Продовольственный фонд Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат-çимĕç фончĕпе малашне те çыхăнса ĕçлесшĕн

20 сентября 2021 г.

Апат-çимĕç фончĕпе малашне те çыхăнса ĕçлесшĕн

Апат-çимĕç фончĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ

Ял хуçалăх предприятийĕсем фонд шанчăклă партнер пулнине палăртаççĕ

Ялта ĕçлесе пурăнакансем хальхи вăхăтра хăйсем çăвĕпе çитĕнтернĕ пахча çимĕçе, тыр-пула упрама хураççĕ. Хăйсене кирлинчен ытлашшине вырнаçтарма, сутса тупăш тума тăрăшаççĕ.

Вĕсене ку енĕпе Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ пулăшма пултарать.

«ЧР Апат-çимĕç фончĕн тĕп тĕллевĕ — вырăнти ял хуçалăх таварне туса илекенсене, пысăках мар фермер хуçалăхĕсене, ялта пурăнакансене лайăх ĕçлемешкĕн условисем туса парасси», — палăртать ЧР Апат-çимĕç фончĕн генеральнăй директорĕ Александр Богданов. Вăл ертсе пыракан предприятии хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлать. Ку енĕпе вĕсене командăпа — пĕр шухăшлă пулса тата пĕр-пĕрне ăнланса — ĕçлени пулăшать. Çавна май кăтартусем те çулсеренех лайăхланаççĕ.

Акă хальхи вăхăтра предприяти аграри ĕçченĕсенчен çĕнĕ тырă, çĕр улми, ытти пахча çимĕç, аш-какай йышăнать. Хуçалăхсем ыйтсан вĕсен продукцине фондра тăрăшакансем хăйсен транспорчĕпех пырса илме пултараççĕ. Çавăн пекех тыр-пула виçсе, типĕтсе те параççĕ, упрама та пулăшаççĕ. Апат-çимĕç фончĕ пăрçа, тулă, ыраш, сĕлĕ çеç мар, пăри те туянать. Ку культурăн пĕрремĕш партине Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Нива» ЯХПКран тата Красноармейски районĕнчи фермер хуçалăхĕнчен илсе килнĕ. Асăннă хуçалăхсем кăçал пĕрремĕш хут пăри акса ӳстернине пăхмасăр унăн тухăçлăхĕ тата пахалăхĕ аван пулнă. Фондра ĕçлекенсем тырă пахалăхне малтан анализ туса тĕрĕслеççĕ, унтан тин упрамашкăн склада хураççĕ. Кăçал пухса кĕртнĕ пăрирен предприятин кĕрпе цехĕнче икĕ тĕрлĕ кĕрпе — якатни тата вĕтетни — хатĕрлеме пуçланă та ĕнтĕ.

«Эпир туса кăларакан пăри кĕрпине тĕрлĕ ăмăрту комиссийĕсем питĕ пысăк хак панă, вăл професси конкурсĕсенче те çĕнтернĕ. Чăвашсен пăри кĕрпи кăçал та сумлă конкурссенче малти вырăнсене йышăнасса шанатпăр», — пĕлтерчĕ Александр Богданов. Сăмах май, пăри кĕрпинчен пăтă çеç мар, питĕ тутлă ытти тĕрлĕ апат та пĕçерме пулать. Çакна Апат-çимĕç фончĕ ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем валли йĕркелекен пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисенче те ĕнентерет: вĕсене хутшăнакансене пăрирен хатĕрленĕ çимĕçсене астивме сĕнет. Тĕслĕхрен, Çĕрпӳ районĕнче иртекен «Уй кунĕ» куравра. Агропромышленноç комплексĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан çак мероприятире кăçалхипе виççĕмĕш хут пăри пăттипе хăналанă. Çынсене килĕшнине кура ку йăлана упраса хăварас тенĕ, Етĕрне районĕнче çак кунсенче иртнĕ фермерсен слетĕнче те сывлăхшăн усăллă культурăран пĕçернĕ çимĕçсене тутанма майсем пулнă.

Апат-çимĕç фончĕ пăри çеç мар, çавăн пекех тулă, якатнă тата вĕтетнĕ урпа кĕрписем, якатнă тата вĕтетнĕ пăрçа кăларать. Кăçал çуркунне вăл кĕрпесене пĕчĕк хутаçсене чĕркемлекен /фасовка тăвакан/ цеха хута янă. Фонд садиксене, шкулсене, бюджетăн ытти учрежденине хăй кăларакан кĕрпесемпе, çавăн пекех республикăра туса илнĕ пахча çимĕçпе, аш-какайпа тивĕçтерет. Экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçсене çынсем те хапăлласах туянаççĕ. Хулара пурăнакансене меллĕрех пултăр тата вĕсем республикăра туса илнĕ продукцие йӳнĕрех хакпа туянма пултарччăр тесе предприяти «Канмалли кун» тата «Кĕр парнисем» ярмăрккăсене хутшăнать.

Шупашкар çыннисене экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă пылпа тивĕçтерес, хурт-хăмăр ăстисене хăйсен продукцине вырнаçтарма пулăшас тĕллевпе Апат-çимĕç фончĕ кăçал чăваш пылĕн ярмăрккине йĕркелерĕ. Ку мероприятие кашни çулах ирттересшĕн.

ЧР Апат-çимĕç фончĕ çавăн пекех аграрисене кĕрхи тата çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттермешкĕн кирлĕ минерал удобренийĕсемпе, сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе тивĕçтерет, çав шутрах — аванс мелĕпе те. Çуркунне фонд хуçалăхсене удобрени тӳлевсĕрех /е çуррине укçалла/ парать, кĕркунне вĕсенчен тырă илет. Минерал удобренийĕсен ассортиментне те пуянлатнă. Фонд халĕ те, кĕркуннехи вăхăтра, удобрени сутать. Вĕсемпе усă курни çĕр пахалăхне те, тухăç лайăх пулассине те ырă витĕм кӳрет-çке.

ЧР Апат-çимĕç фончĕпе çыхăнса ĕçлес текенсен туянусемпе суту-илӳ тата маркетинг пайне çак телефонпа шăнкăравламалла: 8 8352 57-20-65.

 

Эксперт мĕн калать?

Инна ВОЛКОВА, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ:

— ЧР Апат-çимĕç фончĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ тĕллеве — республикăри ял хуçалăх таварне туса илекенсене пурлăхпа техника ресурсĕсемпе /минерал удобренийĕсемпе, топливăпа, вăрлăхпа тата ыттипе/ тивĕçтерессине — пурнăçлать. Аграрисене пулăшас тесе аванс мелĕпе те ĕçлет. Çакă вĕсене уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата хушма укçа-тенкĕ илмесĕрех ирттерме май парать.

Апат-çимĕç фончĕ вырăнти ял хуçалăх таварне туса илекенсене продукцине вырнаçтарма та пулăшать. Вăл вĕсенчен тырă, çĕр улми, пахча çимĕç, аш-какай пасартинчен кая мар хаксемпе туянать. Республикăра пурăнакансене пахалăхлă продукципе тивĕçтерет. Çынсен вырăнта туса илнĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса тавара туянма кăмăлĕ пурине кура фонд çулсеренех кĕрпе хатĕрлекен çĕнĕ линисем хута ярать, цехсен ĕç тухăçлăхне ӳстерет. Унсăр пуçне вăл социаллă сфера учрежденийĕсене республикăра туса илнĕ çимĕçсемпе тивĕçтерет.

 

 

ШУХĂШСЕМ

Ремис МАНСУРОВ, Комсомольски районĕнчи «Сюрбеево», «Дружба» хуçалăхсен тата ХФХ ертӳçи:

— Апат-çимĕç фондĕнчен эпир минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем илетпĕр, ăна çакăншăн тырă, çĕр улми паратпăр. Аванс мелĕпе ĕçлетпĕр. Александр Богданов ăнăçлăн ертсе пыракан предприяти пире нумай пулăшать. Минерал удобренийĕ туянас тенĕ чухне мĕнле уйра хăшĕнпе усă курсан аванраххи пирки пире фондра ĕçлекен специалистсем ăнлантараççĕ. Ĕçлĕ çыхăнăва малашне те тăсăпăр.

Алексей ВОРОНОВ, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Нива» ЯХПК председателĕн çумĕ:

— Ку предприятипе ĕçлеме пире питĕ килĕшет. Вĕсем ял хуçалăх организацийĕсем ыйтнине яланах тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Апат-çимĕç фондĕнчен минерал удобренийĕ, выльăхсем валли тăвар, утă çыхмалли шпагат туянатпăр. Çуррине укçан тӳлетпĕр, ытти пайĕшĕн тырă, аш-какай паратпăр. Кăçал акă пĕрремĕш хут пăри акса ӳстертĕмĕр, ăна та фонда патăмăр. Вăл пире хушăран продукцишĕн укçине маларах та парать. Эпир пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр.

Петр ТУНГУЛОВ, Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ ЯХПК председателĕ:

— ЧР Апат-çимĕç фондĕнчен минерал удобренийĕ туянатпăр. Укçине тӳлетпĕр те — удобрение вырăнах кӳрсе килеççĕ. Хăйсен транспорчĕпе хуçалăх картишнех илсе килсе параççĕ. Çапла килĕштерсе ĕçлетпĕр. Пĕр-пĕрне хальччен улталаса курман. Фонд чи шанчăклă партнерсенчен пĕри тесе калас килет. Малашне те унпах ĕçлĕпĕр.

Александр НИКАНОРОВ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплă общество ертӳçи:

— Ку предприяти республикăри ял хуçалăх организацийĕсенчен чылайăшĕшĕн шанчăклă партнер, çав шутрах пирĕншĕн те. Вăл нумай чухне лайăх хаксем сĕннĕрен унран тулă, урпа, пăри, чĕркемленĕ кĕрпесем, çавăн пекех удобрени туянатпăр. Çапла самаях перекетлеме май килет. Çавăнпа фондпа ĕçлеме кăмăллă.

Юрий МЯСНИКОВ, Елчĕк районĕнчи «Рассвет» ЯХПК председателĕ:

— Апат-çимĕç фончĕпе эпир те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Минерал удобренийĕсем, сĕрмеллиçунтармалли материалсем туянатпăр. Кăçал акă питĕ нумай топливо илтĕмĕр. Йăлтах вăхăтра, малтан калаçса татăлнă пек кӳрсе килеççĕ. Кĕркунне вĕсене тырă паратпăр. Фондпа ĕçлеме меллĕ.

Валерий ГЕРАСИМОВ, Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозăн — сăнавпа кăтарту хуçалăхĕн председателĕ:

— Эпир хамăр туса илекен тырпула, аш-какая фонда паратпăр. Вĕсенчен минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем илетпĕр. Ку предприятипе ĕçлеме пире килĕшет. Малашне те хальхи пек тачă çыхăнса ĕçлесчĕ.

Андрей ДМИТРИЕВ, Çĕрпӳ районĕнчи «Куснар» агрофирма ертӳçи:

— ЧР Апат-çимĕç фончĕпе виççĕмĕш çул çыхăнса ĕçлетпĕр. Çуркунне вĕсенчен минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем илетпĕр. Çакăншăн укçа та паратпăр, тӳлеве кĕркуннене те хăваратпăр. Кĕркунне вара хамăр туса илнĕ тырăпа тавăрса паратпăр. Фонд — шанчăклă партнер, хăйĕн сăмахне яланах тытать. Вĕсемпе малашне те çыхăнăва татасшăн мар.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 


Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков Журнал Агробизнес Минсельхоз России Крестьянские ведомостиВсе сайты Чувашии ИА ВолгаИнформАПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно

ГУП ЧР ЧувашхлебопродуктЧГСХА

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика