Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хире перлехи вайпа

21 апреля 2021 г.

Уй-хире перлехи вайпа

Уй-хире _ п.рлехи вёйпа

Черетлĕ çур аки кунпа мар, сехетпе çывхарнă вăхăтра Оринин ял тăрăхĕнчи Мулкачкассинчи Роза Наумова ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе курма тÿр килчĕ. Çак кун унăн мăшăрĕ Сергей Виталий (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) шăллĕпе тракторсене уй-хирте ĕçлеме хатĕрлессипе тăрăшатчĕç.

– Вĕсем тимлесе вăй хунипе уй-хир ĕçĕсене тухмалли икĕ МТЗ-82 тракторпа Т-150 «хурçă ута» юсавлисен ретне лартрăмăр. Халĕ кăкарса ĕçлемелли агрегатсем патне пымалли юлчĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа çĕнĕ аталану шайне ура ярса пусас тетпĕр. Çапла пулмалла та ĕнтĕ – хамăра тăрантаракан çĕр-аннемĕре хуçасăр хăварма юрамасть. Эпир-çке унăн ачисем, ывăлĕ-хĕрĕсем, – терĕ ĕçлекен арçынсем валли кăнтăр апачĕ хатĕрленĕ Роза Ивановна.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçипе калаçнă çĕре механизаторсем те пычĕç. Кĕске калаçура хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕç. Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçин мăшăрĕ Сергей Валериянович çĕр ĕçĕнче пĕрремĕш çул мар. Маларах çулсенче вăл «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче механизатор пулса вăй хунă. Опытлă çĕр ĕçченĕ халĕ 5 çул ĕнтĕ хресчен (фермер) хуçалăхне аталантарассипе тăрăшать.

– Çăмăл-и çĕр çинче фермер пулса ĕçлеме? – ыйтатăп пĕлĕшĕмсенчен калаçăва малалла тăсса.

– Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăллăхпа палăрман. Çĕр ĕçченĕн канăвĕ вăл хăйне евĕр вăрттăнлăх. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче хресчен кану пирки шухăшламасть те. Мĕн акни-лартнине пуçтарса кĕртсен çеç, малашлăх пирки шутланă чух сывлăш çавăрса илет. Çакă вăл ялта пурăнакан кашни çыншăн паллă. Çитес çур акире те хирте ытларах хамах тракторпа ĕçлĕп, – хăй калаçма ÿркенменнине палăртрĕ Сергей. 

– Сирĕн хресчен (фермер) хуçалăхĕ мĕнле лаптăк йышăнать-ха? – интересленетĕп Роза Ивановнăран.

Хурав париччен фермер юнашар хирте вырнаçнă хăйсен çĕр лаптăкĕсене куçпа виçсе илчĕ:

– Хамăр тăрăшнипе, ялта пурăнакансем пулăшнипе ял çыннисен пай çĕрĕсене 150 гектар арендăна илтĕмĕр. Çĕр ĕç технологине пăхăнса тата пусă çаврăнăшне тивĕçлипе тытса пырас тĕллевпе иртнĕ çул 40 гектар кĕрхи культурăсем акрăмăр. Нумай çул ÿсекен курăксем 20 гектар йышăнаççĕ. Кăçал çуртрисем 90 гектар акма шутлатпăр. Ака вăрлăхĕ янтă ĕнтĕ. Çĕр пиçессе çеç кĕтетпĕр, – терĕ фермер манпа калаçнă май. Хăй вара юнашар хиртен куçне тартмарĕ.

 – Чăн çĕр ĕçченĕ пĕр ĕçпе çеç лăпланса пурăнмасть, – тăсатăп малалла. Кунта пирĕн калаçу выльăх-чĕрлĕх çине кĕрсе кайрĕ. Наумовсем чăнласах выльăх-чĕрлĕхпе те ĕçлеççĕ. Ĕнисене те, вăкăрĕсене те вĕсем тăван килти сарайĕнче тытаççĕ. Вĕсемпе тĕллевлĕ ĕçлеме хастарскерсем выльăх апатне те хăйсемех янтăлаççĕ. Янтă апатпа выльăх-чĕрлĕхрен продукци  илесси те уксахламасть.

Малашлăхпа ĕçлекен фермерсем кăçал хăйсен базине Орининта унччен сысна ферми пулнă çуртра уçнă. Харпăрлăхри техникăпа туллин усă курассишĕн тăрăшса хĕл кунĕсенче вĕсем Оринин тата Хорнуй ял тăрăхĕсенче çулсем уçассине те хăйсем çине илнĕ.

– Ĕмĕчĕсем пысăк-ха. Эпир мĕн пурнăçланипе кăна лăпланмастпăр, япăххи пирки шутламастпăр, хамăр ума тăтăш пурнăçламалли çĕнĕ тĕллевсем лартатпăр. Ĕçлесен ялта та ăнăçлă пурăнма пулать, – кăмăллăн калаçаççĕ фермер ĕçне кÿлĕннисем.

Сăмаха вĕçленĕ май Наумовсен амăшĕпе ашшĕ пирки те асăнса хăвармасăр май çук. Анфиса Михайловнăпа Валериян Иванович ĕç ĕмĕрĕн пысăк пайне хуçалăхри обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ирттернĕ.

                                                                                                                                                                                                                                                                                                А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика