Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганецсене чыс туса спорт ветеранĕ 20 çухрăм утнă

18 февраля 2022 г.

ФЕВРАЛĔН 15-мĕшĕнче Тăван çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланă Раççей салтакĕсене асăнмалли кун пулчĕ. Афганистанра служба тивĕçне пурнăçланисем çулсеренех çак кун пĕрле пуçтарăнаççĕ, çитĕнекен çамрăк ăрупа тĕл пулусем йĕркелеççĕ, çĕршывшăн çăмăл мар тапхăра аса илеççĕ тата ытти те. Тури Туçари спорт ветеранĕ, 2016 çулта Чăваш Республикинче ветерансем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура 10 çухрăма тата 400 метра чупассипе икĕ хутчен бронза медале тивĕçнĕ Валерий Салмин афганец-ветерансене сума суса тăван ялтан Елчĕк районĕнчи Тимеше çитиччен çуран утса çаврăннă, унти чиркĕве кĕрсе вăрçăран таврăнайман паттăрсен канлĕхĕшĕн çурта çутнă.

–Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ, вĕсен ячĕ те вилĕмсĕр. Афганистан вăрçине пирĕн ялтан та çамрăксем хутшăннă. Çак кунхине Туçа шкулĕнче шăпах вĕсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç, эпĕ вара хамăн ырă йăлапа 20 çухрăма çуран утса парăнтартăм,- кăмăлтан каласа парать саккăрмĕш теçеткене ваклакан Валерий Иванович.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика