Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв инкексĕр ирттĕр

20 декабря 2021 г.

Çутă ĕмĕт-тĕллевпе кĕтекен Хĕл Мучипе Юр пике алăкран килсе шаккиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. 

Уяв çывхарса килни пур çĕрте те туйăнать. Районти организаци-предприяти коллективĕ çеç мар, хăш-пĕр хастар çемье те çуртсен умĕсене чăрăш лартаççĕ, кăмăла çĕклекен тĕрлĕ кĕлетке ăсталаççĕ. Çавăн пекех йăлтăр-ялтăр хатĕрсем, петардăсем, сас парса сирпĕнекен япаласем тата ыттине те туянаççĕ. Уйрăмах çамрăксем хăйсен шавлă ушкăнĕнче вĕсене сывлăшалла сирпĕтме кăмăллаççĕ. Çĕнĕ çул инкек сăлтавĕ ан пултăр тесен пиротехника хатĕрĕсене ятарлă лицензи пур сутуçăран çеç туянмалла. Услам тăвакан кашни çынран ăна илме ан тăрăшăр! 

Пиротехникăпа пỹлĕмре усă курмалла мар. Малтан петардăпа фейерверк ямалли инструкципе тĕплĕн паллашмалла. Унтан ирĕклĕ вырăн суйламалла. Пиротехникăна кĕсьере е хĕвре тытни, шỹтлесе çынсем енне яни, уйрăмах ура айне пăрахни, фитиле чĕртнĕ чух (ăна вăйлă çил вăхăтĕнче чĕртме юрамасть) пит çывăхне илсе пыни, чĕртнĕ фейерверк е салют патне вăйлă пĕшкĕнни тата 15 метртан çывăхрах тăни инкек патне илсе çитерет. Е çын сывлăхĕ сиенленме, е вут-кăвар тухма пултарать. 

Фитиле чĕртнĕ чух алла тăсмалла. Фитиль 3-5 секунд хушши çунать. Фейерверкăн хĕлхемне сỹнтерме йывăр. Çакăн пирки яланах асра тытмалла. 

Хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнсан çеç уяв пире çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парнелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика