Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнелнĕ клубсенче специалистсем çитмеççĕ

09 апреля 2021 г.

Иртнĕ эрнере пирĕн районта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ. Чи малтанах вăл район пуçлăхĕпе Алина Васильевăпа, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Марина Павловăпа, райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçипе Зарема Князевăпа тĕл пулса вырăнти культура сферине аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕ.

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче культура ĕçченĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Ăна уçнă хыççăн Марина Павловăна сăмах пачĕç. Вăл чи малтанах юлашки çулсенче республикăри тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем районсене тухса çÿресе вырăнти лару-тăрупа куçа-куçăн паллашни питĕ вырăнлине, патшалăх ялсенчи культура учрежденийĕсене пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Çулсеренех ялсенчи культура çурчĕсене, вулавăшсене юсаççĕ, вĕсем çĕнĕ оборудованисемпе те пуянланаççĕ. Чылайăшĕн сцена костюмĕсем вĕр çĕнĕ. Пандеми вăхăтĕнче мероприятисене, концертсене ытларах онлайн мелĕпе йĕркеленĕрен Елчĕк юрри-ташшипе район халăхĕ кăна мар, тĕнче паллашать. Паллах, отрасле культработник пĕччен аталантараймасть, авалхи ырă йăла-йĕркесене те упраса хăвараймасть. Унăн тĕп тивĕçĕ – хăйсен ĕçне халăха явăçтарасси. Акă, Патреккелти халăх хорĕн ячĕ инçете-инçете саланнă. Унти хористсем вун-вун çул куракана çĕнĕ юрăсемпе савăнăç кÿреççĕ. Вырăскассинчи, Çĕнĕ Пăвари халăх, Тÿскелĕнчи, Лаш Таяпари фольклор ушкăнĕсен юрри-ташшине кăмăллакансем те йышлăн. Тÿскелте культурăпа кану центрĕ çĕкленсе ларни «Шуçăм» фольклор ушкăнне çÿрекенсен пултарулăхĕнчен килнине те аван чухлатпăр. Ахальтен мар «Пĕччен утсан йĕр пулать, çĕрĕн утсан çул пулать», – тенĕ ваттисем.

Зарема Князева докладĕнчен çакă паллă пулчĕ: районта 31 культура çурчĕ. Юлашки çулсенче чылайăшне çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Иртнĕ çул «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тата республика пулăшăвĕсемпе усă курса Елчĕкри культура çуртĕнче, тĕп библиотекăра, районти архивра, ялсенчи культура учрежденийĕсенче курăмлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă, çапах та тата 10 культура çурчĕ тĕплĕ юсав кĕтет. Çав вăхăтрах районти историпе тăван тавралăх халăх музейĕ те.

Светлана Каликова тухса калаçнă май чи малтанах Елчĕксем канашлăва тăван чĕлхепе ирттернипе хĕпĕртенине пытармарĕ. Унтан кăçал апрелĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхин кунне, чăваш çырулăхĕ пуçланса кайни 150 çул çитнине курăмлă мероприятисенче çутатмаллине аса илтерчĕ. Культура тытăмне аталантарма патшалăх Елчĕк районне юлашки 5 çулта 74 миллион тенкĕ, вăл шутран 37 миллион иртнĕ çул уйăрнине, хальхи вăхăтра культура çурчĕсене юсаса çĕнетме тĕрлĕ программа пуррине, вĕсене ĕçе кĕртес тесен документсене вăхăтра туса çитерсе министерствăна çитермеллине палăртрĕ. Çавăн пекех Светлана Анатольевна культура çурчĕсем çĕнелсе пынă тапхăрта ятарлă пĕлÿллĕ специалистсем çитменнине, пуррисем те районта 0,5 е 0,75 ставкăпа кăна ĕçленине, профессионалсене упрамаллине, хулара вĕренекен çамрăк специалистсене яла илсе килессипе çине тăрса тăрăшмаллине палăртрĕ. Кăçал та районти библиотекăсен кĕнеке фончĕ пуянланĕ, чи тăрăшуллисем патшалăх пулăшăвне те тивĕçĕç. Министр Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне те çитсе курчĕ.

Чăваш Енри Культура министерствин делегацийĕ – Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕн директорĕн çумĕ Валентина Яковлева, Общество канашĕн председателĕ Виктор Бондарев, наци библиотекин директорĕн çумĕ Галина Быкова та фойери куравсемпе интересленсе паллашрĕç. Хăнасем чăн чăваш тĕррипе тĕрлекен вырăнти паллă ăстан – Аслă Елчĕкри Валентина Вастулован салфеткисемпе, Турăш каррисемпе, чылай çул ремесла ĕçĕсемпе чапа тухнă, халĕ хутран карçинккасем çыхакан Элекçей Тимешри Борис Пятаковăн, икĕ çул каялла кăна чун киленĕçне тупнă – кивĕ япаласенчен тĕрлĕ кавир çыхать, татăк-кĕсĕкрен минтер пичĕсем, утиялсем çĕлет – Аслă Пăла Тимешри Елена Портнован, пуканесене чăваш çи-пуçне çĕлесе тĕрлесе тумлантаракан маçтăрсен – Кĕçĕн Таяпари Светлана Агеевăпа Маргарита Галкинан ĕçĕсене пысăка хурса хакларĕç. Шăмалакри Александр Чернов тĕрĕ ăстинчен вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç: арăмне чăваш кĕпи çĕлесе, тĕрлесе тăхăнтартнисĕр пуçне пит шăллисем те тĕрлет, пиçиххисем çыхать тата ытти те. «Елчĕксем пултарулăхĕпе тыткăнлама пĕлеççех. Арçынсем те тĕрлеççĕ вĕсен. Килсе курман пулсан ĕненместĕмĕрччĕ», – терĕç Шупашкарсем.

Пире куравсене ĕнерхи культура ĕçченĕсем хутшăнни уйрăмах тыткăнларĕ. Паллах, питĕ ырă пулăм çакă, анчах хальхисем ăçта?

Канашлăва хутшăннисем саланнă май тĕл пулăва илем кÿрекенсем хăйсен япалисене чăматана, михĕсене е сумкăсене чиксе пуçтарчĕç те килĕсене васкарĕç…

Çав кунах каçхине Елчĕксем Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕн «Сурпан «Пĕрле» концертне курса киленчĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика