Янтиковское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă кун ячĕпе

21 января 2022 г.

Паллă кун ячĕпе

Районти тĕп библиотекăра Кушкă ялĕнче пурăнакан тавра пĕлÿçĕ Илья Матвеевич Трофимов 80 çул тултарнине халалласа «Мухтавлă ентешсем» ятпа юбилей каçĕ иртрĕ.

Илья Трофимов мĕн ачаран пуçласа çак вăхăтченех тăван çĕр ытамĕнче. Вăл хăйĕн ĕç стажне лаша пăхаканран, кĕтÿçĕрен, кочегартан пуçланă. Илья Матвеевич çирĕп ăс-тăнлă, тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе, тÿрĕлĕхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Вăл тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ:комсомол организацийĕн секретарĕ, трактор бригадин бригадирĕ, профсоюз организацийĕн председателĕ… Кирек ăçта ĕçлесен те яваплă çын пулнипе палăрса тăнă. 1997 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Кайран «Кушка» ЯХПКра тĕп агроном пулса ĕçленĕ. Çĕр-аннемĕрĕн мухтавлă ĕçченне 1973 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.

Паллă тавра пĕлÿçĕн килти архивĕнче ял, район историйĕпе çыхăннă вун-вун документ упранать: районти кашни ялăн, шкулăн,чиркĕвĕн кĕске историйĕ, ял, çĕр планĕсем, паллă çынсем çинчен çырнисем, авалхи сăн ÿкерчĕксен пуххисем…

И.Трофимов «Елчĕк район энциклопедийĕ», «Крылатая молодость», «Елчĕк тăрăхĕ» тата ытти кĕнекесене кăларма, материалсене пухса хатĕрлес ĕçре чылай вăй хунă.

Владимир Галошев ентешĕ çинчен «Краевед и этнограф Илья Матвеевич Трофимов – 80 лет» ятлă кинофильм кăтартнă. Тĕл пулăва хутшăннисем фильмпа тĕплĕнрех паллашнă май ăна пысăк хак пачĕç.

Районти ветерансен канашĕн ертÿçи Людмила Зайцева паллă краеведа юбилей ячĕпе саламланă май çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн «Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» асăну медальне парса чыс турĕ.

Юлашкинчен пултаруллă та хастар ветерана юбилей ячĕпе библиотека ертÿçи Алина Петрова саламларĕ, пурнăçра малашне те ырă та пархатарлă ĕçсем тума ăнăçу сунчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика