Шибылгинское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕсене чысларĕç

11 ноября 2020 г.

Çĕр ĕçченĕсене чысларĕç

Иртнĕ канмалли кунсенче Канаш, Вăрмар, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпӳ, Елчĕк, Патăрьел тата ытти районта ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен уявне палăртрĕç, ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç.

Канаш районĕнчи аграрисем уява Шăхасанти культура çуртне пуçтарăнчĕç. Уй-хир, ферма ĕçченĕсене Энтриялĕнчи «Пинер» фольклор ушкăнĕ ташă-юрăпа кĕтсе илчĕ. Уява килнисем фойере районти ал ăстисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Пахча çимĕçрен мĕн кăна ăсталаман-тăр вĕсем. Ял пурнăçне туллин сăнласа панă.

Уява уçнă май Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов аграрисене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Канаш тăрăхĕ тăрăшуллă, пултаруллă çынсемпе палăрса тăрать. Вĕсем ял хуçалăх отраслĕнче те самай. Ĕçченсем тăрăшнипе районта пулăхлă çĕрсемпе туллин усă кураççĕ, продукци туса илессине çулсерен ӳстерсе пыраççĕ. Отрасльте инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Хуçалăхсенче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурлăхпа техника базине çирĕплетеççĕ, çĕнĕ производство объекчĕсене хута яраççĕ. Аграрисем йывăрлăх умĕнче пуçа усмасăр тăрăшнипе, яваплăха туйса вăй хунипе çитĕнӳсем палăраççĕ...

Лариса АЛЕКСЕЕВА

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен..

Источник: "Хресчен сасси"

Первоисточник: «Хресчен сасси» 43 (2831) № 11.11.2020

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429314, Чувашская Республика, Канашский район, с. Шибылги, ул. Павлова, д. 33
Телефон: 8(83533) 64-8-54
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика