Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ачаран çар çынни пулас ĕмĕтпе ÿсеççĕ

07 декабря 2021 г.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулти 5 «к» класс вĕренекенĕсене савăнăçлă лару-тăрура кадета илчĕç.
Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, вĕренÿ уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев, РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Игорь Козлов, «Раççейри Афганистан ветеранĕсен союзĕ» организацин районти уйрăмĕн председателĕ Виктор Гаврилов, Комсомольскипе Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕн специалисчĕ Ирина Козлова тата шкул директорĕ Ирина Соловьева саламларĕç.
Чыс, тивĕçлĕх, яваплăх, дисциплинăна пăхăнасси кадетсемшĕн яланах пĕрремĕш вырăнта пулмаллине тата кадет ятне çÿлти шайра тытас тесен тăрăшса вĕренмеллине, спортпа туслă тата инкеке лекнисене яланах пулăшма хатĕр пулмаллине, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхмаллине кашниех уйрăммăн палăртса хăварчĕ.
Раççей Федерацийĕн çамрăк гражданĕсем кадет класĕн вĕренекенĕн чыслă та хисеплĕ ятне çÿлте тытма, тÿрĕ кăмăллă та шанчăклă пулма, вĕренÿре ырă тĕслĕх кăтартма тата çынри чи лайăх пахалăхсене аталантарма тупа турĕç.
Палăртса хăвармалла, паянхи куна районĕпе илес пулсассăн кадет класĕсем икĕ шкулта пур: Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче. Кадет класĕсенче пĕлÿ пухакансем мĕн ачаранах патриот, çар çынни пулма хăнăхса ÿсеççĕ.

С.ЕФИМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика