Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хулан пуласлăхне сÿтсе яврĕç

31 октября 2020 г.

Ытларикун Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Мустаевпа Чăваш Ен территорине аталантармалли Агентствăн тата Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин хула хутлăхне аталантарас енĕпе ĕçлекен компетенцисен Центрĕн ертÿçи, Обществăлла палатăн пайташĕ Этнер Егоровăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ пулнă.

Унта Сĕнтĕрвăррин хула территорийĕсене аталантарассине сÿтсе явнă. Ыйтусене сÿтсе явнă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Сергей Прохоров,район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-культурăпа социаллă аталану пайĕн ертÿçи Елизавета Матюшова, Хусан Турă Амăшĕн Турăшĕсене чысланă Храм настоятелĕ Георгий Черашкин протоиерей, хула строительствин тата общество инфратытăмне аталантармалли пайĕн ертÿçи Ольга Тихонова хутшăнчĕç. Аса илтеретпĕр, Сĕнтĕрвăрри хули пĕтĕм Раççейри хăтлă проектсен конкурсĕн çĕнтерÿçи шутланать.

Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче пулас проектăн пурнăçа кĕмелли çул-йĕрне, усламçăсемпе, архитекторсемпе ирттермелли тĕлпулу йĕркисене сÿтсе яврĕç. Этнер Николаевич асăннă проект пирки районта пурăнакансен шухăш-кăмăлне итлеме хатĕррине палăртрĕ.

 Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Мустаевăн комментарийĕ:

- Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Пĕтĕм халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче, Сĕнтĕрвăрри хулин истори центрне тирпей-илем кĕртессине халăхпа сÿтсе явас ĕçĕн анлă процедурина хута ярăпăр. Сÿтсе явас тĕллев – истори центрне аталантарма халăх шухăшне тишкересси. Малашне ĕнтĕ çак халăх Концепцийĕ проект докуменчĕсене хатĕрлемелли тата çыран хĕрринчи çĕнĕ причал стенисемпе çыхăннă ĕçсене туса хатĕрлемелли никĕс пулса тăрĕ.

Çавнашкал анлă халăх сÿтсе явнин ярăмĕ Сĕнтĕрвăрринче проект семинарĕпе уçăлать. Унта район çыннисем те, Чăваш Енри çамрăк архитекторсем те, архитектура бюровĕн ертÿçисем, дизайнерсем, Атăлçи тăрăхĕнчи урбанистсем те пуçтарăнаççĕ. Туса хатĕрлекен проектсене Пĕтĕм Раççейри туристсен историне хастар хутшăнтарĕç. Чăваш Ен правительстви хальхи туризм çул-йĕрне тума шăп çавнашкал тĕллев лартать.

Асăнса хăварар, хальхи вăхăтра Сĕнтĕрвăрри хули Пĕчĕк хуласемпе истори поселенийĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ, 2021 çулта проекта пурнăçлама хатĕрленет. Çавăн пекех Чăваш Ен Правительстви Атăл бассейнĕнче шыв туризмине чĕртме çунатсем çинче шыв тăрăх хăвăрт çÿрекен икĕ катер туянма палăртать.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика