ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем курăмлă, ĕçченсем маттур

20 ноября 2020 г.

Налук службинче ĕçлекенсем ноябрĕн 21-мĕшĕнче хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Кăçалхи уяв вара ыттисенчен пĕлтерĕшлĕрех — Раççейре налук службине туса хунăранпа 30 çул çитрĕ.
Историе аса илес пулсассăн, чи малтанах кашни районтах налук инспекцийĕ пулнă, 2000 çултан 3—4 районтине пĕрлештерсе пĕрре туса хунă. Сăмахран, районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ĕçченĕсем Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсемпе ĕçлеççĕ. Тăватă районти тĕрлĕ организацисемпе учрежденисем, уйрăм предпринимательсем, уйрăм çынсем налуксене вăхăтра хывнине тĕрĕслеççĕ.
Инспекци кăçал çеç мар, чылайранпа лайăх ĕçлекенсен йышĕнче. Кăтартусем çулран-çул курăмлă. Сăмахран, 2020 çулхи 10 уйăхра федераци бюджетне 4 районпа пурĕ 79128 пин тенкĕ, республика бюджетне — 541748 пин тенкĕ, вырăнти бюджета 255557 пин тенкĕ хывнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 107 процент. Кунта, паллах, налук инспекцийĕн ĕçченĕсем те, налук тÿлекенсем те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине палăртмалла.
Коллективра 69 çын тăрăшать. Вĕсенчен чылайăшĕ кунта нумай çул ĕçлет. Налук службипе пĕрле ĕçе кÿлĕннисем те пур. Вĕсенчен пĕри — инспекци начальникĕ Вячеслав Александрович Антонов. Вăл çак ĕçре 30 çул тăрăшать. Ĕç стажне чи малтанах Канашри налук инспекцийĕнче пуçланă, районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцине вара 2009 çултанпа ертсе пырать. Вячеслав Александрович Федераци налук службин хисеплĕ ĕçченĕ, вăл ĕçри тăрăшулăхшăн «За заслуги» II степеньлĕ ордена тивĕçнĕ. Инспекци начальникĕн çумĕсем те шанса панă ĕçре чылайранпа тăрăшаççĕ: Геннадий Филиппов 27 çул, Сергей Петров 18 çул. Информаципе аналитика уйрăмĕн начальникĕ Вера Лукиянова 30 çул, пĕтĕмĕшле пулăшу уйрăмĕн начальникĕ Татьяна Чапрасова 29 çул, ертсе пыракан инспектор Маргарита Кириллова 29 çул ытла, тĕп патшалăх инспекторĕ Алевтина Николаева 28 çул, Галина Русская тĕп налук инспекторĕ 26 çул ĕçлеççĕ, Татьяна Кузьмина, Ирина Галкина, Владимир Осипов уйрăм начальникĕсен ĕç стажĕ те 20 çултан иртнĕ. Пурте — пысăк опытлă специалистсем. Çавна май тин çеç ĕçе кÿлĕнекен çамрăксене вĕрентсе пыраççĕ, ĕçлеме хăнăхтараççĕ.
Инспекци ĕçченĕсем кулленхи ĕçре çеç мар, обществăлла ĕçре те хастар. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене, конкурссене, фестивальсене хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Хăйсен ĕçне тивĕçлĕ туса пынă вăхăтрах спортзала çÿресе ÿт-пĕвне тĕреклетме, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса ăсталăхне ÿстерме ĕлкĕреççĕ. Раççей налук служби кашни çулах инспекци ĕçченĕсем хушшинче хĕллехи тата çуллахи спартакида ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Çавăн пекех шашкăлла, шахматла выляссипе те кăтартусем япăх мар. Маттур спортсменсем пирки уйрăммăн каласа хăвармалла. Михаил Иванов, Татьяна Кузьмина, Людмилăпа Андрей Можаевсем, Ирина Басникова — районти, республикăри ăмăртусен çĕнтерÿçисем. Ĕçченсем культура мероприятийĕсенчен те айккинче юлмаççĕ иккен. Уяв мероприятийĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ.
«Ĕçпе канăва яланах çÿллĕ шайра йĕркелеме тăрăшнă, тăрăшатпăр та», — терĕ Вячеслав Александрович.
А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика