Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ манăçмĕ (Ял ĕçченĕ)

30 апреля 2021 г.

Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ манăçмĕ (Ял ĕçченĕ)

Чăваш Енре ку çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума пуçлани 80 çул çитнине халалланă. 1941 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи январь уйăхĕччен чăваш халăхĕ Сăрпа Хусан хÿтĕлев рубежне тума хастар хутшăннă.

Манăн мăн асанне Феодосия Андреевна Полякова (Смирнова) çак ĕçе хутшăнакансенчен пĕри.

Вăл 1924 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Тĕвенеш ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере 6 ача ÿснĕ. Пиччĕшĕсем пурте вăрçа тухса кайнă. Анчах амăшĕ вăрçăран пĕр ывăлне кĕтсе илеймен. Вăл танк ăшĕнчех çунса вилнĕ. Феодосия кĕçĕнни пулнă. Хĕр ача 3 çулта чухнех ашшĕсĕр тăрса юлнă. Апла пулин те ачисене пĕлÿ пама тăрăшнă амăшĕ. Ахальтен мар вĕсен йăхĕнче учительсем нумай, çĕре тĕпчекен профессор Семен Иванович Андреев та пулнă. Сергей пиччĕшĕ учителе вĕреннĕ. Мăн асанне кÿршĕ Кипеç ялĕнче 7 класа лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Хветуç (çапла чĕннĕ ялта) Патăрьелĕнче питомник ĕçченĕ (садовод) пулма вĕреннĕ. Хĕр спортпа туслă пулнă. Йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусенче Комсомольски, Патăрьел районĕсен чысне хÿтĕленĕ.

Вăрçă пуçланнă чух, мăн асанне 17 çул та тултарман. Колхозра ырми-канми ĕçленĕ: тырă вырнă, пуçтарнă, вăрçа кайнă арçынсем вырăнне юлнă вĕсем. Вăкăр кÿлсе Канаша тырă леçнĕ. Çуллахи вăхăтра ĕç нумай пулнипе уйра та çĕр каçни пулкаланă.

1941 çулхи октябрь уйăхĕнче 17 çул тултарнă хĕре Улатăр районне Сăр шывĕ хĕрне хÿтĕлев траншейисем чавма янă. Феодосия Андреевна манăн асаннене (Куприянова Валентина Сергеевнана) каласа панинчен:

«Çанталăк питĕ сивĕ тăратчĕ. Хĕлле 40 градусран та иртетчĕç. Окопсем чавма питĕ йывăрччĕ. Çĕр тарăн шăннипе кăшт кăна катăлса тĕпренетчĕ. Çĕр ăшăнса тăтăр тесе кăвайтсем чĕртеттĕмĕр, капла чавма çăмăлрахчĕ. Алсенче пуртă, лум, кĕреçе анчах пулнă. Урари çăпатасем, алсасем питĕ хăвăрт çĕтĕлетчĕç. Ĕçленĕ çĕре сутлăх çăпатасем, пушăт илсе пыратчĕç. Ăна укçалла туянса çăпатасене юсанă. Çири тумтирсем те пит чаплах марччĕ. Тарланипе алсишсем, нускисем йĕпенетчĕç те пăрланса лум çумĕнчен хăпмастчĕç. Алăсем шăннипе хĕп-хĕрлĕ пулатчĕç.

Пире хваттере çывăхри ялта пурăнакансем патне мунчана ячĕç. 10—12 хĕр çавăнта выртса тăтăмăр. Урайне улăм сарнă, минтер вырăнне çири тумтире хураттăмăр. Мунчана хутса ăшăтма черетпе пĕри ĕçрен кăшт маларах кайнă. Пĕçерсе çиме те çăмăлах марччĕ. Мунча хутса апатне кăвар çине лартса пĕçернĕ. Тумтирсене типĕтнĕ. Илсе пынă çĕрулмисем шăнатчĕç. Кăнтăрла кăвайт çине пăрахса пĕçерсе çинĕ. Пире ялтан лашапа çимеллисем илсе килсе паратчĕç. Сăр шывĕн çыранĕ чăнкăччĕ. Ирхине 3 сехетре, пурте çывăрнă чухне, икшер витрепе шыв йăтса хуранпа апат пĕçереттĕм. Уншăн мана ĕç кунĕ хушса тÿленĕ.

 

Ытти хĕрарăмсемпе хĕрсем апат пĕçерме килĕшместчĕç. Юрать, Сăр тăрăхĕнче вутти пурччĕ, унсăрăн шăнса вилме те пулатчĕ пуль, çапах та чирлекенсем пулчĕç. Шыв ĕçес килетчĕ те Сăр шывĕ çинче вак куç уçсах тăраттăмăр. Унти сивĕ шыва выртсах ĕçеттĕм. Темле чирлемен вара эпĕ. Вак куçри шыв ан шăнтăр тесе çиеле улăм хураттăмăр, анчах ирхине каллех шăнса ларатчĕ. 45 градус таран сивĕ тăнă çав. Шыв ăсма кайсан вак куçне пуртăпа таккаттăм. Чăнкă çырантан хăпарма питĕ йывăрччĕ, унта картлашка туса хунă пулсан та. Алăсем питĕ суратчĕç, çапах ĕçленĕ, вилмен. Эпĕ вĕçне çитиех ĕçленĕ. Киле килмен. Çемьеллисем улшăнса киле кайса килетчĕç. Хĕрсем кайман.

   1942 çулхи январь уйхĕнче яла таврăнтăмăр. Хÿтĕлев траншейисем чавса пĕтерсен, ытти çамрăксемпе Йĕпреç тăрăхне вăрман касма ячĕç. Пысăк йывăçсене тÿнтерме питĕ йывăрччĕ. Кайран самолетсем валли кирлĕ тесе пăчкăпа хăма çурма илсе кайрĕç. Питĕ çÿхе çураттăмăр. Кукăр çурсан вăрçатчĕç, штраф тÿлеттеретчĕç. Йывăç тĕпĕсене юр ăшĕнчен чавса кăларнă. 1941 çулта сивĕпе колхоз сачĕсем пĕтрĕç. Унта 1,5 га çинче шăнса хăрнă йывăçсем вырăнне 1943 çулта çĕнĕрен лартса чĕртрĕмĕр. Çав çулах комсомолецсем танксем, самолетсем тума фронта укçа пуçтарса панă».

   Феодосия Андреевна вăрçă хыççăн колхозра вăй хунă. 1946 çулта вăрçăран таврăннă Сергей Александрович Поляковпа çемье çавăрнă. 7 ача çуратса ÿстернĕ. Хастар хĕрарăма ял Совет, Патăрьел районĕн депутатне нумай хутчен суйланă. Ăна «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Амăшлăх», «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 30 çул (40) çул», «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальсемпе чысланă. Мăн асанне вăрçăри йывăрлăхсене пула чире кайнă. 63 çула çитсенех вилнĕ.

Телее, Сăрпа Хусан хÿтĕлев рубежĕсене вăрçă тĕллевĕсемпе усă курман. Çав çулсенче пирĕн халăх кирек мĕнле йывăрлăха та, хĕн-хура та чăтса ирттерме пултарнине ĕçпе кăтартса панă. Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ. Пирĕн асаттесен, мăн асаттесен, асаннесен, мăн асаннесен вăрçăри тата ĕçри паттăрла ĕçĕсем яланах асра пулĕç.

                                                                                                                             Куприянова Валерия 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика