Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмара кашни минут хаклă

18 августа 2021 г.

Уяр кунсемпе усă курса районти хуçалăхсем хĕрсех кĕрхи культурăсене выраççĕ. «Сарă тинĕсре» иртен пуçласа каçченех комбайнсем кĕрлеççĕ, пиçсе çитнĕ тыр-пула çапса тĕшĕлеççĕ.
Районти 6 хуçалăхра вырма ĕçĕсене вĕçленĕ, ытти хуçалăхсенче вара кашни кунпа туллин усă кураççĕ. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов «Асаново» ЯХПК-ри вырма ĕçĕсем епле пынипе вырăнта паллашнă.
Асăннă хуçалăхра ĕçе пĕлсе тата вăхăтра йĕркелеççĕ. Кунта тăрăшакансем хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕр-леççĕ, кĕрхи культурăсене çапса тĕшĕлеççĕ, çĕртме тăваççĕ.
Кăçал хуçалăхра 658 гектар çинче тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ. Августăн 16-мĕшĕ тĕлне ĕçченсем 503 гектар çинчен тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ: кĕрхи тулă _ 199 гектар, ыраш — 24 гектар, урпа — 230 гектар, сĕлĕ — 25 гектар, пăрçа — 25 гектар. 3390 тонна выльăх апачĕ ха- тĕрленĕ. Кĕрхисене акса хă- варма 150 гектар çĕр хатĕр, 78 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă. Хуçалăх ертÿçи Александр Бахтеров пĕлтернĕ тăрăх, ĕçченсем кашни кунпа туллин усă кураççĕ, тăрăшса ĕçлеççĕ.
Хуçалăх ĕçченĕсене пур ĕçе те вăхăтра ĕлкĕртсе пÿлмесене тулли пуян тухăç пуçтарса кĕртме сунатпăр.
С.Ефимова

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика