Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Петĕр Ялкира халалласа

16 февраля 2022 г.

Шупашкарти "Хамăн типографи" тулли мар яваплă юлташлăхра çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унăн ячĕ - "Чечеклĕ яшлăх ĕмĕре". Ăна "Хĕрлĕчутайсен Чăваш Республикинчи "Чавал" ентешлĕхĕ" обществăлла организаци 25 çул тултарнине тата Петĕр Ялкир сăвăç çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.

П.Ялкир 1922 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, орден-медале тивĕçнĕ, майор. Канаш педучилищинче, Ленинград артучилищинче, Мускаври М.Горький ячĕллĕ литинститутра, Шупашкарти марксизм-ленинизм университетĕнче пĕлỹ пухнă, Хĕрлĕ Чутайра райхаçат редакцийĕн яваплă секретарĕ, ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, районти радиовещани редакторĕ, Вăрнарта райĕçтăвкомăн культура, парти райкомĕн пропаганда пайĕсен заведующийĕ, райхаçат редакторĕ, Шупашкарта Чăвашрадио корреспонденчĕ тата ЧР çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пропаганда бюровĕн ертỹçи пулнă.

Петĕр Ялкир 50 кĕнеке кăларнă. Поэт сăввисемпе композиторсем 250 ытла юрă кĕвĕленĕ. Уйрăмах "Хăмла пахчи", "Вăййа тухрĕç çамрăксем", "Салам", "Савнă тусăм манăн иккĕ" ятлисем анлă сарăлнă.

П.Ялкир - СССР çыравçисен (1969), Раççей тата Чăваш профессиллĕ çыравçисен пĕрлешĕвĕн, ЧР композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ. Ăна "Чăваш Енĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" (1972), "РФ музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ" тата "Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ятсем парса чысланă. 2005 çулта П. Хусанкай ячĕллĕ литература премине тивĕçнĕ. Вăл - тăван район Гимнĕн сăмахĕсен авторĕ.

Петĕр Ялкир ятне сыхласа хăварас, тăван районти талантлă сăвăçсене тупса палăртас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе ентешлĕх Канашĕ тата Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕ 2007 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче Петр Алексеевич Ялкир премине çирĕплетрĕ. Ăна çак ентешсем илме тивĕçрĕç - Зоя Леонидовна Алексеева (Сывлăмпи) (Тури Çĕрпỹкасси), Лариса Николаевна Петрова (Чурпай), Оксана Валерьевна Коракова (Хурапыр), Леонид Михайлович Волков (Хирлỹкасси), Зоя Сергеевна Спиридонова-Хатти (Ачкасси). Çак кĕнекене асăннă ентешсемпе паллаштарнине тата вĕсен сăввисене кĕртнĕ.

Хальхи вăхăтра Шупашкарти литература музейĕнче, ытти çĕрте Петĕр Ялкир çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Паллах, тăван районти шкулсенче те ун пек меро-приятисем ирттерме палăртнă пулĕ-ха. Вĕсене йĕркелесе ирттернĕ çĕре Петĕр Ялкир премийĕн лауреачĕсене явăçтарма сĕнетпĕр. Поэтсемпе тĕл пулни асра юлмалли самант. Тен, хăш-пĕр ачасен сăвă çырас туртăм вăйланĕ, теприсем хăйсем çырнă хайлавсемпе паллаштарĕç. Пирĕн шухăшпа, çакăн пек мероприятисене паллă кунсенче кăна мар, тăтăшах ирттермелле. Çỹлерех асăннă ентеш-сăвăçсем те районта шкул ачисемпе тĕл пулма хирĕç мар.

Ентешлĕх Канашĕ пĕлтĕр кĕркунне Петĕр Ялкир премине илме тивĕçлисене шырани пирки район хаçачĕ урлă пĕлтернĕччĕ. Паянхи куна заявкăсем пулмарĕç-ха. Сăвă çыракансем çук-ши? Паллах, пур! Район хаçачĕ юлашки вăхăтра сăвăçсене, çав шутра шкул ачисене те сахал мар вырăн уйăрса парать, май килнĕ таран хавхалантарать. Редакци коллективне куншăн пысăк тав сăмахĕ каламалла.

Пĕлтĕр ентешлĕх уявне ирттерме май килмерĕ. Кăçал çуркунне эпидеми-ологи тĕлĕшпе лару-тăру лайăхланасса шанатпăр, çавна май асăннă уява йĕркелесе ирттерме палăртатпăр. Унта хамăр тăрăхри сăвă ăстин Петĕр Ялкирăн премине тата медальне пама та шутлатпăр. Çавăнпа та сăвăçсене çапла чĕнсе калас килет - ан вăтанăр, конкурса тăратăр хăвăр хайлавăрсене!

Владимир САВИНКИН, хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕх Канашĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика