ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир лăпланмасть-ха

28 сентября 2021 г.

Республикăра коронавирус енĕпе лару-тăру çăмăлах мар, больницăна лекекенсен йышĕ те чакмасть. Çавăнпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев вакцинациленекенсен шутне ÿстерме, ковидран сыхланма цифра сервисĕсене хута ярса хастартарах усă курма сĕннĕ. Малашне апатлану вырăнĕсене, культура, спорт учрежденийĕсене тата халăх йышлă пухăнакан ытти мероприятисене QR-кодпа çеç кĕртĕç. Цифра министерстви коронавирусран вакцинациленĕ çынсем валли мобильлĕ сарăм /приложение/ е сервис хута яма сĕннĕ. Унта ятарлă сертификатпа бонус балĕсем пулĕç. Вĕсемпе тĕрлĕ учреждение кайнă чухне усă курма тивĕ.
Республикăра халăха прививка тăвас ĕç малалла пырать. Чăваш Енре вакцинацин 56 пункчĕ, 13 мобильлĕ пункт ĕçлет. 58 мобильлĕ бригада пациентсене прививка тума çула тухать. Республикăри больницăсенчи койкăсен фончĕн 28 процентне коронавирус инфекциллĕ пациентсене валли уйăрнă.
Районта та коронавируспа чирлекенсен шучĕ сахалланса пыни палăрмасть. Коронавируспа чирлĕ 81 çын килте, 20 çын стационарта сипленет. Чиртен вакцинацилесси малалла пырать. Районта паянхи куна 6128 çын вакцинациленнĕ. Кăмăл пуррисем çак процедурăна ирттерес тесен «122» пĕрлехи номерпе шăнкăравласа, «Патшалăх пулăшăвĕ» порталта, поликлиникăн регистратуринче çырăнма пултараççĕ. Хăйсем те район больницине çитме е яланхи пурăнакан вырăнти сиплев учрежденийĕсене пыма пултараççĕ. Паянхи кун вакцина туни коронавирусран сыхланмалли чи лайăх мелсенчен пĕри. Сирĕн сывлăхăр хăвăр алăра.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика