Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕМЬЕ ПУРНĂÇĔН ЫЛТĂН ЮБИЛЕЙĔ

24 февраля 2021 г.

Çемье пурнăçĕн  ылтăн юбилейĕ

Çемье пурнăçĕн ылтăн юбилейĕ

Шураçра ял пуçĕнчен инçех пурăнакан Демьянпа Эльвира Григорьевсене ку тăрăхра аванах пĕлеççĕ. Ĕçченлĕхĕпе, обществăлла ĕçре хастарлăхпа палăрнăран хисепе тивĕçнĕ мăшăр. Февралĕн 12-мĕшĕнче вара вĕсем ылтăн туйне паллă турĕç. 50 çул пĕрле пурăннă вăхăтра арăмĕпе упăшки пĕр-пĕринпе яланлăхах «çыхăнса» ларнă тейĕн. Пĕр-пĕрне юратакан мăшăр, туслă çемье пулса тăнă, пĕри те пĕри юнашар мар  чухне чуна тунсăх пуснине пĕлтереççĕ. Паян та пĕр-пĕрин çине ăшшăн тата юратуллă куçсемпе пăхнăран ĕнер кăна туй кĕрлеттернĕн туйăнать, унтанпа вара алă çул иртнĕ-çке. Арăмĕпе упăшкин сăн-питĕнче йăл кулă çиçет тата пĕр шухăш палăрать: «Сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç çулсем».

Çак савăнăçлă самантпа юбилярсене район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Ирина Ананьева тата Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев саламламларĕç. Демьян Марковичпа Эльвира Леонидовна вара мана хăйсен юрату историне каласа пачĕç.

 Сирень çеçкине парнеленинчен пуçланнă юрату

Демьян Григорьев Шураç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче ветеринари врачĕн-че ĕçленĕ. Хăйĕн тивĕçне пурнăçланă май тăтăшах Хитекушкăнĕнчи фермăна çÿреме тивнĕ. Мĕн çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех вăрăм çула кĕскетме велосипедпа çÿренĕ. Вăл тапхăрта ял хушшинче йĕпе-сапаллă самантра лапра-çĕпре çăрăлнă. Çавна май каччă «икĕ урапаллă урхамахне» юлташĕ патĕнче лартса хăварнă. Пĕррехинче ĕçе вĕçлесе киле кайма пуçтарăнса велосипед патне кĕнĕ чухне ăна хирĕç яштака пÿ-силлĕ хĕр тухнă. Ку шăп та шай Эльвира пулнă та ĕнтĕ. Хĕрупраç ют çын вĕсем патне мĕн тума килнипе кăсăкланнă.

- Велосипед лартса хăварнăччĕ те çавăн патне кĕтĕм-ха, - хуравларĕ вăл мана. - «Урхамахне» çавăтсан алăк патнелле çитеспе вара: «Мана шыв ĕçтереймĕр-ши;» - терĕ. Эпĕ вара пĕр шутласа тăмасăрах: «Пирĕн çăлта шыв типнĕ», - терĕм. Урăх пĕр сăмах чĕнмесĕрех тухса утрĕ ун чухне вăл. Мĕншĕн çавăн пек каланă, халĕ те ăнланмастăп, - хăйсем паллашнă саманта кула-кула каласа парать çулсем иртсен те илемлĕхне çухатман этемлĕхĕн черчен пайĕ.

- Манăн шывне те ĕçес килмен пулĕ-ха, санпа паллашас кăмăл пулнă пулĕ, - юнашар ларакан мăшăрне хул пуççинчен ыталать арçын.

- Алăра пилĕк пÿрне те пĕр чăмăр вĕт. Пирĕн те пилĕк ача та пĕр çемье вĕт, - калаçăва хутшăнать каллех кил хуçи хĕрарăмĕ. Мăшăр пилĕк ачана, тăватă хĕрпе пĕр ывăла, кун çути парнеленĕ. Хăйсемпе пĕрле ачисене те пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă.

Ĕçпе канăва саплаштарнă

- Ачалăхри пĕр ÿкерчĕк яланлăхах асра юлнă. Вăтам классенче вĕренеттĕм. Утçи вăхăчĕччĕ-ха, атте ирех фермăна кайса килчĕ. Анне вара пахчара утă çулатчĕ. Атте те пахчана утă çулма тухрĕ те аннене пырса ыталарĕ. Чунра лăпкă та канлă пулса кайрĕ, - калаçăва хутшăнать Шупашкарта пурăнакан Светлана хĕрĕ. Çывăх çыннисем кирек епле ĕçе те яланах пĕрле пурнăçланине, нихăçан та пĕр-пĕрин çине сас хăпартманнине, ачисем умĕнче мăшăрĕ çине сивĕ куçпа та пăхманнине пĕлтерет. Марина хĕрĕ вара хĕл кунĕсенче тĕрлĕ ÿсĕмри ачи-пăчи ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вак хĕрне япала чÿхеме кайнине каласа парать. Пĕчĕкреххисем çунашкапа турттарса тăнă пулсан, аслисем витрепе йăтнă чÿхенĕ япаласене. Ашшĕ хĕрарăм ĕçне те тиркеменнине те ăшшăн йăл кулсах аса илчĕç хĕрĕсем. Эльвира Леонидовна Тавăтри вăтам шкулта столовăйĕнче ĕçленĕ тапхăрта ир кÿлĕмех килтен кайнă. Ку чухне ачасене шкула хатĕрлесси, паллах, арçын çине тиеннĕ. Вăрăм çÿçлĕ хĕр пĕрчисене вара кам çивĕт туса янă тетĕр; Паллах, Демьян Маркович.

- Ирсерен черет тăраттăмăр. Типтерлĕ те хитре çивĕтсем тăватчĕ. Халĕ те ку ăсталăхĕ çухалман унăн. Çу кунĕсенче мăнукĕсене çивĕтлесе ярать-ха, - пĕлтерет Светлана. Ачисене тумлантарнă та хăйĕнпе пĕрле мотоцикл çине   лартса Тавăта шкула илсе кайнă. «Икĕ урапаллă» урхамахăн бензин бакĕ яланах Маринăн пулнă, ун хыçне Ирина ларнă, вĕсен хыçĕнче вара ашшĕ, чи хыçалти вырăна Светлана хĕрĕ йышăннă.

Григорьевсемпе калаçнă май тепĕр саманта та аса илчĕ çемье. Ашшĕпе амăшĕ сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăннăран ачисене те пĕчĕкренех спортпа туслаштарнă. Çулсеренех хĕлле Демьянпа Эльвира тата вĕсен 5 ачи пушă вăхăтра йĕлтĕр сырса ярăнма тухнă. Çак тĕллевпех кашни тĕпренчĕкне ятран йĕлтĕр илсе панă. Çапла майпа спортпа туслаштарнă. Çакă вара ачисен çирĕплĕхĕ çине витĕм кÿнех-ха. Тăватă хĕрĕ те, Игорь ывăлĕ те шкул тапхăрĕнче те спортсменсен йышĕнче пулнă. Ачалăхра туптаннă ырă йăла вара ÿссен те пăрахăçланмасть. Алена, Светлана хĕрĕсем хăйсем çемье çавăрсан та мăшăрĕсемпе пĕрле яла килсен сахал мар ашшĕ-амăшĕн йĕлтĕр йĕрне йĕрленĕ. Халĕ вара 10 мăнукĕ хĕл кунĕсенче яла килсен пÿртре пăчăхса лармаççĕ, кил-çурт умĕнчи çырмара хĕвĕшеççĕ, кам «пÿремечпе», кам çунашкапа ярăнаççĕ.

- Çулла вара эпир çемйипех вăрмана тĕрлĕ курăк пуçтарма çÿреттĕмĕр. Тулли кăмăлпа, тĕрлĕ чечек çыххипе таврăнаттăмăр унтан. Халĕ çулсеренех июль уйăхĕнче аттепе анне тата мĕнпур ачисемпе мăнукĕсем ялти плотина çывăхне канма каятпăр. Кунта хамăр хушăрах пулă тытассипе  ăмăртатпăр, пулă шÿрпи, шашлăк пĕçеретпĕр, тĕрлĕ вăйă вылятпăр, - çемьери йăла-йĕркепе паллаштарать каллех Светлана.

  Хуйхă тÿсĕмлĕхе тĕрĕсленĕ

50 çул - пурнăçшăн пысăк тапхăр. Унта вара савнăçпа, телейпе пĕрлех хуйхи-суйхи те черетленсех пынă-ха. Кун-çул Демьянпа Эльвира Григорьевсен çирĕплĕхне те пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмпех тÿснĕ, анчах та вĕсен çĕвĕкĕсем çав-çавах чĕрере йĕр хăварнă. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вĕсен аслăрах ачисем шкул пĕтерсе килтен тухкаласа кайма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Алена медицина енĕпе училищăра, Светлана вĕрентекен пулма институтра пĕлÿ илнĕ, Ирина та кунтах ăс-хакăлне ÿстернĕ. Марина та шкултан тухса университета каяс тĕллевпе пурăннă. Темиçе çул каялла çеç çĕнĕ çурт çĕклесе лартнăран укçа-тенкĕн ытларах пайне ачисене вĕрентсе кăларасси çине тăкакланă. Инкек тени вара куçа курăнса килмест-ха. 1993 çулта декабрь уйăхĕнче Григорьевсем килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă, çĕнĕ çурт пĕр самантрах çунса кĕлленнĕ. Çак инкек кил хуçисене палăрмаллах хуçнă. Ачи-пăчи таса сывă пулни вăй-хал хушнă мăшăра. Тепĕр çулталăкранах вĕсем икĕ хутлă капмар çурт çĕклесе лартнă. Тинех пурнăç йĕркеленме пуçланă. Алена та, Светлана та, Иринăпа Марина та икшер пĕлÿ илме ĕлкĕрнĕ, Игорь ывăлĕ те аппăшĕсене кура вĕрентекен профессине суйланă, чăваш чĕлхипе литературин учительне вĕренсе тухнă. Вăхăт иртнĕ май Григорьевсен хĕрĕ-ывăлĕ мăшăрланса йыш хушăннă. Канмалли кунсенче кил-çурт ача-пăча сассипе тулнă. Эльвира Леонидовнăн вăхăчĕ мăнукĕсене тутлă апат-çимĕç пĕçерсе парассипе иртнĕ. Демьян Маркович мăнукĕсемпе пĕрле пулла çÿренĕ, вăрмана кайнă, вăхăта усăллă та интереслĕ ирттернĕ.

2010 çулта мăшăр чи пысăк çухату тÿссе ирттернĕ, Игорь ывăлĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Çакă çулланма ĕлкĕрнĕ çынсене самаях хуçса хăварнă, мăшăрăн сывлăхĕ хавшанă. Паян Алена, Светлана, Иринăпа Марина хĕрĕсем тата кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем ватăсемшĕн пысăк тĕрев. Кашни  канмалли кунах пухăнаççĕ вĕсем тăван киле. Алена хĕрĕ, Дениспа Данил мăнукĕсем Питĕрте пурăннăран çемьери пысăк уявсене çеç килеççĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика