Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почтальон кашни килех çитме васкать

30 июля 2021 г.

Хальхи саманара интернетпа электрон почти питĕ хăвăрт аталанать пулсан та, почта службин пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çынсем яланхи пекех çырусем çыраççĕ, пĕр-пĕрне посылкăсемпе бандерольсем яраççĕ, хаçат-журнал тата тĕрлĕ тавар çырăнса илеççĕ.
Çĕнĕ Мăратри почта уйрăмĕнче ĕçри тивĕçсене пахалăхлă пурнăçлакан специалистсем вăй хураççĕ. Вĕсем яваплă ĕçленине кура хаçат-журнал çырăнассипе те, сутассипе те, ытти тивĕçсене пурнăçлассипе те лартнă плансене туллин пурнăçлаççĕ.
— Почта уйрăмĕнче тăрăшакансен ĕçĕ нумай. Эпир илсе килсе панă корреспонденцие сортлатпăр, шутласа адрессем тăрăх уйăратпăр, çынсене пичет кăларăмĕсемпе тивĕçтеретпĕр, пенси укçи валеçетпĕр. Ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем почта уйрăмĕ урлă электроэнергипе, çутçанталăк газĕпе, телефонпа усă курнăшăн тата коммуналлă пулăшушăн тăратакан счетсене тÿлеççĕ. Унсăр пуçне халăха куллен кирлĕ тĕрлĕ тавар та сутатпăр. Самана аталаннă май халăха тивĕçтерекен почта пулăшăвĕсен шучĕ те ÿсрĕ. Пирĕн урлă кĕсье телефонĕпе е интернетпа усă курнăшăн та тÿлеме пулать, — паллаштарчĕç хăйсен ĕç-хĕлĕпе почтальонсем.
Пĕчĕк коллективри ĕçтешсем професси тивĕçĕсене пĕр-пĕрне пулăшса туслă пурнăçлаççĕ. Почтальонта 6 çул тăрăшакан Елена Соловьевăпа Ирина Семенова, 1 çула яхăн ĕçлекен Ирина Карасева, 8 çул вăй хуракан Тамара Шельтямова Тукай, Тăманлă Выçли, Çĕнĕ Мăрат тата Вутлан ялĕсенче пурăнакан клиентсене хăть мĕнле çанталăкра та корреспонденципе вăхăтра тивĕçтерес тата халăхран тĕрлĕ тÿлевсем йышăнас тесе тимлеççĕ. Çырăнтару тапхăрĕнче хаçат-журнал çырăнмалли çинчен ял çыннисене аса илтерсех тăраççĕ. Почта уйрăмĕнчи оператор тивĕçĕсене Тури Тимĕрчкассинчен Елена Яковлева килсе пурнăçлать. Вăл Çĕнĕ Мăратри почта уйрăмне эрнере икĕ кун, юнкунпа эрнекун килсе çÿрет.
Шатăр сивĕ-и е çил-тăман-и, çумăр лÿшкет-и е шăрăх çунтарать — почтальона клиентсем кĕтеççĕ.
— Уйрăмах ватă çынсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ пире. Вĕсем, хыпарсене интернет уçлăхĕнчен пĕлме кăмăллакан çамрăксемпе танлаштарсан, «хут çинчи» информацие хапăлларах йышăнаççĕ. Çавăнпа вĕсем чи вулакан категорие кĕреççĕ.
Почтальон ĕçĕ, паллах, çăмăл мар. Çав вăхăтрах ырăлăхпа тулнă. Хавхалануллă утăпа тулли сумкаллă почтальон ялти кашни киле тенĕ пекех çитет. Каçа хирĕç почтальонăн çырусемпе хаçат-журнала валеçсе пĕтерсен, извещенисене çитерсен тин ĕç кунĕ вĕçленет. Вăл вăхăта почта уйрăмĕнчен тултарса тухнă сумки те пушанать унăн. Ирхине вара татах почта уйрăмне вăхăтра çитмелле, хăнăхнă маршрутпа çынсем патне çитсе çĕнĕ хыпарсемпе тивĕçтермелле, хутшăну савăнăçĕ парнелемелле.
Çĕнĕ Мăратри почта уйрăмĕнче ĕçлекенсене малашне те яланхи пекех тăрăшуллă пулма, ăнăçуллă ĕçлеме сунатпăр.

С.ЕФИМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика