, ытти специалист патне направлени илме… Чуна уçассишĕн те пыраççĕ, уйрăмах — ватăсем. Çавăн пек самантсенче çамрăк тухтăр хăйне психолог пек туять. «Сирĕнпе калаçнипех ыратни иртет», — çапла каласа хавхалантараççĕ пациентсем çамрăк тухтăра. Сиплев хыççăн тав тума та манмаççĕ.

Ăна офисра 3 медицина сестри, кĕçĕн медперсонал пулăшать. Врач патне кĕриччен кашни пациент ятарлă пÿлĕме кĕрет. Медсестра çыннăн юн пусăмне, ÿт температурине, çÿллĕшне тата миçе килограмм тайнине виçет. Тепри процедура пÿлĕмĕнче тĕрлĕ инъекци тăвать. Виççĕмĕшĕ врачпа пĕрле пациентсене йышăнать.

Хулари больницăра та вăй хунăскер унти тата ялти ĕçĕн уйрăмлăхĕсене питех асăрхамасть. «Ялта çăмăлрах та пуль», — пытармасть тухтăр. Вăл участокра миçе çын пулнине пĕлет, сăнран та паллать. Пулăшу ыйтма пыракансене май пур таран хăй сиплеме тăрăшать. Кунтах кăнтăрлахи стационар ĕçлет. Çынсене капельница лартаççĕ, укол тăваççĕ. «Пирĕн патра вĕсем вăй илсе каяççĕ», — тет тухтăр. Васкавлă пулăшу кирлĕ тĕк тухтăр районти тĕп больницăри ĕçтешĕсемпе канашлать. Унта сывлăха тĕплĕнрех тĕрĕслемелли хатĕрсем пур: томограф, рентген, УЗИ аппарачĕсем… Хуларинчен пĕртте кая мар.

Республика больницине кайма час-часах направлени çырма тивет çамрăк тухтăрăн. Чĕрепе юн тымарĕсемпе çыхăннă чир-чĕр вăй илсех пынăран пациентсем ытларах кардиолог патне çырăнаççĕ-мĕн. Юн пусăмĕ хăпарнипе нумай чухне аслă ÿсĕмрисем аптăраççĕ. Татьяна Михайловна профилактика ĕçĕсем те ирттерет. Ун патне килекен кашни çынна юн пусăмне кирлĕ шайра тытмалли пирки ăнлантарать. Унсăрăн инфаркт пулас, шалкăм çапас хăрушлăх пысăк. Ватă çынсене кун пирки асăрхаттарсах тăмалла: эмел ĕçме манаççĕ вĕт вĕсем. Тухтăр каланă тăрăх, онколог патне çырăнакансем те пур. Усал шыçă нумай çынна хуйхă кÿрет. Çамрăк специалист шухăшĕпе, ку чир — хими хутăшĕллĕ апат-çимĕç витĕмĕ. Усал шыççа ытларах диспансеризаци тухнă чухне тупса палăртаççĕ. «Нимĕн те ыратман чухне те сывлăха тĕрĕслеттерме килме ÿркенмелле мар. Малтанхи тапхăрта усал шыççа парăнтарма çăмăлрах», — сĕнет тухтăр.

Çынсем çулла, ĕççи вăхăтĕнче, хăйсем пирки шухăшласах каймаççĕ-мĕн. Кĕркунне, пахча ĕçĕсем вĕçленсен, пыраççĕ. Хĕлле те, çуркунне те офисра çын йышлă. Ун чухне ОРВИ, грипп чирĕсем алхасаççĕ. Тухтăртан пулăшу ыйтни аван-ха. Хăйсем тĕллĕн сипленекенсем те пур вĕт.

Кун пеккисене Татьяна Михайловна сивлет. Чир çаклансан больницăна çитмелле е тухтăра киле чĕнмелле. Вăл кирлĕ эмелсем çырса парĕ. Унсăрăн амак тепĕр тапхăра куçать.

Чылайăшĕ телевизорпа реклама курать те аптекăна çав эмеле илме каять. Антибиотик ĕçекен те пур. Ку вара организмшăн йывăр.

Кăнтăрлаччен тухтăр пациентсене йышăнать, кайран чирлисем патне килĕрен каять. Çуран та, хăйĕн çăмăл машинипе те çÿрет вăл. Коронавирус чухне амбулатори мелĕпе сипленекенсен сывлăхне пыра-пыра тĕрĕсленĕ. Сăмах май, вĕсем çемйипех прививка тутарнă.

Ильинсен ывăлĕ кĕçех 3 тултармалла. Арçын ача садике çÿрет. «Пирĕн ялта хуларинчен те лайăхрах, воспитательсемпе те ăнăçрĕ. Уйрăм çуртра пурăнатпăр та шăп, ирĕк. Хулара апла мар вĕт. Хваттерсенчи шăв-шав йăлт илтĕнет.Ялти лăпкăлăх килĕшет мана. Çынсем пĕр-пĕрне паллаççĕ, чарăнса тăрса калаçаççĕ, сывлăх сунаççĕ», — ялти пурнăçа пур енчен те кăмăлланине палăртрĕ Татьяна Михайловна.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика