Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялхуçалăх отраслĕ аталану çулĕпе пырать

16 марта 2021 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов виçĕмкун ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулчĕ. Вăл 2020 çултхи ялхуçалăх аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашрĕ тата кăçалхи çула палăртнă тĕллевсене сÿтсе явнă çĕре хутшăнчĕ.

Ĕçлĕ ушкăнра район пуçлăхĕ Владимир Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев, Чăваш аграри университечĕн профориентаци ĕçĕн центрĕн ертÿçи Надежда Алтынова пулчĕç. Хăйĕн ĕçлĕ çулçÿревне Сергей Артамонов Хуракассинчи вăтам шкулти 10 тата 11 класс ачисемпе тĕл пулнинчен пуçларĕ. Хăнасем агрокласра вĕренекенсемпе ялхуçалăх ĕçĕн пуласлăхне сÿтсе яврĕç. Вĕренекенсем министра хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç.

Ун хыççăн ведомство ертÿçи «РусЭко органикс» тулли мар яваплă обществăра пулчĕ. Кунта экологи тĕлĕшĕнчен таса удобренисем, чĕрчунсем, кайăк-кĕшĕк тата пулăсем валли апатпа памалли хутăшсем кăлараççĕ. Пирĕн районта ку чи çамрăк предприяти шутланать, çапах та унта инвестицие явăçтарас тесе пысăк ĕç туса ирттернĕ, çĕнĕ йышши оборудованисем кÿрсе килнĕ. Сергей Геннадьевич предприяти ертÿçине туса кăларнă таварпа фермерсене çеç мар, халăха тивĕçтерме те сĕнчĕ.

Çавăн пекех министр «Марпосадкабель» тата «Тузинский карьер» тулли мар яваплă обществăсенче пулса унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ.

Ĕçлĕ тĕл-пулăвăн иккĕмĕш пайĕ район ад-министрацийĕн залĕнче иртрĕ. Унта «2021 çулта ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси» ятпа канашлу пулчĕ. Тĕп докладпа ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Фарад Зейнетдинов тухса калаçрĕ. Вăл çурхи ĕçсене еплерех хатĕрленнипе тата ялхуçалăх отраслĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Сергей Артамонов вара ялхуçалăх отраслĕн пĕтĕм республика шайĕнчи аталанăвĕ çинчен, пашалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен каласа пачĕ.

А. МАКСИМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика