Шальтямское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта ĕҫ вăхăтлăх та чарăнмасть, ăна хĕлле пирĕн куҫ ҫеҫ курмасть

29 января 2021 г.

Ҫĕнĕ ҫулăн пĕрремĕш уйăхне ярса кăна пуснăччĕ, кăрлачăн юлашки эрнин вĕҫне  ҫитсе те тăтăмăр. Нарăс уйăхне кĕрсессĕн ҫанталăк ҫуркунне енне сулăнни аванах сисĕнет вара. Эппин, ҫурхи ĕҫсем те хăйсене вăрах кĕртермĕҫ. Акана  вăхăтра тата пысăк тухăҫлă йĕркелесе ирттерес тесессĕн халех хатĕрленме пуҫламалла.

Халĕ, ҫанталăк кăштах ăшăтнă чухне, вăрлăха алламалли чи меллĕ вăхăт пулнине калаҫҫĕ специалистсем. Паянхи кун тĕлне «Хучель» пĕрлĕх(220 тонна), АСК «Канаш»(150 тонна), «Канмаш» агрофирма (120 тоннва), «Путь Ленина» (110 тоннва) тата Киров ячĕллĕ ял хуҫалăх кооператвĕсем (220 тонна), Портасов хресчен-фермер хуҫалăхĕ 9220 тонна), «Пионер» агрофирма (60 тонна) вăрлăха ҫур аки тĕлне хатĕрлесе ҫитернĕ.

Шелттемсем икĕ районпа ĕҫлеҫҫĕ, ҫĕрсен пысăк лаптăкĕ Йĕпреҫ тăрăхĕнче вырнаҫнă. Ҫавăнпа та вăрлăхсен пысăк пайне (1000 тоннăна) кӳршĕ районти Раҫҫей ял хуҫалăх центрĕн уйрăмĕнче тĕрĕслеве тăратнă. Вăрлăх йăлтах кондицие ларнă. Агрофирмăн тĕп аграномĕ Эдуард Калишов пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта «Пионер» агрофирма 678 гектар ҫĕрпе кăна ĕҫлет, вĕсем ҫинче кĕрхи тата ҫурхи тулă, горчица, козлятник, хура тул, синяк, фацели, люцерна тата донник туса илеҫҫĕ.

Первоисточник: Канаш ен

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике   
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429324, Чувашская Республика, Канашский район, д. Новые Шальтямы, ул. Спортивная, д. 2
Телефон: 8(83533) 62-5-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика