Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гузелия Сафина - Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ

10 июня 2021 г.

Районти депутатсен Пухăвĕн 2021 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче кăларнă йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Патăрьел районĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн, кăмăл-сипет воспитанийĕшĕн Гузелия Мухарямовна Сафинана "Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ятпа чыслама палăртнă. Вăл Кзыл Чишмара çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Тутарстанри "ТАИФ" акционерсен обществин генеральнăй директорĕн экономика тата финанс енĕпе ĕçлекен çумĕ.

 Гузелия Мухарямовна 1977 çулта Хусанти финанспа экономика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Альметьевскри "Радиоприбор" завода бухгалтера вырнаçнă. Каярахпа кунтах экономистра, аслă экономистра тăрăшнă.1980 çултан насуссем тăвакан Пĕтĕм Союзри наукăпа тĕпчев институтĕнчи планпа экономика уйрăмĕнче инженер пулса ĕçленĕ, 1986 çултанпа - Хусанти художество хатĕрĕсен фабрикин тĕп бухгалтерĕ.

1989 çулта ТАССРăн Патшалăх агропромышленность комитечĕн информаципе шутлав центрĕнче экономистра ĕçлеме пикеннĕ, каярахпа ертсе пыракан бухгалтерта тăрăшнă. 1991 çултан "Казань" наукăпа производство пĕрлешĕвĕн тĕп бухгалтерĕн должноçĕнче ĕç стажне малалла тăснă. 1995 çултан пуçласа паянхи кунчченех пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр "ТАИФ" компанинче вăй хурать.

Г. Сафина ĕçри яваплăхне, ерçỹлĕхĕ сахаллине пăхмасăрах социаллă пурнăçпа тата вĕрентỹпе çыхăннă проектсене хастар хутшăнать. Вĕсенчен пĕри - Патăрьел районĕнчи Кзыл Чишмара çамрăксем валли пурнăçа кĕртекен проект - "Сэлэт-Батыр" общество центрĕ. Гузалия Мухарямовна Кзыл Чишмари кивĕ шкула çĕнетсе унăн никĕсĕнче районти, республикăри пултаруллă ачасен ăсталăхне малалла аталантармалли центр уçма тăрăшни чăннипех те тав сăмахне тивĕçлĕ. Малашне кунта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулĕç.

Çакна та палăртса хăвармалла. Ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн пирĕн ентешĕмĕр сахал мар наградăна тивĕçнĕ. Вăл шутра "Хусан хули 1000 çул тултарнине асăнса" медаль, "Тутарстан Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕ тата орденĕ, "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ экономисчĕ", "Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ" хисеплĕ ятсем. 2018 çулта Гузелия Сафина Патăрьел районĕнче иртнĕ "Çулталăк меценачĕ" конкурс çĕнтерỹçи пулнăччĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика