Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Галина СОЛОВЬЕВА: Библиотекарь пулас шухăша виçĕ çул тĕрĕслерĕм

22 января 2021 г.

Галина СОЛОВЬЕВА: Библиотекарь пулас шухăша виçĕ çул тĕрĕслерĕм

 Наци библиотеки ĕçлеме пуçланăранпа 150 çул çитрĕ. Çак тапхăрта унта пин-пин çын вăй хунă, тăван халăха çутта кăларма, çамрăксене, студентсене пĕлÿ çулĕ çине тăма, ăсчахсене аталанма пулăшнă. Вĕсенчен пĕри — Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Соловьева — асамлă çак керменте 35 çула яхăн ĕçлет. Галина Павловна паян — «Хыпар» хăни.

 БИОГРАФИРЕН

Галина Соловьева Тăвай районĕнчи Чутейре çуралса ÿснĕ. Вăл ертсе пынипе Наци библиотекин электрон вулавăшĕ, «Чăваш Енĕн культура еткерлĕхĕ» портал аталанса пырать, тавра пĕлÿ енĕпе ăслăлăх-тĕпчев ĕçсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, республикăри тата Раççей регионĕсенчи вулавăшсене методика тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿреççĕ. Галина Павловна — библиографи хатĕрĕсемпе электрон кăларăмсен авторĕсенчен пĕри. Вăл ертсе пынипе «Чăваш кĕнеки: 1961-1980» тата «Чăваш кĕнеки: 1981-2000» вырăсла-чăвашла каталог кун çути курнă. Чăваш Республикин Хисеп грамотине [2001], С.Янтуш медальне [2012], Н.Я.Бичурин орденне [2016] тата «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» астăвăм медальне [2020] тивĕçнĕ.

 — Галина Павловна, сан пирки тĕплĕнрех пĕлес килет. Библиотекарь профессине суйлани мĕнпе çыхăннă? Килтисенчен вулавăшра ĕçлекенсем пулнă-и?

— Çемьере вулавăшра ĕçлекен пулман. Аннем Екатерина Яклашкина ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра вăй хучĕ, «Кубнинский» совхозра пăру пăхрĕ. Хăйĕн ĕçне, питĕ йывăр пулсан та, юрататчĕ. Килĕшекен ĕçре çитĕнÿсем тума май пуррине аннен тĕслĕхĕ аван çирĕплетет, вăл темиçе медале, «Пилĕк çуллăх ударникĕ», «Социализм ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» ятсене тивĕçнĕ. Эпир, унăн тăватă ывăлĕ тата пĕр хĕрĕ, шкул хыççăн фермăна васкаттăмăр, юратнă аннене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаттăмăр. Аттем Павел Яклашкин совхоз рабочийĕ пулнă. Сад ĕрчетме юрататчĕ. Килте те сад пурччĕ. Шел, çывăх çыннăмсем ир çĕре кĕчĕç. Халĕ тăван ялта пиччем Анатолий пурăнать. Библиотекарь ĕçне кăмăлласси тăван ялти пуçламăш классене вĕрентекен Дарья Юркинăран пуçланчĕ. Дарья Ильинична шкулти вулавăш библиотекарĕнче те ĕçлерĕ. Мана, шкул ачине, пĕр пÿлĕмри шкапсенчи кĕнекесем питĕ кăсăклантаратчĕç. Вĕсене вуласан темĕн çинчен те пĕлме пулать-çке. Çавăнпах питĕ нумай вулаттăм. Чутейри шкул хыççăн вăтам пĕлÿ илме хамăртан сакăр çухрăмри Тĕмере çÿрерĕм. Унта çĕнĕ профессисем илĕртме пуçларĕç. Вĕсенчен пĕри — воспитатель. Çапла алла аттестат илсен библиотекаре те, воспитателе те вĕренме ятарласа каймарăм, вĕсенчен хăшĕ ытларах килĕшнине тĕрĕслесе пăхас терĕм.

— Мĕнле майпа?

— Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн техника профессийĕн училищине вĕренме кĕтĕм, ăна пĕтерсен комбинатри пир тĕртекен фабрикăра ĕçлерĕм. Виçĕ çултан «пиçсе» çитрĕм темелле, Горький /халĕ Чулхула/ облаçĕнчи Борти культурă-па çут ĕç училищине библиотекаре вĕренме кĕтĕм. Кайран пĕлĕве куçăн мар майпа Хусан патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче туптарăм. Наци библиотекине, ун чухне вăл М.Горький ячĕллĕччĕ, 1986 çулта вырнаçрăм. 1993 çултанпа пай ертÿçинче ĕçлетĕп. Наци библиотеки — чăваш халăхĕн еткерлĕхĕ çинчен пичетленĕ пĕтĕм материала пухса, системăласа вулакан патне çитерекен учреждени. Унта ятарласа çак ĕçпе ĕçлеме «Чăваш кĕнеки» центр йĕркеленĕ. Эпĕ шăпах çав центрăн ертÿçи, унта пурĕ 10 çын вăй хурать.

— Ĕлĕкрех асăннă пай «Наци литературипе тавра пĕлÿ пайĕ» ятлăччĕ. Хăв ĕçлекен вулавăш пирки кăштах та пулин каласа кăтартсам…

— Библиотека тĕллевĕсенчен пĕри — вулакана тăван тăрăхпа паллаштаракан литературăпа çывăх-латасси. Наци библиотекин тавра пĕлÿпе наци литературин фончĕ регион пурнăçне çутатакан информаципе пуян, кунта 214928 документ, çав шутра 60677 экземплярĕ — чăвашла /«Кĕнеке палатин» фончĕпе пĕрле/. Библиотека çулсерен çĕнĕрен пичетленекен пиншер кĕнекепе пуянланать. «Чăваш кĕнеки» центрăн информаци çăл куçĕнче — 80 пин ытла кĕнеке, хаçат-журнал, микрофильмсем, сидиром, аудиопа видеодокументсем. Наци литературипе, хăть те хăш вăхăтра та, кирек ăçта пурăнсан та, усă курма тивĕçлĕ майсем туса парасси — паян пирĕн умра тăракан тĕп тĕллев. Хамăрăн пĕтĕм фонда электронлă каталога кĕртсе вулакан патне çитертĕмĕр. Çак ĕçе эпир Раççейри тĕп библиотекăсенчен малтан пурнăçларăмăр. Чăваш кĕнекипе паян библиотека залĕнче кăна мар, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнсан та, интернет урлă килтен, ниçта тухмасăрах паллашма пулать. Электронлă вулавăша йĕркелени вара тулли текстсене те вулама май парать.

— Электронлă вулавăш терĕн-ха. Пуян-и вăл?

— Паянхи кун тĕлне унта — 40 пине яхăн документ, вĕсенчен 22 пинĕшне уççăнах вулама пулать. Ăна, паллах, автор прависене пăхăнса йĕркеленĕ. Унта — илемлĕ литература хайлавĕсем, тĕрлĕ темăпа çырнă кĕнекесем, диссертаци автореферачĕсем, хаçат-журнал, статьясем, юрă-кĕвĕ нотисем, карттăсем…

 

— Вулакансене кăсăклантарас, чăваш кĕнекине анлăрах сарас, вĕсемпе усă курма меллĕ майсем туса парас тĕлĕшпе тĕрлĕ интернет проект хатĕрлетĕр.

— Вĕсенчен пĕри — «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке». Коллекцие вун саккăрмĕш ĕмĕр варринчен пуçласа тухнă тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ литературăн чи паха та сумлă хайлавĕсем кĕреççĕ. Çеçпĕл Миш-шин, Константин Ивановăн, Ухсай Яккăвĕн, Илпек Микулайĕн, Куçма Турханăн, Юрий Сементерĕн тата ытти вун-вун çыравçăн хайлавĕсем чăваш литературин ылтăн фондне вырнаçса юлчĕç. Паян унта чăвашсен 100 çыравçин 205 произведенийĕ, вĕсенчен 128-шĕ — чăвашла, ытти — вырăсла куçарнисем. Хăш-пĕр хайлава вулама кăна мар, итлеме те май пур. 2019-2020 çулсенче чăваш артисчĕсем вуланă произведенисен вăхăчĕ 28 сехете яхăн. Кăçал ĕçе малалла тăсасшăн. Ăна «Чăваш Республикинче вулава аталантарма пулăшасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртсе пыратпăр. 88 хайлава итлеме пулать. Тăван чĕлхепе культурăна юратакан, чăвашлăха аталантарма тăрăшакан кашни çыннăнах çак кĕнекесене вуласа тухмалла е итлесе тавра курăма анлăлатмалла пек туйăнать.

— Санăн пуçарăвупа хатĕрлекен «Çулталăк кĕнекине» те палăртса хăвармаллах. Унăн та электронлă верси пур-çке.

— Çапла, электронлă календарь учрежденисемпе уйрăм çынсене ĕç кунне йĕркелесе пыма пу-лăшать. Кунта республикăри предприятисемпе организацисем, паллă пулăмсем çинчен тата Чăваш Ен историйĕнче, политикипе хуçалăх аталанăвĕнче, культурăпа наука пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă çынсем çинчен информацисем вырнаçтарнă. Кун кĕнекинче архив материалĕсем те пур. Библиотекăн тепĕр пысăк проекчĕ — «Чăваш Енĕн культура еткерлĕхĕ» портал. Вăл чăваш халăх историйĕпе тата ăс-хакăл культурипе паллаштарать. Унта руна тапхăрĕнчи авалхи чăваш çырулăхĕ, çĕнĕ çырулăхăн аталанăвĕ, чăваш ячĕсем, чĕлхе çинчен каланисем, чĕлхене сăвапласа çырнă сăвăсем, халăх сăмахлăхĕ вырăн тупнă. Виртуаллă /электронлă/ куравсем те вулакансене информаципе тивĕçтерес ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ.

— 2020 çул кирек хăш тытăмра ĕçлекеншĕн те чăрмавсем, йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Вула-вăш ĕçченĕсем, епле ирттерсе ятăр ăна, мĕнле ĕçсем пурнăçлама мехел çитертĕр?

— Пĕлтĕр, «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» сайтри произведенисене тĕпе хурса «Литературăллă Чăваш Ен: çĕр çуллăхри чи килĕшнĕ кĕнеке» вулакансен референдумне ирттертĕмĕр. Унта, чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланăскерте, Александр Артемьевăн «Салампи» романĕ çĕнтерчĕ. Пысăк уяв ячĕпе çавăн пекех «Чăваш Республики: 100 çуллăх летопиçĕ» виртуаллă проект хатĕрлерĕмĕр. Вулавăшăн, ăслăлăх тата архив учрежденийĕсен çăл куçĕсемпе усă курса йĕркеленĕскер, Чăваш Ен аталанăвне, кун-çулне уçса пачĕ. Юбилейпе çыхăнтарнă онлайн-лекцисем те пулчĕç.

— Галина Павловна, «Чăваш кĕнеки» центр пурнăçлакан ĕçсем çинчен тем вăхăт каласа, тем чухлĕ çырса кăтартма пулать. Пирĕн вара хăв пирки те пĕлес килет. Библиотекăра ĕçлеме пуçланă самантсем аса килеççĕ-и?

— Паллах. Эпир, ялта çуралса ÿснĕ ачасем, республикăн паллă çыннисене — писателĕсене, искус-ство деятелĕсене, художникĕсене — питех курса кайман. Çавăнпа библиотекăри пĕрремĕш мероприяти, вăл Александр Кăлкан çыравçăпа иртнĕччĕ, уйрăмах асра юлчĕ. Кăлкан пек шап-шурă çÿçлĕскер хăйне питĕ йăваш, кăмăллă тытни питĕ- питĕ тĕлĕнтернĕччĕ. Тавра пĕлÿ пайĕн пуçлăхĕ Людвига Виссарова нумай пулăшрĕ ун чухне. Пирĕнтен аслăрах ĕçтешсенчен те — Людмила Ивановăпа Людмила Павловăран — чылай вĕрентĕм эпĕ.

— Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕн?

— Ĕçре пачах çук вăл. Библиотекăра «Асамлă тĕрĕ» кружок ĕçлет. Ăна чи малтан Евгения Жачева ертсе пыратчĕ. Чăваш тĕррине тĕрлеме шăпах унран вĕрентĕм. Халĕ килте чун ыйтнă чухне алла йĕппе çип тытатăп. Хам ăсталанă ал шăллисем те, салфеткăсем те пур. Ытларахăшне парнелеме хатĕрлетĕп. Çекĕлпе те çыхатăп. Кĕнеке вулама юратман библиотекарь çук пулĕ. Юлашки çулсенче вĕсене итлеме кăмăллатăп. Ĕçре компьютер умĕнче ларса куç ывăнать, çавăнпа аудиокĕнекесем итлетĕп. Чăваш çыравçисен хайлавĕсемпе вăхăтра паллашса тăратăп. Хаçат-журналпа, тĕрлĕ кă-ларăмпа тăван ялти библиотекăна та тивĕçтеретĕп. Хама панисене парнелетĕп. Ялти пиччене хаçат çырăнса паратăп. Шăллăм çемйипе Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать.

Коронавирус амакĕччен бассейна, гимнастика тата йога занятийĕсене çÿреттĕм. Пандеми часрах иртсе кайтăрччĕ. Спортзала çÿрес килет.

— Çемье пысăк-и? Мăшăру мĕн ĕçлет?

— Володя — автобус водителĕ. Муркаш районĕнчи Патаккассинчен вăл. Апат пĕçерме питĕ ухата. Эпĕ ĕçрен таврăннине çывăх çыннăм ытларах чухне сĕтел çинчи тутлă апатпа кĕтсе илет. Хуняма патне кайсах çÿретпĕр, вăл пĕччен пурăнать. 87 çулта пулсан та пире тĕрлĕ кукăль пĕçерсе хăналама юратать. Темиçе çул каялла унти садра çĕнĕ йывăçсем лартрăмăр. Вĕсем мĕнле çитĕннине сăнама юрататăп. Ывăл Сергей коопераци институтĕнче вĕренчĕ, унăн икĕ ывăл — Илюшпа Павăл. Ывăл хăйĕн çемйипе уйрăм пурăнать. Мăнуксемшĕн тунсăхлатпăр, çавăнпа вĕсемпе тĕл пулнă самант маншăн — чăн-чăн телей, савăнăç.

— Тус-юлташ нумай-и?

— Чи çывăх тантăшсем библиотекăра кăна мар. Хăй вăхăтĕнче пĕрле вĕреннисемпе те, тăван ялтисемпе те çыхăну тытатăп. Час-часах курнăçаймастпăр, хутшăнаймастпăр ĕнтĕ, анчах телефонпа калаçсах тăратпăр.

— Тăван ял хăй патне туртать-и?

— Чутее кайсах çÿретпĕр, унта çывăх тăван сахаллансах пырать.

Надежда СМИРНОВА.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика