Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тылри пурнăç çăмăл пулман

28 ноября 2020 г.

2021 çул Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте ĕçленĕ çынсен паттăрлăхне халалланă çулталăк пулĕ. Килес çул çав ĕçе пурнăçлани 80 çул çитет.

Хушупа килĕшÿллĕн, окоп чавма 17 çултан аслăрах çынсене явăçтармалла пулнă. Паянхи куна окоп чавнă çынсем пирĕн хушăра сахалланчĕç. Çавăнпа вĕсем каласа хăварнине е çырса хăврнă асаилĕвĕсене çамрăк ăру патне çитермелле пирĕн. Халăхăн тылри паттăрлăхне манма юрамасть.

Хăрушă вăрçă пуриншĕн те пысăк инкек пулнă. Вăйпитти арçынсем фронта тухса кайнă, çавăнпа çак ĕçе йăлтах хĕрарăмсен тата ватăрах арçынсен пурнăçлама лекнĕ. Эпĕ сире Хуракасси ялĕнче пурăнакан Галина Тихоновна Николаева (Михайлова) каласа панипе паллаштарасшăн.

«Эпĕ 1932 çулта çуралнă. Эпир çемьере 6 ача пулнă, анчах та 1929 çулта çуралнă Миша пĕчĕк чухнех вилнĕ. Атте Михайлов Тихон Михайлович, 1937 çулта репрессине лекнĕ. Окоп чавма аннепе пĕрле 1924 çулта çуралнă аслă аппана, Зойăна та, Кĕчкей ялĕ патне илсе кайнă. Килте эпир тăваттăн юлнă: 13 çулхи Виталий, 7 тата 4 çулхи йăмăксем, эпĕ – 9 çулхи хĕрача. Виталий пичче шкула кайиччен вутă хутса çунтаратчĕ, ĕлкĕрейменпе юшкăна тайса çеç хăвартчĕ. Кăмака питĕ сивĕнсе ан кайтăр тесе юнашар килте пурăнакан ватă асатте юшкăна килсе хупатчĕ. Инкек куçа курăнса килмест çав. Пĕррехинче вăл ăна васкарах хупса хăварнă пулас. Йошкар Ола хулинчен Энĕшкассине килме тухнă аннен шăллĕ шăп çав кун пирĕн пата кĕрсе тухма шутланă. Вăл пире, сĕрĕм тивнĕскерсене, кĕрĕксемпе чĕркесе тула илсе тухнă. Çапла вара пире кукка вилĕмрен çăлса хăварнă. Витали пичче шкултан килсен çакăн çинчен аннене пĕлтернĕ. Вăл ĕçе тÿрех пăрахса килеймен, ун вырăнне окоп чавма Виталин кайма лекнĕ. Ун чухне килти ĕç-пуçпа хуйхă-суйхă иккĕмĕш вырăна юлнă темелле. Фронта пулăшасси вара тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланнă. Вăл вăхăтра çанталăкĕ питĕ сивĕ пулнă, çавах ĕç чарăнса тăман, канмалли кун пулман. Ĕçе вăхăтра çитмесен айăпланă. Шăнса чирлекенсем те пайтах пулнă. Тăшман алхаснине куçпа курман кунти халăх, анчах тылра та фронтри пекех йывăр пулнине çав вăхăта чăтса ирттернисем тÿрремĕнех çирĕплетеççĕ.

1941 çулхи кĕркунне пуçланă окопсене 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче вĕçленĕ. Пирĕн аннене вара ял Советĕнче тÿлевсĕр ĕçсем тутарнă. Пĕррехинче мана та Октябрьскине (ун чухне Октябрьски районĕ пулнă) темĕнле хут леçсе пама хушрĕç, ăçта кĕмеллине ăнлантарчĕç. Каç пуличчен сакăр çухрăмри яла чиперех çитсе килтĕм.

Çулла аннене шкул валли вутă касма ячĕç. Хĕрарăмсем йывăçсене касса яратчĕç, эпир ачасем пăчкăпа тататтăмăр. Вăрçă вăхăтĕнче эпир те ахаль ларман. Шкула кайман чухне ĕне çитерме кайнă, тырă вырнă, утă пуçтарнă. Кĕркунне тата хĕлле авăн çапма çÿренĕ. Пирĕн ял халăхĕ те Çĕнтерĕве çывхарт-ма пысăк вăй хунă», - çапла вĕçлерĕ калаçăва Галина Тихоновна.

 

Р. МИХАЙЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика