Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ хутчен республика чемпионĕ

25 февраля 2022 г.

Ильнара Хафизова Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта "4" тата "5" паллăсемпе вĕренет. Çавăн пекех хăйĕн ĕç кунне тĕрĕс тытса пыма пĕлет. Маларах палăртнисене пурне те пурнăçа кĕртме тăрăшать. Уроксенче тимлĕ итлесе ларать. Шкула сиктерсе çỹресси çук унра. Киле панă ĕçсене пурнăçласа килет.

Ырă кăмăллăскер ачасем хушшинче авторитетлă. Спорта та килĕштерет Ильнара. Кĕçĕнрех чухне ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине çỹретчĕ. 2018 çултан вара армрестлинга куçрĕ. Ку енĕпе район, республика шайĕнчи çитĕнĕвĕсем пур. Регионти тупăшура иккĕмĕш вырăн йышăнса республикăри физкультурăпа спорт министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕ. Икĕ хутчен чемпионка пулма ĕлкĕрчĕ. Ф.Ахметов физкультура учителĕ вĕренекенре малашлăх курать. Ильнара та хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарасшăн.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика