Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Купăс сасси янрасассăн…

28 мая 2021 г.

2016 çулта уçăлнă Тÿскелĕнчи нумай функциллĕ культура центрĕ пĕрре те пушă тăмасть – ĕçлет. Кунта хĕрарăмсен «Шуçăм», арçынсен «Тускил» чăваш халăх музыка инструменчĕсен ансамблĕсем тăтăшах репетици ирттереççĕ, районти тата республикăри мероприятисене хутшăнаççĕ.

Иртнĕ эрнекун унта Елчĕк районĕн «Янра, хут купăс» уçă конкурс-фестивалĕ кĕрлерĕ. Çапла, кĕрлерĕ. Виççĕмĕш хут йĕркеленĕ мероприятие ентешсемсĕр пуçне Шупашкар, Патăрьел, Комсомольски, Çĕмĕрле, Канаш, Тутарстанри Пăва, Çĕпрел тăрăхĕсенчен килнĕ вăйçăсем хутшăнчĕç. Вĕсен пултарулăхне курса киленме ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Шупашкарти «Елчĕк ентешлĕхĕ» обществăлла организаци председателĕн çумĕ Юрий Карпов тата ыттисем те килнĕ. Леонард Васильевич Тÿскелсен культура ĕçĕнчи тÿпине пысăка хурса хакларĕ, «Шуçăм» коллектива Хисеп грамотипе чысларĕ. Тÿрех калас: район ертÿçи илĕртÿллĕ хут купăс сасси, çепĕç юрă-кĕвĕ ытамĕнчен тухаймарĕ – куракансемпе мĕн фестиваль вĕçлениччен пĕрле пулчĕ.

Хальхи саманара, çынсем çĕнĕ технологи ăшне «путса ларнăран», фестивальте уйрăм çăтмах утравне лекнĕнех туйăнчĕ. Кунашкаллине ял çыннисем юлашкинчен хăçан курнă-ха?

Ултă номинацире икĕ ÿсĕмри купăсçăсем тупăшрĕç. Ачасен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă Никита Дружинин /Тÿскел/ нарăс уйăхĕнче кăна алла тытнă иккен хут купăса. Кунта теннис выляма çÿренĕскере Иван Шурбин илемлĕх тĕнчине «кÿлме» шутланă. Аван, вариаци мелĕпе усă курас тени те палăрать. Пуласлăхĕнче шанчăк пур ачан. Патреккелĕнчи Викторпа Марина Миллинсем «Катюша» юрра шăрантарни те килĕшрĕ уява килнисене. Вăт, çакăнпа ачасен конкурсĕ вĕçленчĕ те. Иртнĕ çулсенче, вăл та нумай мар-ха, 4-5-ĕн хутшăнаканччĕ. Шухăшлаттарать ку.

Çитĕннисен ушкăнĕнче чăн-чăн тупăшу пулчĕ тесен те йăнăш мар. 30 ытлан хутшăнчĕç те! «Хут купăса парăннăшăн» номинацире Анатри Тимешри Олег Александров фермер çĕнтерчĕ. Вăл жюри членĕсемпе куракансен кăмăлне хăй çырнă «Тÿскел ялне килтĕмĕр» юрăпа çавăрчĕ ахăртнех. Вырăнти вăйçăсем – Владимир Анисимовпа Вениямин Игнатьев та ăнăçнисен йышĕнче.

«Чи лайăх купăсçă» номинацире I степень лауреат дипломне тÿрех иккĕн – Канаш районĕнчен килнĕ Александр Никоноров тата Патăрьелти Владимир Семенов тивĕçрĕç. Чăн-чăн ăстаçăсем. Кĕвĕсене çыпăçуллă, чуна тивмелле çавăрттарчĕç. Пĕр кĕвĕрен теприне чарăнусăр, çыхăнуллă куçаççĕ тата. Иккĕмĕш вырăна тухнă Патăрьелсен тепĕр пултаруллă арĕ – Марсель Амирханов та залра ларакансене чăннипех тыткăнларĕ. Асăннă шутри диплома Анатри Тимешри Леонид Захаров та тивĕçрĕ. Юрă-кĕвĕ уйĕнче çĕнĕ çын мар. Хальхинче вăл «Елчĕксен ентешлĕхĕ» пĕрлешÿ чысне хÿтĕлерĕ. Кÿлпуçĕнче çуралса ÿснĕ, тĕп хулара пурăнакан Олег Дудкин та çак командăран. Вăл чаплă волейболист пулни паллă-ха, халĕ, ак, ăста купăсçă пулнине те пĕлтĕмĕр. Олег Михайлович куракансен призне тивĕçни те нумаййи çинчен калать.

Асăннă парнене тата икĕ сцена маçтăрне пама йышăнчĕç: Тутарстанри Пăва районĕнчен килнĕ Наталия Раковăна тата Елчĕкри Александр Шляпина.

Хăна чăваш халăх инструменчĕн асамлăхĕнче пурăнни фестивале çулсерен хутшăнни те çирĕплетет. Саша пирки калас-тăк, пултарулăх çÿпçи яриех уçăласси малашне-ха унăн. Анчах паянах сцена çинче епле çирĕп тăрать: компьютер юсавçин аллинче хут купăс вылянать çеç. Такмакĕсем мĕнле шеп!

Кĕçĕн Таяпари Вениамин Муллин, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Анатолий Кузнецов – виççĕмĕш. Вĕсенче, малтанах, инструментпа ачашшăн ĕçлени, купăспа юрă сасси пĕр кĕвĕллĕн шăранни палăрчĕ.

Ытти номинацисенче «Салам» /Патăрьел/, «Шанчăк» /Çĕмĕрле/, «Тускил» ансамбльсем малтисен йышне кĕчĕç.

Чыслав тапхăрĕнче кубоксем, дипломсем, парнесем хăйсен хуçисене тупрĕç. Унсăр пуçне Юрий Карпов та чи маттуррисене ентешлĕх призĕсемпе хавхалантарчĕ. Хĕрÿ точкăсенче пулнă ветерансен республикăри «Доблесть» организацийĕн председателĕ Владимир Яковлев «Тускил» ушкăнти каччăсене футболкăсем парнелерĕ.

– Паянхи пурнăçра питĕ кирлĕ çакăн пек мероприятисем, – хăйĕн шухăшне палăртрĕ жюри председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Галина Московская. – Талантсем çакăнта вăй илсе аталанаççĕ. Вĕсене яланах çул уçса пымалла.

Фестиваль кăçал регионсем хушшинчи шая тухрĕ. Ăна йĕркелесе ирттерессинче Алина Ермолаева культорганизатор, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Дмитрий Судаков ял старости тата ыттисем пысăк тÿпе хывни куç кĕрет. Пĕрлехи йышра ĕç кирек хăçан та ăнать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика