Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙОН ПУРНĂÇĔ

08 апреля 2022 г.

РАЙОН ПУРНĂÇĔ

«Эпĕ — пулас художник»

тĕнче шайĕнчи олимпиадăна Раççей халăхĕсен культура эткерлĕхĕн çулталăкне халалланă.

Конкурс тĕрлĕ енлĕ иртнĕ. Елчĕкри искусство шкулĕнчи Елизавета Мурзакаева композици ỹкерсе I степень диплома тивĕçнĕ. Çавăн пекех пултаруллă хĕр ачана сертификат панă. Вăл аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне хушма балл парать. Лиза Р.Парферьева преподавательпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пулас педагог-художниксем, дизайнерсем вĕренекен аудиторисенче курса çỹренĕ.

Олимпиада призерĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çулсеренех шкул ачисем хушшинче математика, физика, хими тата вырăс чĕлхи предмечĕсемпе олимпиада ирттерет.

Кăçал тата тепĕр предмет хутшăннă. Ку вăл паян IT-технологийĕ вăйлă аталаннипе çак специалистсем кирлĕ пулнипе çыхăннă.

Олимпиадăна Курнавăш шкулĕнчи 11 класра вĕренекен Сергей Иванов та хутшăннă. Мĕнпур тупăшусем хыççăн Сергей информатикăпа виççĕмĕш вырăн йышăннă. Положенипе килĕшỹллĕн олимпиада çĕнтерỹçисемпе призерĕсене хаклă призсемсĕр пуçне ытти хавхалантарусем те кĕтеççĕ.

«Атăл ывăлĕсен юрри-ташши»

халăх пултарулăхĕн регионсем хушшинчи фестиваль-конкурсĕ Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи культура çуртĕнче иртнĕ.

Районсемпе хуласенчи пултарулăх коллективĕсем йышлăн хутшăннă унта. Тỹскелти культурăпа кану центрĕнчи Иван Шурбин ертсе пыракан «Тускил» вокалпа инструмент ансамблĕ «Салтак юрри» юрласа «Арçын юррине чи лайăх юрлакансем» номинацире II степень диплома тивĕçнĕ.

Çулсем шăваççĕ те шăваççĕ…

Кама мĕнле шăпа лекет, никам та пĕлмест. Чи кирли — Турă панă кун-çула тивĕçлипе пурăнса ирттерни.

Турханти Лидия Пупина — район тантăшĕ. Ĕмĕрне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕскер нумаях пулмасть 95 çулхи юбилейне паллă тунă. 10 ача çуратса ỹстернĕ Лидия Сергеевна халĕ 13 мăнукĕпе тата 7 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пĕтереймест.

Çавăн пекех Кĕçĕн Таяпари Раиса Кудряшова та сумлă юбилейне кĕтсе илнĕ. Раиса Дмитриевна 90 çул тултарнă.

Хисеплĕ ватăсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, ачисемпе тăванĕсем, культура ĕçченĕсем саламланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика