Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çинче хисепре

16 июля 2021 г.

Кирек хăш предприяти-организацин машинăпа трактор паркне илсен те унта водительсемпе  механизаторсемсĕр  пуçне юсавçăсем те ĕçлеççĕ. Газоэлектросварщик-и вăл, слесарь-и, токарь-и е тимĕрçĕ — вĕсен ĕçĕ пĕрре пăхсан  курăнмасть те пек. Чăннипе вара вăл е ку  техника куллен çула тухасси, пĕр кăлтăксăр  та тухăçлă ĕçлесси вĕсенчен  чылай килет.  Юсавçăсем пурнăçланă ĕçе нимĕнле  виçепе те виçме çук. Тонна-километрпа  та, эталон-гектарпа та, килогрампа та картаймăн. Тонна-километрсемпе  эталон-гектарсем вара техника лайăх ĕçленипе çеç пулаççĕ. Шăпах юсавçăсен «ылтăн» аллисем техникăна «сиплеççĕ», «сыватаççĕ». 

1980 çулсенче районти чылай хуçалăхсенчи пекех «Заветы Ильича» колхозăн машинăпа трактор паркĕ палăрмаллах çĕнĕ техникăпа пуянланма пуçланă. Хă- ватлă тракторсемпе автомашинăсем, комбайнсем, кăкарса ĕçлемелли ытти техника нумай туяннă. Вĕсене пăхса тăма, вансан çийĕнчех юсама  вырăнтах ăста специалистсем кирлĕ пулнă. Вăл вăхăтра колхоза ертсе пынă И.И.Чернов тин çеç Совет çарĕнчен çĕршыв  чиккине сыхласа таврăннă  Минагим Юнусова токаре вĕренме  кайма сĕнет.  Каччăн вăл вăхăтри ытти вуншар çамрăкăнни пекех машина е  трактор рулĕ умне те ларас килнĕ пулĕ. Çапах та килĕшет. Кĕçех Канашри ТУ-17 вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухма пуçлать. Хăй аллипе деталь ăсталама пултарни кăмăла каять ăна. Кăсăклансах вĕренет каччă. 1981 çулхи июль уйăхĕнче тăван колхозра ĕçле пуçлать. Хуçалăхра хĕрÿ вăхăт. Утçи, вырма пуçланнă. Механизаторсемпе водительсен пĕр пушă вăхăт та çук.  Вĕсемпе пĕрлех юсавçăсен бригади те машинăпа трактор паркĕнче икĕ  сменăпа та хуралта. Хирте ваннă тракторсемпе «хир карапĕсене» «пĕрремĕш пулăшу»  пама хатĕр вĕсем. Вĕреннĕ чухне токарь ĕçĕ ял хуçалăхĕнчи хĕрÿ тапхăрта мĕн тери кирлĕ пулнине туллин чухласах та çитереймен пулсан, колхозра ĕçлеме  пуçласан хăй çинче яваплăха туллин  туйса курсан Минагим Халимович  хăй тĕрĕс проофесси суйласа илнине ăнланса илет. 

Унтанпа Хăнтăрла юханшывĕ тăрăх чылай шыв юхса  иртрĕ ĕнтĕ.  Малтанхи ĕç кунĕсене  паянхи кун та  асра тытать вăл. Çак  вăхăтра «Заветы Ильича» /«Труд»/ колхозра ĕçлесе мĕн тĕрлĕ деталь хатĕрлемен-ши токарь? Вĕсен шутне шутласа та кăлараймăн. Çивĕч куç, ăста алă, техникăна лайăх пĕлни кирлĕ токарь ĕçĕнче.  Унсăр пуçне тата машинăпа трактор валли пĕр-пĕр пай /деталь/ хатĕрлеме çав тери  тĕрĕс виçепе  туни кирлĕ. Тăрăшнă Минагим Халимович, çулсерен ăсталăха  ÿстерсе пынă. Пахалăхлă ĕçшĕн юлташĕсем мухтани, тав туни уйрăмах паха. Çакă ăна татах та хавхалантарса    пынă. 

40 çул тăван колхозра ĕçлесе М.Х. Юнусов чăннипех те ырă ята тивĕçнĕ. Колхоз правленийĕ пултаруллă пулнăшăн ăна çулсеренех хаклă парнесемпе, Хисеп грамотисем парса чысланă. Вăл район администрацийĕн, ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсене те пĕрре мар тивĕçнĕ. 

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕçленипе çеç мар, çемьере килĕшÿлĕх, татулăх пултăр тесе те тăрăшнă.  Çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнă, хуралтăсем çĕкленĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытнă, пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтернĕ.  Мăшăрĕпе Гузель Бариевнăпа 2 ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсем ывăлĕн Марселĕн çемйипе пурăнаççĕ. Икĕ мăнукĕпе савăнаççĕ. 

Ĕç çĕклет — ÿркев ÿкерет тенĕ халăхра. Ĕçчен çын хăть ăçта та  хисеплĕ,  ĕç тиркемен çын пур çĕрте те кирлĕ. Ялта Юнусовсене хисеплеççĕ. Хастар ĕçпе, сăпайлăхпа тивĕçнĕ вĕсем çак ят-сума.

Кăçал Минагим Халимович 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ялта пурăнакан çĕршер-пиншер çын пекех ачаран  ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, çак кунчченех пурнăçне ĕçпе ирттерет вăл. Хăй суйласа илнĕ токарь профессийĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмест. Унăн ĕçĕ тăван колхоза пулăшу панишĕн хăпартланать. 

Ю.ГАВРИЛОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика