Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ ЯТ ЫЛТĂНРАН ХАКЛĂ

29 апреля 2022 г.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти «Елчĕк районĕнчи мухтавлă çынсем» выставка-экспозицийĕ Раççей Писательсен союзĕн членĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, хисеплĕ ентешĕмĕрĕн Николай Карлинăн «Ветерансен вальсĕ» илемлĕ произведенийĕпе уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикинчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, район пуçлăхĕ Алина Васильева, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, шкул директорĕ Лариса Васильева, ЧР ачасен прависен уполномоченнăйĕ çумĕнчи обществăлла канашăн членĕ Юлия Воронцова хутшăнчĕç.

Паллă ĕнтĕ, çыннăн пурнăç çулĕ вăрăм мар, апла пулин те вĕсенчен кашниех çĕр çине ырă йĕр хăварма пултарать. Тĕлĕнмелле çынсем сахаллăн мар пирĕн тăрăхра. Районти хăш-пĕр паллă çынсемпе паллашма май пулчĕ те экскурсире. Истори учителĕ Владимир Николаевпа çамрăк экскурсоводсем хăнасене шкул музейĕнчи курăмлă экспонатсемпе те паллаштарчĕç.

Шăпах чăвашсен паллă просветителĕпе Иван Яковлевпа пĕр кунра çуралнă, вĕрентỹ ĕçĕнче çур ĕмĕр ытла вăй хунă, СССР халăх учителĕ Петр Чернов хăйĕн 93-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илчĕ. Çавна май ăна саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та хутшăнчĕ. Вăл Петр Никифорович пирĕншĕн ĕçшĕн хыпса çунакан, пурнăç ăслăлăхне вĕрентекен тĕслĕх вырăнĕнче пулнине, унăн ят-сумĕ ĕмĕрсем хушши ăрусен асĕнче юлассине палăртрĕ.

Петр Чернов Вырăскасси ялĕнче туслă хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Çемьере улттăн çитĕннĕ пулсан та ашшĕ-амăшĕ ачисене тарăн пĕлỹ пама, пурнăç йĕрне тупма пулăшнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕреннĕ, 1949 çулта математика тата физика учителĕн специальноçне алла илнĕ. Вĕрентекенĕн çăмăл мар ĕçĕ унăн кăмăл-туйăмне çирĕплетнĕ, вăл вĕренекенсемшĕн ырă тĕслĕх, ăслă юлташ пулса тăнă. Паян нумай çын ăна ырăпа аса илет. Паллах, хăй чылай çул ертсе пынă шкулти педагогсем унăн ĕçне пысăка хурса хаклатпăр. Республикăра кăна мар, çĕршыв шайĕнче хăйĕн паха ĕç опытне кăтартнă Петр Чернова 1980 çулта «СССР халăх учителĕ» ят панă.

Мухтавлă ентеш ячĕпе ăшă та ырă сăмахсем нумай янăрарĕç. Юлашкинчен Петр Никифорович хăй пурне те ырă сунса пехиллерĕ.

— Хăвăн ĕçне, ачасене, çынсене юратмалла. Çакă вăл профессири чăн телей тата çĕнтерỹ,- терĕ вăл.

Залра районти шкул директорĕсем, вĕрентỹ ĕçĕн хастарĕсем, шкул ачисем йышлăн пуçтарăннă. Уява Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем илем кỹчĕç.

О.КУЗЬМИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика