Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечексем чуна савăнтараççĕ

24 октября 2020 г.

Нумаях пулмасть республикăра «Çирĕп пирĕн çунатсем» халăх пултарулăхĕн онлайн фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Конкурса йĕркелекенсем 21 районтан тата 5 хуларан çитнĕ 200 ытла видеоматериала тишкерсе тивĕçлĕ хак пачĕç.

Сĕнтĕрпуçĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Сĕнтĕр» фольклор халăх ушкăнне çÿрекен Юлия Клементьева асăннă конкурса хутшăнса Гран-при лауреачĕ ята тивĕçрĕ. Юлия Михайловна хăйĕн хастарлăхĕпе тата илемлĕ сассипе «Уйрăм юрлакан» номинацинче палăрчĕ. Фольклор ушкăнĕнче юрлакансем маттур хĕрарăмпа мухтанаççĕ, унăн пултарулăхне тивĕçлĕ хакланăшăн савăнаççĕ.

Юлия Клементьева юрă-ташăпа 2009-мĕш çултанпа, «Сĕнтĕр» ушкăн йĕркеленнĕренпе туслă. Ку çеç-и? Чечексемпе çав тери кăсăкланать хастар хĕрарăм. «Чечексем – савăнăç, илемлĕх çăлкуçĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ ешерсе вĕсем тунсăха, йывăр туйăмсене сирсе яраççĕ»,- тет вăл. Ăнсăртран мар Клементьевсен кил-çурчĕ ял хушшинче тĕслĕх вырăнне шутланать. «Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Маттурсем!»,- теççĕ вĕсен çемьи çинчен пускилсем тата ял çыннисем.

Юлия Михайловна пултарулăхĕ, ĕçченлĕхĕ малашне те çитĕнÿсем тума пулăштăр ăна.

Г. СОЛОВЬЕВА

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика