Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем тылра Çĕнтерĕве çывхартнă

30 ноября 2021 г.

Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалласа кăларнă медале Тăрăнта хĕрĕ патĕнче пурăнакан Татьяна Кулакова (Чăваш Ишекре малтан пурăннă), Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Матрена Матвеева, Нăрваш Шăхалĕнчи Анна Григорьева тивĕçнĕ.

Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов килĕсене пырсах саламланă, тылра та фронтри пекех çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнăшăн ăшшăн тав тунă.

- Çакă чăннипех те халăхăн тылри паттăрлăхĕ пулнă. Сăр хĕрринчи хỹтĕлев чиккисене туни, Улатăрта вăрман хатĕрлени пирки аслă çултисенчен чылайăшĕ каласа паратчĕ, анчах кун çинчен ниçта та çырман та, асăнман та пулнă. Çарти паллă пулăмсем, историлле çапăçусем хушшинче, тен, ку тапхăр пĕчĕк эпизод кăна, асаттесемпе асаннесен пурнăçĕнче вăл тарăн йĕр хăварнă. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн çамрăк хĕрсемпе каччăсем хăйсен сывлăхне шеллемесĕр, выçлăха тата сивве пăхмасăр тăрăшнă, - тенĕ Рудольф Васильевич саламланă май.

Медале Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи ветеранĕ, инваличĕ, Ленинграда хỹтĕленĕ çĕре хутшăннă Козловкăри 100 çулти Михаил Тимофеевич Наташкин тата Анат Туçари 95-ри Ольга Васильевна Перепелкина та тивĕçнĕ. Сăмах май, сумлă наградăна илнисем районта вун çиччĕн.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика