Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пĕрремеш вулакана - диплом

21 января 2022 г.

Районти ача-пăча библиотекинче йăлана кĕнĕ йĕркепе "Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш вулаканĕ" акци иртрĕ. Диплома Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 6 класра вĕренекен Кирилл Антонов тивĕçрĕ. Вăл библиотекăна пĕрремĕш килчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш формулярсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсен 4б, 6а класĕсенче вĕренекен Дмитрий Григорьевпа Кира Салмина ячĕсемпе çырăнчĕç.

 Эвелинăпа Эмилия Сорокинасем, Мила Сундулова, Сергей Федоров, Азизпа Альмира Шариповсем, Евăпа Карина Антоновасем те харсăр. Эва вара 2022 çулхи 22-мĕш вулакан пулчĕ. Ăна ятарлă парне тивĕçрĕ.

 Çак кун библиотекăна 25 вулакан килчĕ. Кĕнекепе туслисем "Хĕл çитрĕ. Юрпа телей илсе килчĕ", "Çĕнĕ çулхи кĕнеке карнавалĕ" куравсемпе паллашрĕç. Ачасем чăрăш умĕнче сăвăсем вуларĕç, вăйăсем вылярĕç, юрларĕç. Пуçватмăшсене пĕлекенсем пылак парнеллĕ пулчĕç. Ачасене Çĕнĕ çул пуçламăшĕ кăмăла кайрĕ. Малашне те библиотекăна хаваспах çỹреме пулнине пĕлтерчĕç вĕсем.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика