Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял халăхне - усăллă сĕнÿсем

05 декабря 2020 г.

Ял халăхне - усăллă сĕнÿсем

Раççейĕпе иртнĕ «СТОП ВИЧ-СПИД» акци йĕркипе Акшикри ял библиотеки фельдшерпа пĕрле «Хăвна хăрушă чиртен сыхла» калаçу ирттерчĕ, усăллă сĕнÿсем пачĕ.

Вич-инфекци мĕн иккенне, вăл спидран мĕнпе уйрăлса тăнине, профилактика мерисем çинчен каласа пачĕç.

Вич-инфекципе çыхăннă йывăрлăх паян кашнине пырса тивме пултарать тесе ăнлантарнă калаçăва йĕркелекенсем. Вирус çынсене обществăри лару-тăрăва, пурнăç йĕркине тата йăласене пăхса суйламасть, кирек мĕнле çыннăн организмне те лекме пултарать. Эрех-сăра ĕçни, чĕлĕм туртни, наркотиксемпе иртĕхни пысăк сиен кÿни çинчен те калаçу пынă. Калакан информацинче пурнăçа пĕрре çеç пурăнма май пурри çинчен тата усал чирсемпе кĕрешме кирли çинчен пĕлтерме тăрăшнă.

Тĕлпулăва хутшăнакансене пурне те «СПИД – пурнăç хăрушлăхĕ» буклетсемпе памяткăсем валеçнĕ. Калаçăва хатĕрлекенсем профилактика çулĕсем çинчен калакан кирлĕ информацие ял çыннисем патне çитернĕ.

Н. КУЗНЕЦОВА.

Тавралăха упрас ĕçе тимлерĕç

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикинче экологи сферинче «Экологи» наци проектне пурнăçлас, предпринимательсен прависене хÿтĕлес тата коррупцие хирĕç тăрас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи ĕç ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ.

Канашлăва Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн прокурорĕн çумĕ А.Я. Гончарь видеоконференцçыхăну майĕпе ертсе пынă.

Канашлура Шупашкарти çутçанталăк сыхлавĕн прокуратурин, территори тата транспорт прокуратурин ĕçченĕсем, федераци тата регион органĕсен право сыхлавĕн представителĕсем хутшăннă.

Наци проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçланă чухне саккунсене пăхăнассине, предпринимательсен прависене хÿтĕлессине, производствăпа усă курассине, вăрманпа усă курассине, должноçри преступленисене хирĕç тăрассине тата ытти чылай ыйтусене пăхса тухнă.

Тавралăх хутлăхне сыхлас енĕпе саккунлăха çирĕп-летес, патшалăх влаçĕн органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне ÿстерес, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне тимлес, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессине вăйлатас енĕпе палăртнă мерăсене пĕтĕмлетнĕ.

 

ПИРĔН КОРР.

Сывалайман мĕскĕн, укçасăр тăрса юлнă

Юлашки вăхăтра ваттисем те, çамрăксем те ултавçăсен серепине çакланаççĕ. Темшĕн тимлĕ-рех пулмаллине самантрах манаççĕ.

Çынсене кун пек инкекрен хăтарас тĕллевпе районти тата республикăри Шалти ĕçсен пайĕсем тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ, халăха асăрхануллăрах пулма хистеççĕ. Çынсем шар курнă тĕслĕхсем çинчен эпир те хамăр хаçатра пĕрре мар пичетленĕ. Апла пулин те çынсем мошенниксенчен шар курнă тĕслĕхсем йышлансах пыраççĕ.

Республикăра çак эрнере пулнă пĕр тĕслĕхпе паллаштаратпăр. Çĕмĕрле районĕнче пурăнкан 81 çулхи хĕрарăм телевизор пăхнă чух унта чиртен сыватма пултарни çинчен калакан пĕлтерÿ курнă. Часах «сыватакан» патне шăнкăравланă та укçа куçарса панă. Лешĕсем унран вара пĕрре те хăпман, кинемей çулталăк тăршшĕ-пех ултавçăсене укçапа «тăрантарнă». Перекет банкĕн-

че ĕçлекенсем хĕрарăма ÿкĕтлесе те пăхнă, вăл вара никама та итлемен, пухнă укçана хăй пĕлмен счет çине 29 хут куçарнă. Юлашкинчен ултавçăсем кинемее кредит илме тата укçа ярса пама хистенĕ, телефонпа шăнкăравласа хăратнă. Çакăн хыççăн çеç вăл пулăшу ыйтса вырăнти Шалти ĕçсен пайне пынă.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак эрнере телефон аферисчĕсем пĕр талăкра пирĕн республикăра пурăнакан 17 çынна улталанă, пурĕ виçĕ миллион тенкĕ çаратнă.

Тепĕр хут асăрхаттаратпăр, ун пек пĕлтерÿсене ан ĕненĕр. Курман-пĕлмен çын сыватаймасть сире, пулăшу тухтăртан ыйтмалла. Телефонпа ют çынна укçа куçарса пама ан васкăр. Инкек патне çитерекен утăма тăвиччен малтан çывăх çыннăрсем патне шăнкăравласа ыйтăр е кÿршĕсемпе канашласа пăхăр. Çакăн пек туни усăллăрах пулĕ.

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Коррупци ан пултăр тесе

Çак эрнере районта коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен Канашăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Владимир Петров ертсе пынă.

Канашлура муниципаллă пулăшăвĕн пахалăхне ÿстермелли мерăсем çинчен калакан ыйтăва пăхса тухнă. Вăл шутра вĕсен вăхăтне тата йĕркине пăхăнасси, ыйтакан информацие порталсем çине вырнаçтарасси, тĕрĕслеве пурнăçласа пырасине вăйлăрах ыйтасси пулнă. Çавăн пекех муниципаллă пулăшу парассин вăхăчĕсене пăснин шутне чакармалли мероприятисен комплексĕн усăллăхĕ çинчен калаçнă. Асăннă пулăшупа тивĕçтерессине прокуратура коррупци енĕпе хаклать. Çавна май пухăннисем тата çак ыйтусене те тимлĕх уйăрнă: прокуратура тăратнă актсем тăрăх йышăннă мерăсене тишкересси тата коррупципе кĕрешмелли мероприятисене епле пурнăçа кĕртнине массăллă информаци хатĕрĕсем урлă халăха пĕлтересси.

Çÿлерех асăннă ыйтусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Сергей Прохоров тата ĕçе йĕркелесе пыракан пайăн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Кондратьева тухса калаçнă.

А. МАКСИМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

 

 
 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика