Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлĕнмелли нумай пулчĕ

26 марта 2021 г.

Наци библиотеки йĕркеленĕ "Наукăллă Чăваш Ен" интелектуаллă марафон малалла тăсăлать. Çак кунсенче районти централизациленĕ библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинниковăпа ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем Антонина Иголкинăпа Марина Кошкина Анат Туçари вулавăшра пулчĕç. Вĕсем ялти 1-4 классенче вĕренекенсемпе "Кичемсĕр те йăлăхтарман ăс-хакăллă наука" ятпа пĕлỹ сехечĕ ирттерчĕç. Мероприяти вăхăтĕнче ачасем "наука", "ăсчах", "опыт" тата "эксперимент" терминсемпе паллашрĕç. Кăсăклансах презентаци пăхрĕç. Кунта вĕсене тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ. Япăх куркансем валли йĕркеленĕ шрифт, алă протезĕсем, батут, мороженнăй тата ытти япалана шухăшласа кăларакансем çинчен пачах пĕлмен-çке. Çакă вĕсене наукăпа экспериментсем çинчен тарăнрах вĕренме хавхалантарчĕ. Кашни слайдах кăсăкланса пăхрĕç. Эпир кулленхи пурнăçра усă куракан япаласем нумай хут пысăклатсан пачах урăхла курăнаççĕ иккен. Çавна май ачасем куç умĕнчи япаласем çине тата тимлĕрех сăнаса пăхма пуçларĕç.

Библиотекарьсем шкул ачисем валли хăрушсăр та ансат, илĕртỹллĕ те кăтартуллă опытсем хатĕрленĕ: "Асамлă шыв", "Чечексене сăрлани", "Тĕслĕ шыв", "Вулкан", "Шывран мĕнле типĕ тухмалла?". Çитĕнекен ăрăвăн вĕсене килĕнче аслисемпе пĕрле тепĕр хут туса пăхас кăмăл çуралчĕ.

Ял библиотекарĕ кĕнеке куравĕнчи литературăпа паллаштарчĕ. Ачасем вĕсене савăнса тишкерчĕç. Кĕнеке вулани таврари япаласене ăнланма пулăшакан пĕлỹ илме май парĕ.

Мероприяти ачасен тавра курăмне аталантарма пулăшнисĕр пуçне тĕрлĕ тĕпчевпе кăсăкланас туйăм çуратрĕ.

Л. ПЛАТОНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика