Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйă евĕрлĕ мероприяти

29 октября 2021 г.

Вăйă евĕрлĕ мероприяти

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта пĕрремĕш чĕрĕк вĕçĕнче тутар, чăваш, вырăс чĕлхисене пĕрлештерекен мероприяти ирттерчĕç. "Халăхсен туслăхĕ" ятпа йĕркеленĕскере шкул директорĕ Г.Сабитова шкул столовăйĕнче ирттерме сĕнчĕ.

ХIХ ĕмĕр вĕçĕ. Раççейре обществăлла апатлану предприятийĕсенче калаçу культурине анлăн сарас енĕпе телепередачăсем сахал мар йĕркеленĕ.

Класс тулашĕнчи вăйă евĕрлĕ мероприятие 5-7 классенче вĕренекенсем уçрĕç. Уйрăм сĕтелсенче тутар, чăваш, вырăс кухнисен апачĕсене хатĕрленĕ. Вĕрентекенсем поварсен рольне "вылярĕç". Вĕренекенсем вара наци костюмĕсемлĕ официанткăсем пулчĕç. Официантсем менюпа апат хатĕрлеме интереслĕ ятсемпе йышăнчĕç: "Ял патшин борщĕ", "Хуратул пăтти произведенисемпе тата авторсемпе", "Шкулти кун-йĕркипе çыхăннă рулет", "Литература коктейлĕ", "Кукар яшки". Çаксене шеф-поварсем вырăсла, тутарла, чăвашла чĕлхесемпе сĕнчĕç. Хăнасем "тутанса" пăхрĕç.

Тĕлĕнмелли тата та пулчĕ. Николай Некрасов поэт çуралнăранпа 200 çул тултарнă май Рания Сабитова "Славная осень" сăвва вуларĕ. "Çăкăр" музейĕн конкурсĕнче çĕнтернĕ Влада Краснова "Эп - чăваш ачи" сăвва шакăртаттарчĕ. Галия Салихова "Идел йорт" тутарла сăвă вуларĕ.

Шеф-поварсем "апат-çимĕçе" хакларĕç, пуçтарăннă балсене кафене аталантарас ĕçе яма пулнине палăртрĕç. Гельнур Нурулловна пуçланă ĕçе малалла аталантарма сĕнчĕ. Мероприяти кăмăллă иртрĕ. Çакăнта Г.Велиуллова, Е.Васильева, Р.Мусина, З.Абитова, Г. Айзатуллова вĕрентекенсен тỹпи пысăк пулчĕ. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика